Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Матвеева Галина Алексеевна


Матвеева Галина Алексеевна (чӑн хушамачӗ — Антонова; Матвеева псевдоним — ашшӗне асра тытса хӑварнӑ хӗр чухнехи хушамачӗ) — чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи, куҫаруҫи, редакторӗ. Раҫҫей журналистсен пӗрлӗхӗн (1983) тата Раҫҫей ҫыравҫисем пӗрлӗхӗн (2019) членӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2012).

Пурнӑҫӗ

Галина Алексеевна Матвеева 1957 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Аҫӑм Ҫырми ялӗнче нумай ачаллӑ семьере ҫуралнӑ. Ашшӗ — Матвеев Алексей Матвеевич, Аслӑ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫине хутшӑннӑскер, пурнӑҫран ир уйрӑлса ултӑ ачана тӑлӑха хӑварнӑ. Амӑшӗ — Матвеева Васса Михайловна, колхоз ӗҫченӗ.

Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче республикӑри ача-пӑча валли кӑларакан «Пионер сасси» хаҫатпа, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатпа, ҫавӑн пекех Чӑваш радиовӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ.

Аҫӑм Ҫырминчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкула (1972), унтан Вӑрнар районӗнчи Нурӑс вӑтам шкулне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. 1980 ҫулта А. М. Горький ячӗллӗ Урал патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Ӗҫӗ-хӗлне 1980 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче республикӑри «Коммунизм ялавӗ» (1991 ҫултанпа — «Хыпар») хаҫат редакцийӗнче пуҫланӑ, унта вӑл умлӑн-хыҫлӑн корреспондент, аслӑ корреспондент тата пай пуҫлӑхӗ (1999 ҫулччен) пулса ӗҫленӗ.

1999–2003 ҫулсенче — республикӑри «Хресчен сасси» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ.

2003–2006 ҫулсенче — «Советская Чувашия» хаҫатӑн аслӑ корреспонденчӗ тата тишкерӳҫи.

2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлет: 2007–2014 ҫулсенче — тӗп редактор ҫумӗ; 2014 ҫултанпа — илемлӗ литература редакцийӗн ертсе пыракан редакторӗ. Вӑл редакциленипе, сӑмахран, Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки, «Асанне юмахӗсем» (Вера Голубева репертуарӗнчи юмахсем), «Чувашские легенды и сказки» тата ытти кӑларӑмсем пичетленсе тухнӑ.

Пултарулӑхӗпе куҫару ӗҫӗ

Галина Матвеева — экологи, культура, литература тата ӳнер, нацисемпе тӗнсем хушшинчи хутшӑнусен темисемпе ҫырнӑ публикацисен авторӗ. Унӑн сӑввисемпе калавӗсем республикӑри хаҫат-журналсенче, ҫавӑн пекех хайлавсен пуххисенче кун ҫути курнӑ.

Вӑл вырӑс чӗлхинчен чӑвашла куҫаракан пек те паллӑ. Вӑл куҫарнипе Д. Суслинӑн, Л. Кадкинӑн, Ж. Яновскаян, А. Растворцевӑн, Н. Васильевана, Ортем Галин, ҫавӑн пекех Астрид Линдгренӑн хайлавӗсем пичетленсе тухнӑ.

Тӗп кӗнекисем

Тӗп куҫарӑвӗсем

Хисепӗсем


 
Категорисем: «Советская Чувашия» журналисчӗсем, «Хыпар» журналисчӗсем, Журланистсем, Аҫӑм Ҫырми ҫыннисем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми