Chuvash.Org :: Пичет версиӗ
:: Пуш уйӑхӗ
Хитре чăваш ятсем
:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
Пуш
— хальхи календарьпе 3-мӗш уйӑх, чӑвашсен календарӗнче 2-мӗш пулнӑ.
Пуш уйӑхӗнче 31 кун.
Ҫанталӑка сӑнланинчен
Пуш уйӑхӗ уяр килсен ҫуркунне тӑршшӗпех уяр тӑрать.
Пуш уйӑх тунӑ кун кантӑк ҫине пӑр шӑнсан ҫав ҫул хӑяр ӑнать.
Эхер те пуш уйӑх уяр килсен, ҫанталӑк лӑпкӑ пулсан, тӑнӑҫ тӑрсан ҫур лайӑх пулать, ҫу тӑршшӗпех ҫанталӑк лайӑх тӑрать, тӗрлӗ тыр-пул ӑнса пулать.
Пуш уйӑхӗн малалла тӑхринче ҫанталӑк ҫиллӗ пулсан пӗтӗм ҫу ҫиллӗ пулать.
Пуш уйӑх тусан урамра шыв курӑнсан шыв вӑйлӑ анать; ҫырмара шыв ейӳ каять.
Эхер пуш уйӑх ӑшӑра тусан, тумла юхсан юр час каять, ҫу каҫа ӑшӑ тӑрать.
Алтакки кунӗ
кӑнтӑрлаччен ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан, кӑнтӑрла иртсен ҫил тухсан ҫав ҫӑвӑн ҫурри лайӑх пулать, ҫурри йӗпе-сапа пулать.
Пуш уйӑх тӑманлӑ ҫанталӑкра тусан хура тула килӗшет.
Пуш уйӑх пуҫланнӑ чух ҫил кай енчен (кӑнтӑртан) пулсан тыр-пул аван пулать, эхер те мал енчен е ҫурҫӗр енчен вӗрсен тыр-пул начар пулать.
Пуш уйӑх тунӑ чух ҫил ӑҫтан пулать пӗтӗм ҫу ҫапла пулать.
Пуш уйӑх уяр тӑрать — пахчара хӑяр пулать.
Пуш пуҫӗнче тумла юхсан ҫу лайӑх пулать.
Пуш пуҫламӑш кунӗ ҫерҫи сӑхмалӑх шыв пулсан ҫу лайӑх килет.
Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш эрне кун юр ҫусан чиклевӗк (мӑйӑр) нумай пулать, хӑмла лайӑх пулать.
Пуш уйӑхӗн каялла тӑхрине юр ҫусан ыраш лайӑх пулать.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Пуш уйӑхӗ
(Ҫулталӑк ярӑмӗнчен)
Категорисем
:
Пуш
Тулли верси
::
Статья каҫми