Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пӑлапуҫ Нурӑс
Пӑлапуҫ Нурӑс (выр. Балабаш-Нурусово) — Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи ял, Ишлӗ ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Чӑваш Енӗн кӑнтӑр пайӗнче, Пӑла юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме 161 км, район центрне, Патӑрьел ялне ҫитме — 28 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫитме — 82 км.
Климачӗ вӑтам континенталлӑ, хӗлле сивӗ те юрлӑ, ҫулла ӑшӑ. Ял вӑрманлӑ ҫеҫенхир зонинче вырнаҫнӑ.
Яла XVII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче никӗсленӗ. Историллӗ хутсенче ҫавӑн пекех Норусова-на-Буле тата Нурусова ятсемпе тӗл пулать.
XVII ӗмӗрте ял Ҫӗрпӳ тата Чӗмпӗр уесӗсене кӗнӗ. XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа — Арапуҫ вулӑсне кӗнӗ. 1835—1863 ҫулсенче ял Мурат удел приказӗн тытӑмӗнче пулнӑ, 1863 ҫултанпа 1920 ҫулччен вара — Пӑва уесӗн Мурат вулӑсне кӗнӗ.
1724 ҫулччен пурӑнакансем ясак тӳлекен хресченсен категорийӗнче пулнӑ, 1835 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсен, 1863 ҫулччен вара — удел хресченӗсен категорийӗнче шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ял хуҫалӑхӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчесси тата ют ҫӗре кайса ӗҫлесси. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 8 промышленность заведенийӗ ӗҫленӗ.
1914 ҫултанпа ялта земство училищи ӗҫленӗ. 1931 ҫулта «Красная Чувашия» колхоз йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ ҫулсенче ял Ҫӗрпӳ уесӗн Йӗпреҫ районне (1920—1921 ҫулсем), Патӑрьел уесӗн Мурат вулӑсне (1921—1927 ҫулсем), Йӗпреҫ районне (1927—1935 ҫулсем), Турхан районне (1935—1939 ҫулсем), Первомайски районне (1939—1959 ҫулсем) тата Патӑрьел районне (1959 ҫултанпа) кӗнӗ.
Ҫулсем тӑрӑх ялти халӑх йышӗ:
Ялта фельдшер-акушер пункчӗ, клуб тата икӗ лавкка пур.
Тулли верси :: Статья каҫми