Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аскольд Де Герсо: Пурҫӑн ҫул ралли

Аскольд Де Герсо05.08.2018 07:55958 хут пӑхнӑ

Акӑ ҫенӗ тапхӑр пуҫланать ралли текен пулӑмра. "Пурҫӑн ҫул" ятлӑскер, унта ҫичӗ "КамАЗ" таранччен хутшӑнать. Тӗрӗспе "КамАЗ"-ши вӗсем? Чылай пайӗсем урӑх фирмӑсен, кабинӑсӑр пуҫне. Тата унсӑр пуҫне тиевлӗ пысӑк машинасем хӑш фирмӑн хутшӑнни пур? "Скания", "Вольво" скандинавинчи фирмӑсем ку раллисене хутшӑнма пӑрахрӗҫ: тухӑҫӗ-мӗнӗ ҫук, апрла-тӑк мӗншӗн пустуя укҫа-тенкӗ тӑкакланмалла? Ҫул ҫинче сӑнаса пӑхсан та тӳрех паллӑ дальнобойщиксем пурте скандинави машини. Ара, хӑтлӑ, шанчӑклӑ машина, анӑҫра хуҫасем укҫа-тенке шутлама пӗлеҫҫӗ, "Сколково" 14 миллиард убыток. "Иннополис" убытокӗ ҫинчен сас-хура ҫук, анчах та тухӑҫлӑ ӗҫленине пӗлтерет-и ҫакӑ? Медведева хоккей вылямалли нанотехнологипе тунӑ клюшка парнеленине астӑватӑп. Хотя пирӗн хоккеистсем 1972 ҫулта йывӑҫран тунӑ клюшкӑсемпех канада хоккеистчӗсене ҫӗнтерчӗҫ. Клюшкара мар пулӗ ҫав ӗҫӗ, выляма пултарнинче. Ралли ытларах укҫа тӑкакламалли меслет.

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

 

Комментари:

2018-08-12 12:00
Чăваш халăх сайчĕ çинче ытла чылай пулмасан та, пĕр уйрăмлăха уççăнах асăрхатăп, кунта ларакансене чăваш чĕлхисĕр пуçне нимĕн те кăсăклантармасть пулас. Ку çулпа кайсан, сайт путланасси курăнсах палăрса тăрать. Пурнăç вĕт пĕр чĕлхерен çеç тăмасть, е сирĕн шутпа пĕр чăваш чĕлхи çинче тĕнче хĕсĕр юлнă тетĕр-и? Енчен те ытти ыйтусене сÿтсе явмасан, çамрăксене хутăштармасан, ...
Чылай пурнăçа килекен статьясене никам та вулакан та çук, тишкĕрекен те, калăн çавăн йышши пулмалла тесе. Анчах та апла пулмалла мар. Ăнланатăп, пур ытти сайтсем, анчах та вĕсем вырăсла, енчен те çыннăн чăвашла тĕпчес килсен вара?
2018-09-06 06:24
"Пурçăн çул" раллине хутшăнма укçа-тенкĕ пур, ытти çĕре, чылай тивĕçлĕрех ыйтусене татса памашкăн вара патшалăх тара кĕрсе (шапашниксенчен) пухма шутлать. Тутарстанра ытла вăрах шутласа тăрас мар тенĕ: кашни шапашник вĕсен шучĕпе уйăхсерен вăтăр пин тенкĕ илет. Пăхăттăмччĕ эпĕ çав саккуна йышăнакана, хăй шапашка тăрăх кайса уйăх пуçне вăтăр пин тенкĕ илнине. Тепĕр енчен: шапашник илет укçана ĕçленĕшĕн, çитменне пĕр хутчен налук тÿленĕ шалуран. Ку вĕр пĕр упаран икĕ тир сÿнипе пĕр тан килсе тухать. Мĕнле çав тер асамлă упасем пур пирĕн таврара. Енчен те патшалăх шапашниксене сĕнет пĕр-пĕр объект, укçине тивĕçлĕн тÿлет, манăн пĕр сăмах та çук, налук тÿлемеллех. Чăвашсем, эсир мĕле шутлатăр? Енчен чĕлхе ыйтăвĕ айĕнче мăкланмарăр пулсан?
2018-11-10 11:52
Сегодня народ наш настолько сжился с оголтелой ложью, что льётся со всех телеканалов, со страниц газет, что любую достоверную информацию воспринимает насторожённо или иной раз даже враждебно. В этом и заключается главный недостаток средств массовой информации, что они могут и ложь сделать идейным направлением и вести за собой, заглушая правду сообщениями о новом фаворите Шаляпина или выдавая мужиков замуж за Бузову. Главное ФЕЙК, лишь бы народ хавал. Хотя слово "хавать" я предпочитаю не употреблять, потому как это тюремное определение: пайку хавают. Но не в этом ли заключается основное зло нашей жизни: что в наше общество перенесли ценности уголовного мира и преподносят, как единственно верное?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org