Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тӗп ыйту (Петӗр Ҫӑлкуҫ)
"Ҫак ҫӗр ҫинче епле аван, —
Ыр суннӑн йӑлтӑрать хӗвелӗ,
Анчах ыйтас килет хамран:
"Ӑҫта-ши ман телей тӗпелӗ?"
Юлташ та пӗлӗш, тус-тӑван, —
Пурте пурнаҫҫӗ питӗ меллӗ,
Ҫавах ыйтам-ха эп хамран:
"Ӑҫта-ши ман телей тӗпелӗ?"
Тен, пӗлесси пулмасть хамран?
Ҫынсем, сиртен ыйтам тӗпчевлӗн,
Эсир хуть калӑр-ха паян:
"Ӑҫта-ши ман телей тӗлелӗ?"
Тулли верси :: Статья каҫми