Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Дмитриев Иван Дмитриевич


Дмитриев Иван Дмитриевич — чӑваш вӑрман ӑсчахӗ, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.

Пурнӑҫӗ

Дмитриев Иван Дмитриевич 1916 ҫулхи акан 5-мӗшӗнче Чӑваш АССР-не кӗрекен (хальхи Чӑваш Республики) Красноармейски районӗнчи Пӑрӑнтӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Хресчен ҫемйинче ӳснӗ.

Ялти ҫамрӑксен шкулне тата Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне вӗренсе пӗтернӗ. 1933 ҫулта «Шупашкар—Канаш» пайӗнче хӳтӗлев вӑрман йывӑҫӗсене лартнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Техник-лесовод пулса ӗҫленӗ, лесхозучасток заведующине ылмаштарса тӑнӑ.

1935 ҫулта Атӑлҫум лесотехника институтне (Йошкар-Ола хули) вӗренме кӗнӗ, ӑна 1940 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтра Уралти вӑрман хывакан экспедицисене тата Выборг экспедицине хутшӑннӑ. Диплом хӳтӗленӗ хыҫҫӑн Ленинградри вӑрман лартакан конторӑра ӗҫленӗ.

1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне чӗнсе илнӗ. 28-мӗш стрелоксен дивизийӗнче хӗсметре тӑнӑ, 1942 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 1943 ҫулхи пуш уйӑхӗччен 88-мӗш стрелоксен полкӗн йышӗнче Калинин фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, миномёт расчёчӗн командирӗ пулнӑ. Ступино сӑрчӗсем ҫинчи ҫапӑҫусене тата Аслӑ Луки хулине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Икӗ хут аманнӑ, анчах та ҫапӑҫма юлнӑ. Каярахпа ӑна 15-мӗш вӗренӳ танк полкне янӑ, Сарӑтури 2-мӗш танк училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1944 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Свердловскри 5-мӗш танк бригадин 39-мӗш вӗренӳ полкӗнче танк техникин преподавателӗ пулса хӗсметре тӑнӑ.

1946 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна запаса янӑ. 1947 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен Ленинградри Мускаври Ҫӗнтерӳ паркне тунӑ ҫӗрте прораб пулса ӗҫленӗ. 1947 ҫултан пуҫласа — вӑрман авиацийӗн тресчӗн Ленинградри авиаотряд партийӗн начальникӗ, Сахалинӑн, Красноярск тата Хабаровск крайӗсен вӑрманӗсене йӗркелес экспедицисене хутшӑннӑ.

1952 ҫулта Ленинградри вӑрман хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ ҫумӗнчи аспирантурӑна вӗренсе пӗтернӗ. 1953 ҫулта кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 1959–1984 ҫулсенче Пӗтӗм Союзри куҫӑмсӑр лесотехника институчӗн тата С. М. Киров ячӗллӗ Ленинградри лесотехника академийӗн вӑрман таксацийӗн, вӑрман йӗркелӗвӗн тата авиацин кафедрин доценчӗ пулса ӗҫленӗ. 1965–1977 ҫулсенче вӑрман хуҫалӑх факультетӗн деканӗн должноҫӗнче тӑрӑшнӑ.

Дмитриев Иван Дмитриевич 2011 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Санкт-Петербургра вилнӗ.

Наука ӗҫӗ-хӗлӗ

Дмитриев вӑрман хуҫалӑхӗнче авиаципе усӑ курас, аэрофотоӳкерчӗксене тӗпчесе палӑртас тата вӗсемпе вӑрман таксацийӗнче тата вӑрман лартас проекта хатӗрленӗ чухне усӑ курас енӗпе пысӑк специалист пулнӑ. Вӑрмансене тӗпчессин аэрокосмос меслечӗсене вӗрентес ӗҫӗн пионерӗ шутланать. 65 ытла ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ, вӗсен шутӗнче «Лесная авиация и аэрофотосъёмки» монографи пур.

Хисепӗсем


 
Категорисем: Пӑрӑнтӑк ҫыннисем, Вӑрманҫӑсем, Ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми