Пире пылпа хаклаҫҫӗ
Тутар тӗнне йышӑнма.
Мулласем калаҫҫӗ:
«Кӑркка пӗсехи чӑпар,
Аллах ырлӑхне курар!»
Пире турӑшпа хӑвалаҫҫӗ
Христус тӗнне йышӑнма.
Пупсем калаҫҫӗ:
«Кӑркка пӗсехи чӑпар,
Туррӑн телейне тупар!»
Пире хӗҫпе хӑвалаҫҫӗ
Патша умне пуҫ тайма.
Салтаксем калаҫҫӗ:
«Пӑшал парар, хӗҫ парар,
Патша парнине чӑтар!»
Тутар тӗнӗ, патша мурӗ —
Пире ним те кирлӗ мар.
Христус турӑ — ырӑ турӑ,
Эс те пире кирлӗ мар.
Атте-анне йӑлипех
Пурӑнар виличченех.
Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.
Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать