Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Местоимени (Морфологи, СЛПЧЧС)
Местоимени тесе ят сӑмахсен (япала ячӗн, паллӑ ячӗн, хисеп ячӗн) пӗлтерӗшӗеене пӗтӗмӗшле кӑтартакан, анчах вӗсен ячӗсене пӗлтермен сӑмахсене калаҫҫӗ.
| 1. Сӑпат | эпӗ, эсӗ, вӑл (пӗр. хис), эпир, эсир, вӗсем (нум. хис.) |
| 2. Таврӑну | хам, ху, хӑй (пӗр. хис), хамӑр, хӑвар, хӑйсем (нум. хис.) |
| 3. Кӑтарту | ку, ҫак (ӑ), ҫав (ӑ), леш, хайхи |
| 4. Ыйту | кам, мӗн, мӗнле, епле, хӑш, миҫе, мӗн чухлӗ |
| 5. Ҫуклӑх | никам, нимӗн, нимӗнле (нимле), ниепле, нихӑш, нимӗн чухлӗ |
| 6. Паллӑ мар | такам, темӗн, темӗнле (темле), тепле, тахӑш, темиҫе |
| 7. Паллӑ | 1) пур, пурте, пӗтӗм, мӗнпур, кашни, ытти, урӑх, тепӗр, харпӑр; 2) кирек кам, хуть кам, кирек мӗн, кирек мӗнле, кирек хӑшӗ |
хисеп | хисеп | хисеп | хисеп | хисеп | хисеп | |
| Тӗп | эпӗ | эпир, эпӗр | эсӗ | эсир, эсӗр | вӑл | вӗсем |
| Кам. | манӑн | пирӗн | санӑн | сирӗн | ун(ӑн) | вӗсен(ӗн) |
| Пару | мана | пире | сана | сире | ӑна | вӗсене |
| Вырӑн | манра | пирӗнте, пирте | санра | сирте, сирӗнте | унра | вӗсенче |
| Туху | манран | пирӗнтен, пиртен | санран | сиртен, сирӗнтен | унран | вӗсенчен |
| Пӗрл. | манпа | пирӗнпе | санпа | сирӗнпе | унпа | вӗсемпе |
| Ҫукл. | мансӑр | пирӗнсӗр | сансӑр | сирӗнсӗр | унсӑр | вӗсемсӗр |
| Пирке | маншӑн | пирӗншӗн | саншӑн | сирӗншӗн | уншӑн | вӗсем шӗн |
хисеп | хисеп | хисеп | хисеп | хисеп | хисеп | |
| Тӗп | хам | хамӑр | ху | хӑвӑр | хӑй | хӑйсем |
| Кам. | хамӑн | хамӑрӑн | хӑвӑн | хӑвӑрӑн | хӑйӗн | хӑйсен |
| Пару | хама | хамӑра | хӑвна | хӑвӑра | хӑйне | хӑйсене |
| Вырӑн | хамра | хамӑрта | хӑвӑнта | хӑвӑрта | хӑйӗнче | хӑйсенче |
| Туху | хамран | хамӑртан | хӑвӑнтан | хӑвӑртан | хӑйӗнчен | хӑйсенчен |
| Пӗрл. | хампа | хамӑрпа | хупа | хӑвӑрпа | хӑйпе | хӑйсемпе |
| Ҫукл. | хамсӑр | хамӑрсӑр | хусӑр | хӑвӑрсӑр | хӑйсӗр | хӑйсемсӗр |
| Пирке | хамшӑн | хамӑршӑн | хушӑн | хӑвӑршӑн | хӑйшӗн | хӑйсем шӗн |
| Тӗп | пӗрреллӗ хисеп | кам | мӗн | хӑшӗ |
| нумайлӑ хисеп | камсем | мӗнсем | хашӗсем | |
| Кам. | пӗрреллӗ хисеп | камӑн | мӗнӗн | хӑшӗн |
| нумайлӑ хисеп | камсен | мӗнсен(ӗн) | хӑшӗсен(ӗн) | |
| Пару | пӗрреллӗ хисеп | кама | мӗне | хӑшне |
| нумайлӑ хисеп | камсене | мӗнсене | хӑшӗсене | |
| Вырӑн | пӗрреллӗ хисеп | камра | мӗнре | хӑшӗнче |
| нумайлӑ хисеп | камсенче | мӗнсенче | хӑшӗсенче | |
| Туху | пӗрреллӗ хисеп | камран | мӗнрен | хӑшӗнчен |
| нумайлӑ хисеп | камсенчен | мӗнсенчен | хӑшӗсенчен | |
| Пӗрл. | пӗрреллӗ хисеп | кампа | мӗнпе | хӑшӗнпе |
| нумайлӑ хисеп | камсемпе | мӗнсемпе | хӑшӗсемпе | |
| Ҫукл. | пӗрреллӗ хисеп | камсӑр | мӗнсӗр | хӑшӗнсӗр |
| нумайлӑ хисеп | камсемсӗр | мӗнсемсӗр | хӑшӗсемсӗр | |
| Пирке | пӗрреллӗ хисеп | камшӑн | мӗншӗн | хӑшӗншӗн |
| нумайлӑ хисеп | камсемшӗн | мӗнсемшӗн | хӑшӗсемшӗн | |
| Тӗп | ку | ҫак(ӑ) | ҫав(ӑ) |
| Кам. | кун(ӑн) | ҫакӑн | ҫавӑн |
| Пару | куна | ҫакна | ҫавна |
| Вырӑн | кунра | ҫакӑнта | ҫавӑнта |
| Туху | кунран | ҫакӑнтан | ҫавӑнтан |
| Пӗрл. | кунпа | ҫакӑнпа | ҫавӑнпа |
| Ҫукл. | кунсӑр | ҫакӑнсӑр | ҫавӑнсӑр |
| Пирке | куншӑн | ҫакӑншӑн | ҫавӑншӑн |
| Тӗп | никам | нимӗн | нихӑш |
| Кам. | никамӑн | нимӗнӗн | нихашӗн |
| Пару | никама | нимӗне | нихӑшне |
| Вырӑн | никамра | нимӗнре | нихӑшӗнче |
| Туху | никамран | нимӗнрен | нихӑшӗнчен |
| Пӗрл. | никампа | нимӗнпе | нихӑшӗнпе |
| Ҫукл. | никамсӑр | нимӗнсӗр | нихӑшӗнсӗр |
| Пирке | никамшӑн | нимӗншӗн | нихӑшӗншӗн |
| Тӗп | такам | темӗн | тахӑшӗ |
| Кам. | такамӑн | темӗнӗн | тахӑшӗн |
| Пару | такама | темӗне | тахӑшне |
| Вырӑн | такамра | темӗнре | тахӑшӗнче |
| Туху | такамран | темӗнрен | тахӑшӗнчен |
| Пӗрл. | такампа | темӗнпе | тахӑшӗнпе |
| Ҫукл. | такамсӑр | темӗнсӗр | тахӑшӗнсӗр |
| Пирке | такамшӑн | темӗншӗн | тахӑшӗншӗн |
| Тӗп | пурсӑмӑр | пурсӑр | пурте |
| Кам. | пурсӑмӑрӑн | пурсӑрӑн | пурин те |
| Пару | пурсӑмӑра | пурсӑра | пурне те |
| Вырӑн | пурсӑмӑрта | пурсӑрта | пуринче те |
| Туху | пурсӑмӑртан | пурсӑртан | пуринчен те |
| Пӗрл. | пурсӑмӑрпа | пурсӑрпа | пуринпе те |
| Ҫукл. | пурсӑмӑрсӑр | пурсӑрсӑр | пуринсӗр те |
| Пирке | пурсӑмӑршӑн | пурсӑршӑн | пуриншӗн те |
| 1. Сӑпат местоименийӗ | манашкал, санашкал, унашкал, пирӗнешкел, сирӗнешкел |
| 2. Таврӑну местоименийӗ | хӑвнашкал, хӑйнешкел, хамашкал |
| 3. Кӑтарту местоименийӗ | кунашкал, ҫакнашкал, ҫавнашкал |
Тулли верси :: Статья каҫми