Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пулӑ тытмалли ӗҫ хатӗрӗсен словарӗ
_Пулӑ_ — апатра кирлӗ ҫимӗҫ. Унран авалах тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе, тӑварласа-типӗтсе ҫинӗ.
Чи малтанхи пулӑ тытмалли хатӗр вӑлта пулнӑ. Ун пирки археологсем те, ӑсчахсем те ҫирӗплетсех калаҫҫӗ. Каярахпа хӑваран, ҫипрен серепелесе ҫыхнӑ мапкӑнласа тытмалли хатӗрсемпе усӑ курнӑ. Нумай серепе-маратасене халӗ браконьер пулӑҫ хатӗресен шутне кӗртнӗ. Паянхи кун юхан шывсенче пулӑсем сахалланса юлнӑран пулӑҫсене вӗсемпе усӑ курма чарнӑ. Вӗсем халӑх пурнӑҫӗнче те, ӗҫ культуринче пулнине шута илсе, манӑҫа тухиччен словаре кӗртес терӗм.
Вӑлтапа пулӑ тытасси, унӑн майӗ-меслечӗ, ӗҫ хатӗрӗсен улшӑнса пыни ҫинчен тӗрлӗ кӗнекере ҫырса кӗтартнӑ. Вӗсем ҫинчен, паллах, ҫырмастӑп. Пулӑҫсен, пулла ҫӳрес кӑмӑллисен ҫав кӗнекесемпе паллашмаллах.
Асӑрхаттарни тн усӑллӑ пулӗ. Халӗ пулӑсене ятарлӑ хуҫалӑхсенче ӗрчетеҫҫӗ: вӑлчаран ӳстерсе кӳлӗсене, юхан шывсене яраҫҫӗ. Пулӑҫсен пулӑсем хӑҫан вӑлча сапнине пӗлмеллех.
АТМА — пулӑ тытмалли пысӑк ӑскӑч, серепе /вырӑсла "наметка", "сеть"/.
АХХАН — икӗ хутлӑ вӑрӑм серепе /вырӑсла "ахань", "охань"/. Ҫӳлти кантрасем ҫине путӑшсем, аял енне путаркӑҫсем ҫыхнӑ. Кӳлӗре, юхан шывра пулӑ ҫурекен вырӑна чикме-юпасем ҫине ҫыхса лартаҫҫӗ. Кимӗпе ишсе, какӑр, пута, кутӑн мӑйракапа чиксе, какӑрса, "ах, ох, ух" сасӑ кӑларса пулӑсене хӑвалаҫҫӗ. Ячӗ те ҫав сасӑсенченех пулса кайнӑ пулӗ.
ВАЧА, ВАҪА — ункӑсем ҫине серепе карса вӗҫне кӗрсе лартнӑ пулӑ тытмалли хатӗр /вырӑсла "котцы", "верша", "мережа"/. Вача пӗрме ҫӑварлӑ, хутаҫлӑ, хырӑмлӑ, хӳреллӗ. Вырӑссем серепи эрешлӗ пулнӑран "верша" тесе калаҫҫӗ. Хулӑран, черенченрен тӑваткал вача ҫыхса тӑваҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте маратана вача тесе калаҫҫӗ. М. Романов "вача", "ваҫа" /черенче/ ҫармӑс сӑмахӗ тесе шутлать. Вачана шывра карта тытнӑ "хапхана" лартаҫҫӗ. Картине "кушак" /сыхлав кушакӗ/, вырӑсла "котцы" тесе калаҫҫӗ.
ВӐЛТА — ҫекӗл /вырӑсла "удочка"/. Вӑлт-ултала сӑмахран. Качаллӑ ҫекӗле ҫиппе патак ҫине ҫакнӑ пулӑ тытмалли ӗҫ хатӗрӗ.
ВЕТЕЛ, ВӖТЕЛ — пулӑ тытмалли кушел, пештӗр /вырӑсла "вятел", "вяхил", "ветыл", "вентер"/. Пушӑтран, кантраран, хӑваран ҫыхаҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗрен: тӑваткал, ҫаврака, тӗпне шӗвӗр е лаптак ҫыхаҫҫӗ.
КАКӐР — шалча вӗҫне лартнӑ кукӑр мӑйрака /вырӑсла "ботало"/. Шыва чиксе сас кӑларса пӑтратмалли, пулӑсене хӑваламалли япала. Пута сӑмаха вулӑр.
КАРӐМ — вӑлтасем ҫакнӑ вӑрӑм кантра /вырӑсла "перемет", "закидушка", "подпуск"/. Карӑмӑн вӑрӑм кантра, вӑлтасем ҫакнӑ хӗлӗхсем, пуҫӗнче шывра тытакан якӑрӗ, ӑна кӑтартакан путӑшӗ, вӗҫӗнче кимӗсенчен яракан "перекен" путармӑшӗ /чул е тимӗр/ пур. Карӑма шыв урлӑ е тӑрӑхла лартаҫҫӗ, яраҫҫӗ.
МАРАТА — хӑваран тӑрӑхла ҫыхса тунӑ пулӑ тытмалли хатӗр /вырӑсла "морда, "нерето", мережа", "нерша*, "верша", "вентер"/. Марата варинкке евӗр; ҫӑварлӑ, пысӑк хырӑмлӑ, вӗҫне пӗрсе ҫыхнӑ хӑва карҫинкки.
МЕРЕЖЕ — марата евӗр кӑшкар /каркас/ ҫине серепе ҫыхса витнӗ пулӑ тытмалли хатӗр /вырӑсла "мережа"/.
ПАКУР — пулӑҫа кирлӗ ӗҫ хатӗрӗ /выр. "багор"/. Пакура кимӗ ҫинче тытса тӑр.
ПӐРА — шӑннӑ пӑра касса шӑтармалли пӑра /выр. "бур"/. Хӗллехи пулӑҫсен ӗҫ хатӗрӗ. Тимӗр пӑра, хулӑн пӑра, ҫунатлӑ пӑра, чашӑклӑ пӑра.
СӐНӐ — темиҫе /пӗрре-тӑваттӑ/ вӗҫлӗ сенӗк евӗрлӗ вӑрӑм авӑрлӑ чикме, ченчӗк /выр. "острога"/. Ытларах сӑнӑ тесе пӗр вӗҫлӗ чикмене калаҫҫӗ. Пулла сӑнӑпа кимӗ ҫинчен, ҫӗрле кимӗ пуҫне сӑмала ҫуткӑҫне /факелне/ лартса тытаҫҫӗ. Пулӑсене сӑнӑпа, ченчӑкпа чиксе туртса кӑлараҫҫӗ. Ҫак мелпе пулӑ тытма тахҫанах чарнӑ.
СЕРЕПЕ — ҫипрен йӑлмакласа ҫыхнӑ эреш, таната, сӗреке, ҫилӗм /выр. "тенета", "сетка"/. Пулӑ, вӗҫен кайӑка тытмалли шӑтӑклӑ-йӑлмаклӑ карӑм.
СӖКЕ — кӗленче евӗрлӗ вӑрӑм марата е вӑрӑм пӗркенчӗк /выр. "верша", "морда"/. Ункӑсен, карлӑксен ҫумне хулӑран ҫыхса тунӑ вача. Вӗҫне пӗреҫҫӗ, анӗ икӗ варинккеллӗ. Сӗке лартса ҫӑрттан тытаҫҫӗ. Вача ҫинчен вулӑр.
Сӗрекепе кӳлӗре, авӑрсенче, таса юхан шывсенче сӗрсе пулӑ тытаҫҫӗ. Вӑрӑм сӗреке 20-25 метр, кӗски 10-12 метр тӑршшӗ пулать. Хутаҫлӑ сӗреке, хутаҫсӑр сӗреке, мотнясӑр сӗреке.
ҪИЛӖМ — пулӑ тытмалли вӑрӑм сӗреке, тетел /выр. "невод"/ В.И. Даль "Невода бывают длиною до 500 саж", — тесе ҫырать. Ҫилӗм икӗ хутаҫлӑ, тӗрлӗ /пысӑк та, пӗчӗк те/ йӑлмаклӑ, анӗ-карӑмне шултра йӑлмаклӑ ҫыхнӑ сӗреке.
ТЕТЕЛ — ҫилӗм, сӗреке /выр. "невод"/. Тетел ҫилӗмрен икӗ хут кӗске, сӗрекерен вӑрӑм. Хутаҫлӑ, мотнеллӗ серепе, сӗреке. Кимӗпе /икӗ енчен/ ишсе, тетеле сӗтӗрсе, сӗрсе пулӑ тытаҫҫӗ. Тетеле юхан шывра пулӑ ҫӳрекен вырӑна карса лартаҫҫӗ. Тата шывра учук юпи-картине тытаҫҫӗ. Тетел сӑмахӗ ӑна тытса карса тӑракан юпи-тӗркӗчӗ, тӗлӗ /тӗрт, тӗт + тел/ сӑмахсенчен пулса кайман-ши? Халӗ тетелпе пулӑ тытма пӑрахнӑ.
УЧУК — чик, чӳк сӑмахсенчен пулса кайнӑ. Шыва урлӑ варинккелесе, хӗстерсе ҫапнӑ чикме карта /выр. "учуг"/. Варринче хапхи анӗ пур. Унтан пулӑсем тухса ҫӳреҫҫӗ. Шӑпах ҫав тӗле пулӑ тытмалли хатӗрсем лартаҫҫӗ. Ку мелпе халӗ пулӑ тытмаҫҫӗ, анчах та юхӑҫӑсем /браконьерсем/ учук картасем Кокшага, Ҫавал тӑрӑхӗнче лартнине курма пулать.
ШАК — вырӑсла "жак". Ячӗ Индиренех килнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Пулӑ тытмалли хатӗр, вӑрӑм кушел, серепе, мереже. Серепине ункӑсем ҫине ҫыхаҫҫӗ. Ункисене хӑйсен хушшинче кантрасемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫавӑнпа шак темӗнле вӑрӑм пулсан та купӑс миххи пек пуҫтарӑнать, пӗчӗкленет.
ШАШКА кантра ҫине вӑлтасем ҫакнӑ пулӑ тытмалли хатӗр /выр. "хребетина"/. Карӑм ҫинчен вулӑр.
ЮХӐ — юхса тӑрӑкан шыв ҫине лартнй аххан, тетел /выр. "охан", "ахань"/. Икӗ хутла серепе. Юхӑ юхха, ҫӗлен пӑрахнӑ тир сӑмахран пулнӑ теме пулать. Аххан ҫинчен вулӑр.
Тулли верси :: Статья каҫми