Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗрпӳел

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ҫӗрпӳел (выр. Сюрбеево) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ округӗнчи ял. Чурачӑк ял тӑрӑхне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗрпӳ хулинчен кӑнтӑралла — 11 километр яхӑн. А-151 автомагистраль ҫумӗнче вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Яла чи малтан 1719 ҫулта асӑннӑ, ҫав вӑхӑтра унта 8 килте 21 арҫын пурӑннӑ. XIX ӗмӗрте вӑл Пӗрремӗш Чурачӑк ялӗн (халӗ Ҫӗнӗ Чурачӑк) касӗ пулнӑ. 1747 ҫулта ялта — 33 арҫын, 1795 ҫулта — 15 кил тата 80 ҫын, 1858 ҫулта — 133 ҫын, 1897 ҫулта — 223 ҫын, 1926 ҫулта — 56 кил тата 293 ҫын, 1939 ҫулта — 357 ҫын, 1979 ҫулта 284 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулта — 75 кил, 2010 ҫулта 62 кил-ҫурт шутланнӑ.

Коллективизаци вӑхӑтӗнче «Пучах» колхоз йӗркеленнӗ. 2010 ҫулта ялта «Броневик» ОАО тата «Луч» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫленӗ.

Халӑхӗ

2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, ялта 182 ҫын пурӑннӑ (98% — чӑвашсем). 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, ялта 178 ҫын пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Ҫӗрпӳел

Тулли верси :: Статья каҫми