Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юрий Яковлев: Чунне уҫса калаҫрӗ Анат Явӑш сар каччи

Юрий Яковлев10.02.2020 12:095062 хут пӑхнӑ

(Г.Н. Архипова асӑнса)\

 

Хурамаран пӗкӗ эп автартӑм

Хура лаша валли, ай, пӗветсе.

Уй хапхинчен тухса юр юрларӑм

Аякри тӑванӑм илттӗр тесе.

Чӑрӑш тӑрри ҫине пӑхса ил,

Аякри тӑванна, ай, аса ил.

Ман апи (анне) ҫак юрӑпа ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Юлашки вӑхӑтра мана Г.Н. Архипов час-часах аса килчӗ. Кӑрлач ҫил-тӑманӗсем хускатрӗҫ пулмалла чунри тата ӑс-тӑнри астӑвӑм хӗлӗхӗсене. Чунӗ ун хӑҫан тухнӑччӗ-ха тесе интернета пӑхрӑм. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иккен.

«Ҫынпа ҫын хутшӑнса пӗр-пӗрне шанса калаҫнинчен пахи урӑх ҫук» (Хыпар, 2002, ҫертме, 6, 2 с.). «Чӗлхе ыйтавӗ яланах пӗрремӗш вырӑнта пулӗ» ятпа пичетленнӗ интервьюри ҫак сӑмахсем палӑртаҫҫӗ пек Геннадий Николаевич уҫӑ кӑмӑллӑхне, культурине… «Бонопартист» тесе тиркетчӗҫ ӑна хӑшӗ-пӗри. (Ман архивра Ф.И. Мадуров калани упранать: «Геннадий Архипов хӑйне титулированнӑй король пек тытать».). Г.Н. Архипов хӑйне патша пек тытнин вӑрттӑнне «тӳрӗ тӑракан пуш пучахпа» ӑнлантарма ҫук. Тупсӑмне кунта юн сассинче, генсенче тата ытти пиртен аслӑрах хӑватсенче шырамалла пек. Хамӑн видеоархива пӑхсан Геннадий Николаевич сарӑ каччӑ пулнинчен тӗлӗнтӗм. Унпа хутшӑннӑ чух эп ун сӑн-пичӗ ҫине питех сӑнаса пӑхман. Наци юхӑмне тапратса ямалли вӑрттӑн хатӗрсем пирки калаҫнӑ эпир. Ытларах эп калаҫнӑ. Ҫула май пулсан ятнех кӗреттӗм ун патне конгреса. Манпа хутшӑннӑ ҫынсем пӗлеҫҫӗ: ман «лекцисем» сехечӗ-сехечӗпе пыма пултараҫҫӗ. Иртнине каялла ҫавӑрса пӑхатӑп та тӗленетӗп: чӑтӑм ҫитерсе итленӗ вӗт-ха мана Геннадий Николаевич. «Кай, ывӑнтартӑн!..» тесе пӗрре те каламан… Калаҫусен усси те пулнах. «Хыпарта» ун пирки статья пичетлерӗм (Наци прорабӗ // Хыпар, 2001, чӳк, 30), телевиденинче эп ертсе пынӑ «Чӗрӗлех ташши ташлар-и?!.» кӑларамӑн хӑни пулчӗ Геннадий Николаевич, Владимир Карсаков режиссерпа конгреспа ун президенчӗ пирки кино ӳкертӗмӗр…

Конгресс президентӗнчен кайсан ӗнтӗ, 2014 ҫулхи кӗркунне, ӑнсӑртран тӗл пулсан, «Мускав» суту-илу ҫурчӗ умӗнчи тенкел ҫинче виҫ сехет ытла калаҫса лартӑмӑр. Vita nova (Ҫӗне пурнӑҫ) пуҫланнипе саламларӑм ӑна. Ку хутӗнче итлекенни эп пултӑм: чунне уҫса калаҫрӗ Анат Явӑш сар каччи. Ун чухне ун сӑнӗ ҫуталнӑччӗ, ҫамрӑкланнӑчче… «Эрех ӗҫместӗп, сывлӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнатӑп», – терӗ вӑл. Эп уншӑн савӑнтӑм. Ӑшшӑн калаҫса ӑшшӑн уйрӑлтӑмӑр унпа. Ҫав калаҫун ӑшши ҫулсем иртнӗ ҫемӗн чакмасть: ҫуталалать, тӑрӑлать… Темле метафизикӑлла вӑрттӑнпа тулать…

Чӑрӑш тӑрри ҫине пӑхса ил,

Аякри тӑванна, ай, аса ил.

Наци прорабӗ

(ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов тата халӑхӑмӑр умӗнче тӑракан ыйтусем «Чӑваш халӑх ҫурчӗ» ҫутинче)

(Наци прорабӗ // Хыпар, 2001, чӳк, 30.)

Прорабсем кирлӗ,

Чӗм (дух) прорабӗсем.

Андрей Вознесенский.

«Манӑн тӑван халӑхӑмара ҫапла чӗнсе калас килет», – тенӗччӗ Г. Архипов «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюре (1998, ҫӗртме, 9), – чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансене тӗксе ан ярӑр. Пирен пӗчӗк тӑван ҫӗршыв тӗнчере пӗрре кӑна. Ҫавӑнпа кашни чӑваш пӗрле, хамӑр ҫӗр ҫинче хуҫа пулмалла».

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ урлӑ XXI ӗмӗрти чӑваш идейи сас парать. Ун тӗп шухӑшӗ «тымар» ӑнлавпа ҫыхӑннӑ. Чӑвашлӑхӑн, пурӑнас тесен, тымарланмалла, кил-ҫурт ҫавӑрмалла… Урӑхла май ҫук. «Тӗнче пур ҫӗрте те пӗр», «вырӑс, тутар, чӑваш – пурте ҫын», «маншӑн пурпӗрех, ик айкки те тӑвайкки» тесе текех юрлаймӑн. «Тӗнче мана чӑваш пулма хушать», - тенӗччӗ Анатолий Тимофеев-Ыхра, тӗнче ӑҫталла ҫаврӑнассине туйса. Ҫыравҫӑ та, ЧНК президенче те хайсем сисмесӗрех «тӗнче шайӗнче» шухӑшлаҫҫӗ. Калӑпар, Мартин Хайдеггер (1889 – 1976) ҫулӗпе утакансем, тен, вӗсене юлташ тунӑ пулӗччӗҫ.

«Экономика вӑйлӑ пулмалла теҫҫӗ. Паллах, хирӗҫлеместӗп. Анчах чӗлхесӗр халӑх кама кирлӗ? Чӗлхене сыхласа хӑварасси Президентӑн, парламентпа Президентӑн тӗп тивӗҫӗ пулмалла. Ун чухне вӗсем халӑхшӑн ӗҫлеҫҫӗ теме пулать».

«Чӗлхе – пурнӑҫ (пур-ӑнӑҫ е пур-ӑн-ӗҫ) ҫурчӗ тата этем пурӑнмалли вырӑн», – тет Мартин Хайдеггер «Гуманизм пирки ҫырнӑ ҫырура» (1947). Нимӗҫ философӗ ҫак кил-ҫурта сыхламалли пирки калать. Ҫакӑнта кӑна, ун шучӗпе, чӑнлӑх упранать тата уҫӑлать.

«Эпӗ ӑна вирьял пулнӑшан хисеплеместӗп, – тенӗччӗ В. Станьял (2001 ҫулхи кӑрлачан 5-мӗшенче калаҫнинчен). – Ку вӑхӑтра Архипов пире суту-илӳ, укҫа тумашкӑн кирлӗ. Ҫуртне юсамалла, телефонсем илмелле. Пире халь идеолог кирлӗ мар – практик кирлӗ».

«Чӑваш халӑх ҫурчӗ» – ахаль ҫурт ҫеҫ мар. Вӑл ҫул маякӗ пулассӑн туйӑнать. «Ирӗклӗ кайӑк пек пулса, пур ҫӗре те ҫитес килет», – тесе туртӑннӑ чӑваш чӗри ӗмӗр хушши. «Чӑваш ҫӗршывӗ – кайӑк йӑви пек, – ҫырнӑ Юрий Скворцов кун кӗнекине (Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗ, 5 уйр., 905 упр. Ед., 353 инв. №. Вера Никифорова тупса палӑртнӑ.). – Унта ҫуралнӑ чӗпӗсем пурте тӗнчене вӗҫсе кайнӑ – хӑйсен йӑвине маннӑ, ҫунат хуҫӑлнисем ҫеҫ йӑвисене пӗлеҫҫӗ, вӗсем те вӗҫсе каясшӑн… Йӑви ҫывӑхӗнчен вӗҫсе кайма ҫунаттисене тӳрлетесшӗн ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ. Юратмаҫҫӗ хӑйсен йӑвине, хӑйсен халӑхне, йӑлисене, юррисене».

«Йилер китӗ» – «ҫилсем кайрӗҫ» теҫҫӗ мишерсем чавашсем кайнине курсан», – тет Владимир Карсаков. Ҫил хӑвала-хӑвала ывӑнтӑмар пулас. Киле таврӑнма,тымар яма вахӑт. Тӗнчи хай паян ҫакна ыйтать. Килте пурӑнакан чаваш – ак еплерех янрамалла пек ҫӗнӗ ӗмӗрти чӑваш идейи.

Мартин Хайдеггер тӗнче касса, чӑвашлӑхран тарса ҫӳрекенсене сӑпайлӑха та вӗрентмелле пек: ытла та вӗсем тепӗр чух хӑй килӗнче пурӑнакан чаӑваш ҫине ҫӳлтен пӑхса калаҫаҫҫӗ (текста вырӑслах паратӑп, вӗсен – амӑш чӗлхине манӑҫма пуҫланисен – аллине лекессе шанса): «Возвращение к делу мысли не получится, если теперь пойдет в ход болтовня об «истине бытия» и о «бытийной истории». Все зависит единственно от того, чтобы истина бытия нашла себя в слове и чтобы мысль дала ей это слово. Возможно, нашей речи потребуется тогда не захлебывающееся многословие, сколько простое молчание. Только кто из нас, нынешних, дерзнет вообразить, что его мыслительным опытам сродни тропы молчания? Было бы еще очень хорошо, если бы нашим удалось хотя бы указать на истину бытия, да и то как на задачу осмысления. Мысль тогда по крайней мере ушла бы от пустых догадок и домыслов ставшему теперь таким редким рукоделью письма. Дельные вещи, в которых что-то есть, пусть они и не предназначены для вечности, даже в самое запоздалое время приходят все-таки еще своевременно» (Хайдеггер М. Время и бытие. М.: Республика, 1993, 209 с.).

Анатолий Розов ӳкерчӗкӗ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем