Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чечек (М. Удалов, XXXXII пай)Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Ман ен илемлӗн чечекленчӗ,
Вылярӗ пӗлӗт ҫич тӗспе,
Вара вӑраххӑн хӗлхемленчӗ.
Чӳхенчӗ сывлӑш тар пӑс пек.
Унтан пит кӑмӑллӑн хӑпарчӗ
Вӑрман тӑрне сап-сар хӗвел;
Хӑй ӑшшине ҫӗре вӑл сарчӗ —
Вылярӗ Атӑл, сӑрт, пӗве.
Тӗнче кулать, тӑрать яр уҫӑ,
Лӑп ҫил вӑратрӗ калчана...
Якур мучи, каплех чӳк пуҫӗ,
Ҫӗклерӗ пӗчӗк ачана:
«Янк пӗлӗт, Тура, пӳлӗхсем,
Паян ыр кӑмӑллӑ пулсамӑр,
Чӑн тараватшӑн уҫӑлсамӑр,
Тар сывлӑмпа пӗрӗхтерсе
Ҫӗре халь чӗрӗлӗх антарӑр,
Ял-йыш чун-чӗрине кантарӑр,
Вӑл ан ҫӗтертӗр ӗмӗтне,
Упратӑр пурнӑҫ никӗсне.
Ҫут хӗвел тухӑҫ, янкӑр пӗлӗт,
Ҫак ачана эс халалла.
Вӑл пирӗн сапӑр, ҫутӑ ӗмӗт,
Ята вӑл тӑстӑр малалла».
Тулли верси :: Статья каҫми