Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Степанов Владимир Геннадьевич


Степанов Владимир Геннадьевич — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ тата тухтӑр. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ. Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Пурнӑҫӗ

Степанов Владимир Геннадьевич 1978 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрмар районӗн Вӑрмар ялӗнче ҫуралнӑ.

Ӗҫӗ-хӗлне 2007 ҫулта Шупашкар хулинчи 1-мӗш Ача-пӑча хула пульницин поликлиникин участок педиатри уйрӑмӗнче врач-педиатр пулса пуҫланӑ.

2010 ҫулта Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗнче врач-педиатр пулса ӗҫленӗ. 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен Ача-пӑча республика клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн йӗркелӳпе методика ӗҫӗсен ҫумӗн вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

2013–2018 ҫулсенче Ача-пӑча республика клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн медицина пайӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 2018 ҫулта ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрне лартнӑ.

2020 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ. 2020 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн вырӑнӗнче ҫирӗплетнӗ.

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулса тӑнӑ. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн вырӑнӗнчен хӑтарнӑ, анчах Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн вырӑнӗ сыхланса юлнӑ. Вице-премьер пулнӑ май социаллӑ блока: Сывлӑх сыхлавӗн министерствине, Культура министерствине, Вӗренӳ министерствине, Ӗҫ министерствине тата Спорт министерствине пӑхса тӑнӑ.

2026 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн указӗпе хӑйӗн кӑмӑлӗпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн вырӑнӗнчен хӑтарнӑ. Чӑваш Ен Правительствин йышӗнче ултӑ ҫул ӗҫленӗ.

Пӗлӗвӗ

Хисепӗсем


 
Категорисем: Вӑрмар ҫыннисем, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗсем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми