 Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗтне
 Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кӗтне
Кӗтне — Сӗве шывӗн юппи, Чӑваш Енпе Тутарстан тӑрӑх юхакан юханшыв. Тӑршшӗ 176 ҫухрӑм, бассейн лаптӑкӗ — 2480 км2. Йӗпреҫ районӗнче вӑл тарӑнах мар — 0,2-0,4 м кӑна. 
Ҫӑлкуҫӗ Йӗпреҫ районӗнче (Липовка ҫумӗнче, ҫурҫӗр-анӑҫ еннелле) вырнаҫнӑ.
Атӑлҫи сӑртлӑхӗн ҫурҫӗр айӑкинче юхать. Ытларах енӗпе ҫумӑр шывӗпе тулать. Юхса кӗричен 29 ҫухрӑмра виҫнӗ вӑтам юхӑмӗ пӗр ҫӗкунтра 4,2 м3  танлашать. Чӳкӗн иккӗмӗш пайенче — раштавра шӑнса ларать те ака уйӑхӗнче пӑртан тасалать.
Юханшыв ҫынсем пурӑнакан тавралӑхпа юхать. 
Хирти Выҫли ял ҫывӑхӗнче Йӗпреҫ патока савучӗ вырнаҫнӑ — Кӗтне шывне ытларах вӑл усӑ курать.
 Тулли верси :: Статья каҫми
 Тулли верси :: Статья каҫми