Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
Канаш Альберт Георгиевич (чӑн хушамачӗ Кожанов), — сӑвӑҫ. 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2 Чӑваш Енӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски салинче ҫуралнӑ. 1968 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4 ҫавӑнтах вилнӗ.
1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать.
Пурнӑҫӗ
Окбябрьскиӗнчи вӑтам шкулта вӗреннӗ. Йывӑр чире пула вырӑн синчен тӑма пултарайман вӑхӑтра сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырнӑ.
Ӗҫӗсем
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:
- «Сӑвӑсем» (1960);
- «Иккӗмӗш утӑм» (1965);
- «Шӑпчӑксем, сире итлесе» (1978);
Вырӑсла тухнӑ кӗнеки:
- «На наковальне сердца» (1972).