Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Октябрьски

Ачасем лартнӑ хырсем нумай ҫул кашласа ларӗҫ
Ачасем лартнӑ хырсем нумай ҫул кашласа ларӗҫ

2005 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ кӑларнӑ 30№ «Йывӑҫ лартса упра» Йывӑҫ кунне ирттересси ҫинчен» Хушӑвне пурнӑҫлас тӗлӗшпе, тата экологиллӗ воспитанин шайне ӳстерес енӗпе, тавралӑха хӑт кӗртсе симӗслетес тӗлӗшпе Октябрьски ял тӑрӑхӗнче Йывӑҫ кунне ирттерчӗҫ.

Уйрӑмах Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Октябрьски вӑтам шкулӗнче веренекен ачасем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ — ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Акшик ялӗ ҫумӗнчи ҫул хӗррипе кӑҫал вӗсем 900 ытла хыр лартрӗҫ. Пурӗ 8 пин лартма планланӑран хӑйсен ӗҫне пӑрахмӗҫ — палӑртнӑ ӗҫӗ туса пӗтерме шантараҫҫӗ.

 

Вӑйӑ-конкурс Дипломӗпе медалӗ
Вӑйӑ-конкурс Дипломӗпе медалӗ

Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасен «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн иккӗмӗш куҫӑм тапхӑрӗ акан 21-мӗшӗнче муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Унта пӗрремӗш куҫӑмсӑр тапхӑрта ҫӗнтернӗ 68 вӗренекен хутшӑнмаллаччӗ. Шел пулин те, вӗсенчен 21 вӗренекен ҫеҫ иккӗмӗш тура килме май тупнӑ. Вӗрентекенсемпе вӗренӳ органӗсен яваплӑ ҫыннисем тӑрӑшнӑ пулсан майне тупма пулатчӗ пуль-ха... Ҫапах та Районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» инҫет вӑйӑ конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Финала 4 район ачисем (Красноармейски, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Комсомольски) хутшӑнма пултарчӗҫ. Вӗрентекенсене тавах уншӑн. Тӑкаклӑ инҫе ҫула илсе тухса ачасен пӗлӗвне тӗрӗслес тата аталантарас текен вӗрентекенсем вӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче 10 класра вӗренекен Маркова Анна (вӗрентекенӗ — Кузьмина Юлия Егоровна).

Малалла...

 

Ыран, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Сӗнтӑрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялне никӗсленӗренпе 150 ҫул ҫитнине палӑртӗҫ. Маларах ку ял Ҫӗн Тукай, тата Ӗсмел ятсемпе те паллӑ пулнӑ. 1939 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӑна рйон центрӗ туса хунӑ, ҫӗнӗ ят панӑ.

Уява Чӑваш Енри хӑнасем ҫеҫ мар, ун тулашӗнчен те пухӑнӗҫ — ялтан чаплӑ ҫын чылай тухнӑ! Чӑваш сӑвӑҫи Канаш Альберт Георгиевич та ҫав ялтанах.

Уява савӑнӑҫлӑ ирттерме Сӗнтӗрвӑрринчен «Шуҫӑм» ВИА, «Вы+Мы» ҫамрӑксен студийӗ, ПКУ, тата «Мариинский» халӑх театрӗ килӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫапла, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑнсен галерейи самай паянланчӗ! Тин кӑна пулнӑ чунҫӳревренех 2 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк килчӗ. Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Мирон Толи унта 1951 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче сӑн галерейи Шупашкар районӗнчи ял сӑнӗсемпе тулчӗ: Карачура, Йӑршу, Атайкасси, Янту, Явӑш, Качакасси, Яранкасси, Кивпулӑх.

Ҫак сайтӑн тӗп тивӗҫӗ — чӑваш культурипе паллаштарасси. Культура шутне ял сӑнӗсем те кӗреҫҫӗ. Сӑнаса пӑхӑр-ха тӗрлӗ тӑрӑхри ялсене. Пӗрисем пуян, теприсем — чухӑн. Ҫавна кӑатртма йӗркеленӗ те ӗнтӗ ҫак галерейӑна. КУнта ытларах пайӗпе ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тури ялӗсене кӑтартнӑ: Шупашкар районӗ (68 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (23 ял), Муркаш районӗ (17 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (16 ял). Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳпе Сӗнтервӑрри ялӗсемпе пуянланмалла — кӑҫал ирттернӗ Октябрьски-Ҫӗрпӳ ҫулҫӳревре тунӑ сӑнсем кӗрӗҫ.

Малалла...

 

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Альберт Канаш ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ку куна халалласа Чӑваш наци музейӗнче «Павка сӑнарне умран нихҫан ямарӑм!» ятлӑ куҫса ҫӳрекен фотокурав уҫӑлчӗ.

Куравра эсир Альберт Канашӑн ӳкерчӗкӗсене, тӗрлӗ хутсене курма пултаратӑр. Кунтах унӑн кӗнекисем, тӗрлӗ япалисем вырнаҫнӑ. Куравра пӗрремӗш хут А. Канаш савнӑ хӗрӗн сӑнӳкерчӗкне курма пулать — С.А. Александрова сӑнӗ сӑвӑҫа самай сӑвӑ ҫырма хистенӗ.

 

Альберт Георгиевич Канаш (чӑн хушамачӗ Кожанов) 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьскинче ҫуралнӑ. 1968 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. 1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. Йывӑр чире пула вырӑн ҫинчен тӑма пултарайман, ҫапах та парӑнман — сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырнӑ.

1960 ҫулта унӑн «Сӑвӑсем» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Каярах тата тепӗр икӗ сӑвӑсен пуххи тухнӑ: «Иккӗмӗш утӑм» (1965), «Шӑпчӑксем, сире итлесе» (1978). Савӑҫӑн вырӑсла тухнӑ кӗнеке те пур — 1972 ҫулта «На наковальне сердца» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ.

Малалла...

 

Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче уяв иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ял 147 ҫул тултарнӑ.

Ку ял хӑй кун-ҫулӗнче Пушкина та Бичурина та астӑвать. Ял нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ӳстерсе кӑларнӑ. Вӗсем шутне Канаш Альберт Георгиевич сӑвӑҫ та кӗрет.

 

Уявра Сӗнтӗрвӑрри пуҫлӑхӗ А.А.Шумов сӑмах тухса каларӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи чӑваш хорӗ юрларӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 23

1917
107
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ