Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗршыв чечекленет (Волгин В.)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Янра, хаваслӑ юррӑмӑр
Хӗрӳллӗ ӗҫсенче.
Татах ҫӗн юрӑ пуҫлӑпӑр
Тӑван ҫӗршыв ҫинчен.

Нимле ҫӗршыв, нихҫан курман
Пур чаплӑ ӗҫсене
Тӑван ҫӗршыв пуҫарчӗ ман,
Ҫӗршыв чечекленет.

Атӑлпа Дон каналӗнче
Юхать шыв кӗрлесе,
Тинӗсӗсем пӗр-пӗринчен
Вӑй илчӗҫ, пӗрлешсе.

Пин-пин канал тӑрӑх шывсем
Сарӑлайса юхсан,
Кӑнтӑр енчи ҫеҫенхирсем
Ешерчӗҫӗ пуян.

Мухтавлӑ партие пула
Чечекленет ҫӗршыв.
Илемленет ялпа хула,
Чӗреҫӗм, юрӑ хыв.

Чун савӑнать, вӑй-хал ӳсет
Ҫак аслӑ ӗҫсенче.
Ырми-канми ӗҫлес килет
Телейлӗ кунсенче.

1952

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми