Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сан сӑну (Николай Карай)
Сан сӑну маншӑнах ятарса
Ӳкнӗ-ши журнал пичӗ ҫине.
Сан ҫинчен хаваспа вуласа
Ҫийӗнчех пӗлтӗм эп эс камне.
Илӗртет журнал пичӗ ҫинчен
Кӑмӑла хӑпартса сан сӑну.
Сан сӑну ҫав тери хитререн
Калама ҫук хитре пуль чуну.
Тулли верси :: Статья каҫми