Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Макарова Елена АнатольевнаМакарова Елена Анатольевна (сцена ҫинчи ячӗ — Елена Корсакова) — Раҫҫейри чӑваш эстрада юрӑҫи, режиссёр тата вӗрентекен.
Елена Корсакова Тутар АССРӗнчи Теччӗ районне кӗрекен Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1996 ҫулта тӑван ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ.
2000 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине «халӑх хорӗпе ансамблӗн артисчӗ, пултарулӑх коллективӗн ертӳҫи» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ. Фольклор уйрӑмӗнче Сакмаров Илья Аркадьевич класӗнче пӗлӳ илнӗ.
Шупашкар шкулӗнче ӗҫленӗ, ачасене чӑваш фольклорне вӗрентнӗ. 2000 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче артист-вокалист пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, «Чӑваш ен» тата «Ҫавал» ансамбльсенче юрланӑ.
2005 ҫулта «Центр-Б» автосалонта кредит уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
2009 ҫултанпа Габишево ялӗнчи культурӑпа спорт центрӗнче (Тутарстанри Лайӑш районӗн культура ҫурчӗн филиалӗ) режиссёр пулса вӑй хурать.
Ку центр ҫумӗнче вӑл «Калинка» ача-пӑча фольклор ансамбльне йӗркеленӗ. Коллектив район, республика тата пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи мероприятисене («Звонкая капель», «Пирӗн кил — Тутарстан», «Каравон», «Уяв», «Сабантуй») хастар хутшӑнать.
Эстрадӑра юрлама Е. Корсаковӑна Наумов Алексей композитор тата «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн ертӳҫи сӗннӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Малышев Константин (республикӑри чӑвашла «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑскер) пулӑшу панӑ.
Елена Корсакован пӗрремӗш юрри — «Уйрӑлу» (Алексей Наумов кӗвви, Кӗмӗл Галина сӑвви).
Юрӑҫ шкул ҫулӗсенчех сцена ҫине тухнӑ. Каярахпа вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗн концерчӗсене тата ытти культура мероприятине хутшӑннӑ.
Паллӑ юррисем: «Юратма пӗлмерӗм пуль», «Аллӑ ҫул», «Кӗмӗл туй», «Симӗс куҫусем», «Сувар», «Уйрӑлу».
Репертуарӗнче Алексей Наумовпа, Эльвира Савельевӑпа тата Анатолий Осиповпа дуэтпа шӑрантарнӑ юрӑсем пур.
Юрӑсен авторӗсем: Наумов Алексей композитор, Альбина Юрату, Валерий Раштав, Галина Кӗмӗл сӑвӑҫсем.
«Веснавея» ансамбльте тата «Весна» дуэтра (Савельева Эльвирапа пӗрле) юрлать. Ку коллективсем Тутарстан Республикинчи тата Раҫҫейӗн ытти регионӗнчи тӗрлӗ мероприятипе конкурса хутшӑнаҫҫӗ.
«Хусан чӑвашӗсем» чӑваш эстрада ушкӑнӗн солисчӗ шутланать.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура обществисен ӗҫне хутшӑнать, культура мероприятийӗсене йӗркелеме пулӑшать.
Хусанта чӑваш культурин кунӗсене, концертсене, фестивальсене тата наци уявӗсене ирттерме хутшӑнать.
Юрӑҫ чӑваш тата вырӑс халӑхӗн культурине, чӗлхипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшас ӗҫре тӑрӑшать, ыркӑмӑллӑх концерчӗсенче юрлать.
Тулли верси :: Статья каҫми