Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Пӗрҫырлан
Пӗрҫырлан (выр. Персирланы) — Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнчи ял. Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ шутланать.
Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр-анӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫитме — 75–81 км, район центрне Етӗрнене — 9 км, чукун ҫулӑн чи ҫывӑх чарӑнӑвне — 57 км.
Ял XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче Богородское ялӗнчен (халӗ вӑл Палтай ялӗ) уйрӑлса тухнӑ выҫӑлккӑран пулса кайнӑ. 1866 ҫулччен ялта пурӑнакансем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта виҫӗ ҫил арманӗ ӗҫленӗ. 1898 ҫулта Халӑх ҫутӗҫ министерствин шкулӗ уҫӑлнӑ. 1920 ҫулсенче пӗрремӗш ступень шкулӗ ӗҫленӗ.
1930 ҫулта «Хресчен» колхоз йӗркеленнӗ. Ял XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Етӗрне уесӗнчи Палтай вулӑсне кӗнӗ, 1927 ҫултанпа — Етӗрне районне. 2006 ҫулта Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн центрӗ пулса тӑнӑ.
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 297 ҫын пурӑннӑ (147 арҫын, 150 хӗрарӑм). Каярахри даннӑйсем тӑрӑх, халӑх шучӗ 371 ҫын пулнӑ (2012 ҫул). Пурӑнакансенчен чылайӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх — 97%).
Халӑх шучӗ ҫулсерен:
Ялта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ (фельдшер-акушер пункчӗ), культура ҫурчӗ, вулавӑш, музей, спорт лапамӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ тата темиҫе лавкка, Ирӗке кӑларнӑ салтака халалланӑ палӑк пур.
2010 ҫулти даннӑйсем тӑрӑх, ял территорийӗнче «Сугутское» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми