Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑнлӑх тӗнчи пулмалла

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Кӑкшӑм шывӗ — тӑрӑ шыв,
Шӑнкӑр-шӑнкӑр вӑл юхать.
Чӑваш чунӗ — таса чун,
Ним айӑпсӑртан ҫунать.

Кӑкшӑм хӗрне эп антӑм,
Тӑрӑ шыв ӑсса ӗҫме.
Шупашкар таран ҫурерӗм
Тӑвансене пулӑшма.

Шӑнкӑр шывра пулӑ ҫук,
Атма лартни усӑсӑр.
Вайпутсенче чӑнлӑх ҫук,
Пуҫа тайни усӑсӑр.

Алла ҫут хӗҫ тытмалла,
Вӑрҫӑ хирне тухмалла,
Тӑшман пуҫне касмалла,
Чӑнлӑх тӗнчи тумалла.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Охатер сӑвви-юрри



Тулли верси :: Статья каҫми