Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Восход
Восход — Чӑваш Республикин Улатӑр районӗнчи посёлок. Вӑл Восход ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.
Посёлок Чӑваш Республикин кӑнтӑр енче, Мокрый (Сӑр юппи) юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 203 километр. Район центрне, Улатӑр хулине ҫитме — 6 километр. Чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗ Улатӑр хулинче, посёлокран 6 километрта вырнаҫнӑ.
Посёлока 1932 ҫулта никӗсленӗ. Унӑн пуҫламӑшӗ табак ӳстерекен «Стемасский» махорсовхоз йӗркеленипе ҫыхӑннӑ. Малтан пурӑнмалли вырӑн Махорсовхоз посёлокӗ ятлӑ пулнӑ. Хальхи ята — Восход — посёлока 1965 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче панӑ. Никӗсленӗ вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех посёлок Улатӑр районне кӗрет.
Посёлокри халӑх йышӗ улшӑнса пыни:
Посёлокра ФГОУ СПО «Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗн» пайӗ ӗҫлет. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, ача пахчи, фельдшерпа акушер пункчӗ, клуб, вулавӑш, спортӑн икӗ площадки, ҫыхӑну уйрӑмӗ тата тӑватӑ лавкка пур. 1994 ҫултанпа посёлокра Иверски Турӑ Амӑшӗн храмӗ ӗҫлет.
2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, посёлок территорийӗнчи тӗп предприяти «Митра» ТМЯП шутланать. Ялӑн экономики ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илессипе тата ӑна тирпейлессипе ҫыхӑннӑ.
Тулли верси :: Статья каҫми