Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ашанин Василий Данилович
Ашанин Василий Данилович — чӑваш ял хуҫалӑх производствинче мала тухнӑскер, уй-хир бригадин бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
Ашанин Василий Данилович 1917 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче (1918 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче) Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Туҫа вулӑсӗнчи Кульцав ялӗнче (хальхи Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗ) ҫуралнӑ. Шкулта пилӗк класс вӗренсе пӗтернӗ.
Чӑваш АССР-ӗн Вӑрнар районӗнчи И. В. Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултанпа — В. И. Ленин ячӗллӗ) колхозра уй-хир бригадин бригадирӗ пулса ӗҫленӗ.
1947 ҫулта колхоз патшалӑха ял хуҫалӑх продукцине парассипе тата МТС ӗҫӗсемшӗн натуроплатӑпа татӑлассипе плана пурнӑҫланӑ чухне, ҫавӑн пекех 1948 ҫулхи ҫурхи акӑ валли тӗш тырӑ культурисен вӑрлӑхӗпе тивӗҫтернӗ чухне тулӑпа ырашӑн пысӑк тухӑҫне илнӗшӗн СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1948 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи Указӗпе Ашанин Василий Даниловича Ленин орденӗпе тата «Ҫурӑппа Мӑлатук» ылтӑн медальпе чысласа Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Ашанин Василий Данилович 1963 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче вилнӗ. Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнчи масарта пытарнӑ.
Шӑллӗ — Ашанин Александр Данилович, ҫавӑн пекех Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми