Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир Болгарский: Конгресс хыҫҫӑн: Раҫҫей президенчӗ В.В. Путин патне ярас ҫырӑва пурнӑҫласси

Владимир Болгарский30.10.2017 21:482599 хут пӑхнӑ

Чӑн малтанах ЧНК съездӗнче пулнӑ пӗтӗм делегатсене манӑн тав тӑвас килет. Эпӗ маларах ку сайтра сӗннӗ шухӑша, Путин патне ҫыру ярас шухӑшпа килӗшнӗшӗн. Станъял пиччепе Кибеч пиччене те тав. Вӗсем ара хӑйсен хастарлӑхӗпе ҫамрӑксенчен те ирттереҫҫӗ. Пире хавхалантараҫҫӗ. Тата уйрӑмах 29 делегатсене тав манран. Вӗсем мана ЧНКан Мӑн Канашне кӗртес тесе хӑйсен мандачӗсене ҫӗклерӗҫ. ЧНК съезчӗсенче ялан пулакансем кайран каларӗҫ мана, кун пекки ытти съездсенче пулман терӗҫ, тепӗр ҫын кӗтӗр тесе 29 делегат алӑ ҫӗклени. Анчах та Мӑн Канаш йышне пысӑклатас мар тенипе Мӑн Канаш йышне халлӗхе лекеймерӗм. Мӗншӗн манӑн Мӑн Канаш пайташӗсен йышне лекмелле? Ара хамӑн шухӑшсене малалла пурнӑҫлас килет манӑн.

Калӑпӑр ҫыру Путин патне ярас тесе йышӑннине пула. Малалла мӗнле-ха? Пурнӑҫланать-и? Ивантаев пухура кӑна хастар. Йышӑннӑ!-тесе пурне те пӗлтерчӗ пулин те ун пек ҫырусене вӑл нихҫан та ҫырман, ҫырма та пӗлмест пуль. Ку чӑннине калани кӑна. Шӑп та вӑл, Петр Васильевич Мӑн Канашӑн тепӗр пухӑвӗнче ку ыйтӑва чарса лартма пултарать. Ун пек ӗҫсене вӑл питӗ лайӑх тума пӗлет, саккуна пӑсман пулсан та каялла шухӑшласа кайса сехре хӑптарма.

Тата ҫырӑвне ҫырма пӗлмелле. Тӳрех калатӑп, ун пек ҫырусене истори ракурсӗ витӗр ҫырмалла. Проблемине историпе ҫыхӑнтарма пӗлмелле, хамӑр истори тӑрӑх шухӑшламалла. Каллех ку Мӑн Канашра ун пек ҫынсем, хӑюллӑх пухса официаллӑ ҫыру ҫырас текенсем, ҫукпа пӗрех. Е темҫе сын кӑна вӗсем унта. Анчах та чӑннипех чӑваш халӑхӗшӗн шухӑшласа ҫыру ярас текенсем унта сахаллӑн, ҫавӑнпа та вӗсене чӑвашлӑх ыйтӑвӗсене хускатма питӗ йывӑр пулать.

Ҫырура хамӑр историе ракурс тумасан, ҫыру витӗмлӗ пулмасть. Халӗ видеофайлсем те интернетра уҫса пӑхма пултаратӑр. Инаугураци сӑмахӗ-и, парламента «послани» туни-и, урӑх ҫӗрте кирлӗ сӑмах калани-и, хуть Америкӑра, хуть Раҫҫейра Трамп та Путин та истори ракурсӗ витӗр самах калать. Е вӗсем патне е ытти президентсем патне «обращени» ҫырнӑ чух историе ракурс туса калаҫҫӗ, ҫыраҫҫӗ. Вара тин ҫыру витӗмлӗрех пулать, шухӑша ярать. Ку япала, витӗмлӗ ҫыру ҫырас йӗркевӗ. Анчах та ҫырӑва истори ракурсӗпе ҫырас тенине культура министрӗ К.Яковлев та чарса хума пултарать. Унӑн та каялла шухӑшлассисем пур. Ҫук эпӗ чӑннипе те ним те япӑх критиклес теместӗп. Тем тесен те Константин Яковлев унччен культура министрӗ пулнӑ ҫынсенчен лайӑхрах ӗҫлет. Ҫамрӑксен театрне хӑтлӑ ҫурт тинех пани те мӗне тӑрать. Уншӑнах ӑна чысласа палӑк лартмалла тейӗн. Анчах та К.Яковлев хӑй маларах Тутарстанри чӑвашсен автономине ертсе пынипе, чӑваш халӑхӗн историйӗ пирки пӗр сасӑ та парасшӑн мар, хускатасшӑн та мар. Каллех ним ҫук ҫӗрте каялла шутласа шикленнипе. Ара пӑлхар-чӑваш историйӗпе сасӑ хускатсан: «ӑнсӑртран Тутарстанра ҫилленме те пултараҫҫӗ вӗт».

2012-ш ҫулта ЧНК 20 ҫул тултарнине палӑртса съезд ирттернӗ вӑхӑтра мана унчченхи ЧНК элтеперӗ Архипов-ку проблемӑна хускатмалла - тесе сӑмах панӑччӗ. Каларӑм, кӑштах, майӗпенрех кӑна хускатрӑм. Витӗмлӗрех те пулчӗ, ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче каллех эп ҫырса хатӗрленӗ «обращение»(«Чӑваш-Атӑлҫи Пӑлхар Республики»-илемлӗ янракан ятне каялла тавӑрас тени) салатса патӑм. Кайран ман пата П.В.Ивантаев пычӗ те: - ну сирӗн нимӗн те пулмаҫ, Шаймиев мӗн калать, Шаймиев мӗн калать – теме тытӑнчӗ. Куратӑр-и? Ӗҫне тӑвиччен маларах шикленесси Петр Васильевичӑн чунӗнче ларать. Тата ҫапла шикленмелли меслетне вӑл ҫамрӑксенче ҫирӗплетесшӗн.

Ҫук, йӑлтах пулать-терӗм эпӗ Петр Васильевич Ивантаева. «Шаймиев та ним те каламаҫ, калама та пултараймаҫ, тутарсем малтан хӑйсен историйӗпе пӗрлӗх тупчӗр, вӗсем пире, урӑх халӑха вӗрентме пултараймаҫҫӗ» - терӗм. Ара питӗ лайӑх пӗлетӗп, Шаймиев тӑнлӑ ҫын пулнине. Шаймиев Ивантаевпа танлаштарсан, Ницше каланӑ сӑмахсене питӗ лайӑх пӗлет. Ницше ҫапла ҫырнӑ:- «Ни один народ не выживет, если будет смотреть на свою историю глазами соседа».

Ҫавӑнпа та Шаймиев та, Тутарстанри ытти сумлӑрах ҫынсем те пире хамӑр историпе мухтаннишӗн пӗр сиенлӗ сӑмах та каламаҫҫӗ. Константин Яковлев культура министрӗн те каялла шутласа, Тутарстанри тӳре-шарасене кӳрентеретпӗр пуль тесе, пирӗн историне путарса пымалла мар.

Кӑҫал ҫуркунне пулнӑ ҫавра сӗтелте, Кибеч пичче тӑрса каларӗ,- пирӗн кӗҫех Атӑлҫи Пӑлхар юбилейне уявламалла - терӗ. Яковлев министр вара Кибеч пиччен асамлӑ сӑмахӗсемпе килӗшмен пек турӗ, тепӗр ҫын хамӑр пӑлхар-чӑваш историйӗ урлӑ ӗҫсем тумалла тесен: - хватит- тесе хучӗ те, сӑмаха урӑх тема ҫине куҫарса ячӗ. Вӑт мӗнле сиен кӳрет вӑл пире, пӗтӗм халӑха, малалла лайӑх пуласси ҫинчен шутлас вырӑнне, каялла шутлама тытӑнни. Тепӗр хут пирӗн пурин те ҫакна астумалла, саккуна пӑсмастпӑр пулсан – каялла, япӑххи пулма пултарать пуль- тесе шутласа, шикленме пӑрахмалла. Унсӑрӑн нимле ӗҫ те пулмаҫ пирӗн.

 

Комментари:

Agabazar // 8041.9.4774
2017-10-30 23:31
Agabazar
Владимир Болгарский Дмитрий Медведев патне çыру çырса курнă. Эппин, Владимир Путин патне те çырма пултармалла.
Чӑн чӑваш // 1687.68.2792
2017-10-30 23:49
Мӑн Канашра ҫырма пӗлекенсем ҫук тесе шутлатӑр пулсан- пулӑшӑр. Конгресс никама та сирсе яман.
Agabazar // 8041.9.4774
2017-10-31 00:52
Agabazar
Кама пулăшмалла?


Чӑн чӑваш // 1687.68.2792
2017-10-30 23:49
Мӑн Канашра ҫырма пӗлекенсем ҫук тесе шутлатӑр пулсан- пулӑшӑр. Конгресс никама та сирсе яман.
==========================================
Мĕн япала вăл "сирсе яман" тени?
Эппин, сирсе яма та пултарать?
Кама сирсе яма пултарать? Мĕншĕн?
Чӑн чӑваш // 1687.68.2792
2017-10-31 06:54
Пурин шухӑшне те хисеплет тени.
Базиль Кириллов // 3700.50.5757
2017-10-31 10:10
"Сирсе ярас" тесе калаканни Леонтьев пулас, вӑл чапрас чӗлхепе хӑй те ҫырать, "ачисене" те патак паракласа ҫапла ҫырма хӑнӑхтарнӑччӗ.
Каспиль // 3000.76.3861
2017-10-31 18:51
Базиль, ачамккă, "патак параклас" тени мĕне пĕлтерет? Ачамккă мар, чапраскă эс. Санран тата мĕн кĕтес?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org