Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Тӗкӗр-сӑмахсем

Аçтахар Плотников11.10.2018 22:12486 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Чӑваш чӗлхи пуян ҫеҫ мар, кашни ӑнланӑва пур енчен те, ҫав хушӑрах кӗскен, пӗр сӑмахпа ҫутатса пама тӑрӑшать. Чӗлхене лайӑх пӗлменнисем, ҫынна сӑнласа парас тенӗ чухне нумай сӑмах калаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, лутра, мӑнтӑр ӳтлӗ, начка сӑн-питлӗ тенӗ пулӗччӗҫ вӗсем Сервантес романӗнчи Санчо-Панчо пирки. Тӗрӗссипе вара чӑваш чӗлхинче ҫакӑн пек ҫынна сӑнласа паракан пӗр сӑмах пур — пӑрккамас.

Ҫакан йышши сӑмах пирӗн чӗлхере нумай. Вӗсенчен хӑшне те пулин илтетӗн те куҫ умне тӗкӗрпе кӑтартнӑ пек ҫын сӑнӗ-кӳлепи тухса тӑрать. Эпнесир — пысӑк хырӑмлӑ, такана хырӑмлӑ ҫын, ҫӳллӗшне шута хуни ҫук кунта. Лаканай — лутра та пысӑк хырӑмлӑ ҫын. Канчама — хӑйне килӗшӳсӗр тыткалакан, кӑлантай — шӑчӑ пек вӑрӑм пӳ-силлӗ, мӑран, хусканусӑр ҫын; кӳсмек — пысӑк кӳлепеллӗ арҫын, кӗнчелер — ырханкка хӗр. Пӗчӗк пӳ-силлӗ, ҫапах та нумай ҫиекен ҫынна чӑвашсем кӗмшӗк тенӗ иккен. Ытла алхасакан — сараккай; ултавҫӑ, пули-пулми пакӑлтие (вырӑсла — шарлатан) ҫатта тенӗ. Ҫакӑн пек пӗр сӑмахпа этем мӗнлине сӑнласа пани вӑл чӗлхе пуян та ҫивчӗ иккенне пӗлтерет. Тӗкӗр-сӑмахсем пирӗн чӗлхере пайтах...

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org