Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Туҫи ҪармӑсТуҫи Ҫармӑс (вырӑсла Тузи-Сярмус) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи ял. Кӗҫӗн Явӑш ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Чӑваш Ен варринче Шупашкартан — 92 км, район центрӗнчен, Вӑрнар поселокӗнчен, — 13–19 км, ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗнчен 19 км аякра вырнаҫнӑ.
«Туҫи Ҫармӑс» ята чӑвашла «Ту ҫармӑсӗсем» тесе куҫарма пулать.
Ял XVIII ӗмӗртенпе паллӑ. Авалхи ячӗсем: Янсарина, Янсарина-Сярмузы, Туҫи (Ҫармӑс).
Ял ҫыннисем — чӑвашсем, 1724 ҫулчченех ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем ытларах ҫӗрпе ӗҫлесе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе пурӑннӑ.
1931 ҫулта «Хӗрлӗ трактор» колхоз йӗркеленнӗ. Административлӑ енчен ял Шупашкар уесӗнчи Кӑвакал вулӑсне, Етӗрне уесӗнчи Явӑш, Асакаси, Кушлавӑш, Упи, Кӗҫӗн Явӑш вулӑсӗсене (XVIII ӗмӗр — 1925), Ҫӗрпӳ уесне (1925–1927), Вӑрнар районне (1927–1935, 1956 ҫултанпа), Шӑхасан районне (1935–1956) кӗнӗ.
2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 337 ҫын (163 арҫын, 174 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсемпе — 331 ҫын. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх 98%).
Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:
Ялта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, фельдшерпа акушер пункчӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш, Перекет банкӗн уйрӑмӗ, спорт лапамӗ, виҫӗ лавкка, музей пур. Яла газ кӗртнӗ, ял патне асфальт ҫул хывнӑ.
2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта «Вӑрнар аш-какай комбиначӗ» АОУ ӗҫленӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми