Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
 Сурхури — авалхи чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ.
Сурхури ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.
Сӑнавсемпе ӗненӳсем
-  Сурхури ачисене ҫиллентерсен, вӗсем путексем шӑнса вилччӗр тесен, путексем шӑнса вилеҫҫӗ тесе калаҫҫӗ.
-  Сурхури кун шултра тӑман ҫӳсан тепӗр ҫул мӑйӑр нумай пулать теҫҫӗ.
-  Сурхури каҫ кантӑк юпланса шанмасан ҫӑва тухсан тырӑ пулмасть теҫҫӗ.
-  Сурхури каҫ юр хусан мӑйӑр нумай пулать теҫҫӗ.
-  Сурхури кун ирпе ҫынсем куриччен улмуҫҫисене силлесе ҫӳресен улма лайӑх пулать тесе калаҫҫӗ.
-  Сурхури кун кӗрпе ҫурсан пӑрҫӑ лайӑх пулать тесе калаҫҫӗ.
-  Сурхури кун пӑрҫана ҫатмапа ӑшаласа ҫисен пӑрҫа хӳхӗм пулать теҫҫӗ.
-  Сурхури кун хутӑр хутарсан кантӑр вӑрӑм пулать теҫҫӗ.
-  Сурхури пӑттине килти выльӑхсене ҫитерсен выльӑхсем хунаҫҫӗ теҫҫӗ.
-  Сурхури сӑри тунӑ чух вуттине вӑрламасан сӑри хаяр пулмасть теҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Сурхури сценарийӗ