Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.
3§. Чӑваш сӑмахӗсенче а, ӑ, у, ы сас паллисене уҫӑ сасӑсем хытӑ хупӑ сасӑсемпе юнашар чухне ҫыраҫҫӗ: асап, вӑхӑт, утӑ, ыран.
Е, ӗ, и, ӳ, э сас паллисене уҫӑ сасӑсем ҫемҫе хупӑ сасӑсемпе юнашар тӑнӑ чухне ҫыраҫҫӗ: тенкел, ӗмӗр, илем, ӳлӗм, кӗтӳ, этем.
_Асӑрхаттарни_. А, ӑ, у сас паллисенс хӑш-пӗр чух ль, нь, ть ҫемҫе сас паллисем умӗн те, хыҫҫӑн та ҫыраҫҫӗ: ахаль, мӑкӑнь, выльӑх, пуль.
4§. 
О, ё сас паллисене вырӑсларан ҫыру урлӑ кӗрекен сӑмахсенче ҫыраҫҫӗ: 
общество, область, оборона, самолёт5§. 
Е, ё, ю, я сас паллисене ҫакӑн пек чухне ҫыраҫҫӗ:
1.  Сӑмах пуҫламӑшӗнче тата уҫӑ сас паллисемпе 
ъ, ь паллӑсем хыҫҫӑн 
йэ, йо, йу, йа сасӑсен пӗрлешӗвне палӑртма: 
енчӗк, ёлка, юрӑ, ялав; ҫиет, заём, каю, туя, мӑрье, ҫемье, статья, адъютант.
_Асӑрхаттарнисем_. 1. Ютран ҫыру урлӑ йышӑнакан хӑш-пӗр сӑмахсен пуҫламӑшӗнче тата уҫӑ сас паллисем хыҫҫӑн ё вырӑнне йо ҫыраҫҫӗ: йод, район, майор, Нью-Йорк, Йошкар-Ола.
2.  Ютран ҫыру урлӑ йышӑнакан хӑш-пӗр сӑмахсенче ё вырӑнне о ҫыраҫҫӗ, ун умӗн ь лартаҫҫӗ: батальон, почтальон, медальон, лосьон.
2. Умӗнчи хупӑ сасӑсем ҫемҫине палӑртма: 
наряд, выля, темӗн, самолёт, Ванюк.
6§. 
Э сас паллине сӑмах пуҫламӑшӗнче тата вырӑсларан йышӑннӑ сӑмахсенче уҫӑ сасӑ хыҫҫӑнхи 
э сасса палӑртма ҫыраҫҫӗ: 
эпӗ, поэт, аэропорт.
7§. 
Ҫ, ч сас паллисем хыҫҫӑн 
и е 
ы ҫырмалли йӗрке ҫакӑн пек: пуҫламӑш формӑра хытӑ хупӑ сас палли умӗн 
ы ҫырмалла (
ҫын, чылай, ҫыр, чышкӑ), ҫемҫе хупӑ сас палли умӗн — 
и (
ҫил, ҫип, чикӗ, чир). Вырӑсларан йышӑннӑ сӑмахсенче 
ч хыҫҫӑн 
и ҫыраҫҫӗ: 
числителъ, учитель, чикан.
8§. 
Ӑ е 
ӗ сасӑ тухса ӳкме е кӗрсе ларма пултаракан сӑмахсене икӗ тӗрлӗ те ҫырма юрать (
ӑ, ӗ сас паллисемпе е вӗсемсӗр): 
алӑ е 
ал, 
сасӑ е 
сас, 
вунӑ е 
вун, 
халӗ е 
халь, 
пулӑҫӑ е 
пулӑҫ, 
ҫӗвӗҫӗ е 
ҫӗвӗҫ; 
вӗлтӗрен е 
вӗлтрен, 
нихӑҫан е 
нихҫан, 
пурӑнӑҫ е 
пурнӑҫ, 
пурӑнатӑп е 
пурнатӑп.
9§. 
У, ӑ, ы сасӑсем вырӑнти калаҫусенче пӗр-пӗринпе ылмашӑнаҫҫӗ. Унашкал сӑмахсене епле ҫырассине орфографи словарӗ татса парать: 
ҫумӑр (
ҫӑмӑр мар), 
йывӑр (
йӑвӑр мар), 
ҫывӑр (
ҫӑвӑр мар), 
хывӑх (
хӑвӑх мар).
10§. Вырӑсларан ҫыру урлӑ йышӑннӑ хупӑ сасӑпа вӗҫленекен сӑмахсен юлашки уҫӑ сассине пур формӑра та вырӑсли пек палӑртмалла: 
трактор — тракторӑн, директор — директорӑн.