 Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Вир Мӗтри
 Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Вир МӗтриВир Мӗтри (чӑн ячӗ Просов Дмитрий Иванович) — чӑваш ҫыравҫи, редакторӗ. 1905 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Аксарин ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Совет парти шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка (1934–1936) район хаҫачӗсенче редактор пулнӑ. Калавсемпе очерксем ҫырнӑ.
1934 ҫулхи акан 3-мӗшпе 4-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн ҫамрӑк ҫыравҫисен пӗрремӗш канашлӑвне хутшӑннӑ.
Юлашки ҫулсенче Йӑлӑмри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ.
1980 ҫулта «Хӗрлӗ гварди» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
 Тулли верси :: Статья каҫми
 Тулли верси :: Статья каҫми