Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сунас (Николай Карай)
Сунас ерчӗ такамран
Сӑрт ҫамки ҫеремленсен,
Эп апчху! апчху! тусан:
"Сывлӑха", - терӗҫ ҫемҫен.
"Сывлӑха", - темессерен
Сунас савӑнчӗ чунран.
Каҫ енне кӗтмен ҫӗртен
Лап ӳкерчӗ ураран.
Тулли верси :: Статья каҫми