Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кивӗ Ахпӳрт
Канаш районӗнчи «Кивӗ Ахпӳрт» ҫинчен кунта пӑхӑр.
Кивӗ Ахпӳрт (выр. Старое Ахпердино) — Чӑваш Республикин Патӑрьел районне кӗрекен ял. Тури Туҫа ял тӑрӑхне кӗрет. Республикӑн тӗп хулинчен — Шупашкартан 146 ҫухрӑмра, район тӗпӗнчен — Патӑрьелтен 8 ҫухрӑмра, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗнчен 62 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Ял Пӑла юханшывӗн (Сӗве юппи) сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗр пичӗ тӳрем, ҫӳллӗшӗсем кӑшт кӑна улшӑнаҫҫӗ. Климат вӑтам континенталлӑ, хӗл сивӗ, ҫу ӑшӑ. Чи ҫывӑхри ялсем — Ҫӗнӗ Ахпӳрт, Тури Туҫа, Шӑнкӑртам.
Кивӗ Ахпӳрте XVII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче пуҫласа янӑ. Малтан яла Ахпӳрт тенӗ. Ӑна Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗрпе вулӑсӗнчи ҫав ятлӑ Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен (хальхи Канаш районӗ) куҫса килнӗ ҫынсем пуҫласа янӑ. Куҫса килекенсем Пӑла хӗрринчи, «Нухай каҫӑвӗ» патӗнчи пушӑ выртакан пысӑк ҫӗр лаптӑкне илнӗ.
XVII ӗмӗр вӗҫӗнче ҫӗр ҫитменнине кура («халӑх йышланнӑ пирки тата ҫӗр, утӑ ҫулмалли улӑхсем сахалланнӑран») 9 кил-йыш уйрӑлса тухнӑ та юханшывӑн ку енчи ҫыранӗнче ҫӗнӗ ял пуҫласа янӑ, вӑл Ҫӗнӗ Ахпӳрт ятлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗп яла Кивӗ Ахпӳрт теме пуҫланӑ. Халап тӑрӑх, пӗрремӗш куҫса килекенсен хушшинче Еливан старик, Салма тата Кӑтра пулнӑ, кайран вӗсем патне Сеприхан хӑйӗн тӑванӗсемпе килсе кӗнӗ.
XVIII–XIX ӗмӗрсенче вырӑнти ҫынсем тӗрлӗ сослови категорийӗсене кӗнӗ: 1724 ҫулччен — ясак тӳлекен хресченсем, 1835 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем, 1863 ҫулччен — удел хресченӗсем. Халӑх ытларах ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, пыл-хурт тытнипе пурӑннӑ, бакалея япалисемпе суту-илӳ тунӑ, килти алӑ ӑсталӑхӗпе ӗҫленӗ тата инҫетри вырӑнсене ӗҫлеме ҫӳренӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 7 суту-илӳпе промышленность заведенийӗ ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Ахпӳртре (ун чухне Чӗмпӗр уесӗнче) Сӗве купсин эрех тӑвакан савут пулнӑ.
Ялӑн административлӑ-территориллӗ пӑхӑнӑвӗ ҫакӑн пек улшӑнса пынӑ:
1931 ҫулта ялта «РОКК» колхоз йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра ял территорийӗнче «Гвардеец» ТМЯП ӗҫлет.
Халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх:
2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта 697 ҫын пурӑннӑ. Ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.
Ялта социаллӑ инфраструктурӑн ҫак объекчӗсем пур:
Экономика тӗпӗ — ял хуҫалӑхӗнчи производство. Хальхи вӑхӑтра (2010 ҫул тӗлне) тыр-пул ӳстерес тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ятарлӑ ӗҫлекен «Гвардеец» ТМЯП пур. Ял ҫыннисем ҫавӑн пекех хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми