Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Куккук (Волгин В.)


Сӗм вӑрманта ирпе ирех
Чӑпар куккук авӑтать.
Ку-ку!.. Ку-ку!.. инҫетренех
Вӗҫсе килсе вӑратать.

Унӑн сасси янратнӑҫем
Ешӗл ҫулҫӑ сарӑлать.
Ирех тӑрса тухсан ӗҫе
Ҫамрӑк чӗре савӑнать.

Сывлӑш хумӗ чӗтреннипе
Ҫӗмӗрт ларчӗ чечеке.
Хавас кӑмӑл ҫӗкленнипе
Тытрӑм эпӗ кӗнеке.

Хӗл каҫиччен вӗреннине
Тепӗр хутчен тӗрӗслен.
Экзаменсем парас кунне
Ҫине тӑрсах хатӗрлен!

1950

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми