Чăтма çук хаяр хĕл тăратчĕ. Уяр чухнехи тĕтреллĕ сивĕ сывлăшĕ çăралса кайнăнах туйăнатчĕ. Çил-тăманĕ ахăрма пуçласан вара… талăкĕ-талăкĕпе тулхăрать, куçа уçма та çук.
Çакăн пек çанталăкра эпир Колпино патĕнче уйăха яхăн фашистсемпе тытăçкаласа тăнă хыççăн, пĕр ирхине, тул çутăласпа, татăклă наступление тухрăмăр.
Вăрçă вăл — вăрçă. Çапăçу пуçлансан çур сехетренех амантăм та, акă ĕнтĕ Ленинградри пĕр госпитале лекрĕм. Пĕрремĕш хут. Кам мана çапăçу хирĕнчен илсе тухнă, сурана кам тирпейленĕ, Ленинграда мĕнле илсе çитернĕ — халь ĕнтĕ калама пултараймастăп, çавна çеç астăватăп: мана, ураран аманнăскере, икĕ санитарка, насилкки-мĕнĕпех, машина çинчен антарчĕç те госпиталь коридорне йăтса кĕчĕç.
Кунта, калăн, пире юриех кĕтсе тăнă: коридор тулли сывалакансем пухăнса тулнă.
— О-хо! Çĕнĕ пополнени килчĕ. Хăш кĕтесрен? — ыйтаççĕ пĕрне-пĕри пӳле-пӳлех.
— Колпинăран.
— Мĕнле унта? Пит вĕри теççĕ, чăнах-и?
— Хĕртетпĕр. Наступление тухрăмăр, — тетĕп, кулам пек тукаласа.
— Кам кама тӳпкет? Пирĕннисем вĕсене е…
— Халех чупса кайса килетĕп те тĕпĕ-йерĕпех каласа парăп.
Пĕрисем ахăлтатса кулса ячĕç, теприсем… Салтак салтаках ĕнтĕ, мĕн тăвас тенĕн.
Унтан мана темĕнле урапа çине илсе хучĕç.
— Эй-эй, каччă, ху авланман та пуль, епле намăс мар: хĕрсене йăттаран, — тесе шӳтлет пĕри, ватăраххи.
— Халĕ вĕсен черет, кайран — манăн, — хирĕçлетĕп çавăнтах.
Çапла мана хайхискерсем операци пӳлĕмне çитиех ахăлтаткаласа ăсатса ячĕç. Кунта çынсем йышлă: врачсем, медсестрасем, санитарсем. Вĕсен шурă халачĕсем маншăн — пачах та хăнăхман япала. Мана операци сĕтелĕ сине илсе хураççĕ.
Пуç вĕçне кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ хĕр пырса тăчĕ. Пĕр аллăсенчен иртнĕ арçын — вăл хирург пулас — ыттисене ĕç парса тăрать, çавăнтах ман сурана тимлесе пăхать. Вĕсем мĕн тунине хама кăтартас мар тесе пулас, ман кăкăр тĕлне çӳлтен шурă каркăç уртса яраççĕ. Халĕ ĕнте эпĕ вĕсем манпа мĕн хăтланнине пачах курмастăп, икĕ çĕртен укол турĕç, çавна çеç туйрăм — ӳт ăшне темле сивĕ шĕвек кĕрсе саланчĕ. Унтан хам ӳте каснине кăштах туятăп. Анчах вăл ман ӳте мар, землянкăра чухне хам çие витĕнекен кĕрĕке каснă евĕрлех туйăнса каять. Çак самантра хайхи медсестра мана тем-тем калаçтарать.
«Эсĕ ăçта çуралнă? Аçу-аннӳ, йăмăку-шăллу пур-и? Килте миçен пурăнаççĕ? Авланнă-и?» — тата ытти çавăн йышши тĕлсĕр ыйтусем парать. Маншăн ку темĕнле ăнланмалла мар та кулăшларах пек, пурпĕрех унăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрашатăп.
Темле сасартăк ура хытă туртса ыратса каять — суран ăшне марлĕ чиксе сăтăрса тасатаççĕ-мĕн. Унтан урана спиртпа çунине те, сурана иод янине те, çĕленине те туятăп. Темле турта-турта ыратсан та хама çирĕппĕн тытма тăрăшатăп, пĕр сасă та кăлармастăп. Ыратнăран е юн чылай кайнăран пулас, манăн çамка çине тар тапса тухать, ăна медсестра çавăнтах шăлса илет: — Кăштах тӳс, тӳс, каччă, — тесе лăплантарать.
Тепĕр темиçе минутран мана палатăпа илсе кайса вырттарчĕç. Айăмра та, çийĕмре те юр пек шурă çивиттисем. Минтерĕ те чăлт шурă, таса. Эпĕ кун пек таса вырăн çинче выртманни çур çул ĕнтĕ.
Унтан та кунтан тĕрлĕ ыйтусем пама пуçларĕç, эпĕ пĕрре пăхсах ăнлантăм — офицерсен палати. Урари суран ыратнăран вĕсене хирĕç пĕр-икĕ сăмахпа çеç хуравларăм:
— Вĕри пулчĕ…
— Куна лайăх тӳснĕскер, часах юсанатăн, — теççĕ вĕсем. — Маттур, çĕне пополнени!..
* * *
Тепĕр кун ирхине, вăраннă кăначчĕ-ха, палатăна медсестра пырса кĕрет. Ăна пурте хапăл тусах кĕтсе илеççĕ: «Рита, Рита килчĕ», «Салам, Рита!» — илтĕнет пур енчен те. Хам та палларăм ку хĕре — ĕнер хам пуç вĕçĕнче тăнă медсестра иккен. Вăл кашнинех градусниксем валеçсе çӳрет, врач кама мĕнле эмел пама палăртнă, çавна тыттарать. Мана та хул айне градусник лартрĕ. Ĕнер эпĕ нимех те асăрхаман. Акă халĕ куратăп: унăн кăвак куçĕсем кăмăллăн пăхаççĕ. Унтан ман ал тымарне тытса тĕрĕслет, чĕре таппине ăшра шутлать. Алли унăн çемçе-çемçе…
— Вăтăр саккăр та çиччĕ, — тет вăл, манăн градусник çине пăхса. — Темех мар, эрне иртсен чакма тытăнать. Унтан вăл мана пĕр çаврака шурă тӳме — стрептонид тыттарать: — Ĕçĕр, пит пулăшать.
Вăл ман патра нумаях та тăмасть пулин те, темшĕн-çке, мана çав тери канлĕн туйăнса каять. Унăн шухăшлă шуранка сăн-пичĕ кăмăллăн çутăлса илни, пĕчĕк те тăп-тăп тути ăшшăн кулни, йĕтĕн çеçки пек сенкер кăвак куçĕсем хĕлхем сапса тинкерни, ачанни пек çепĕç сасси, сарă кăтра çӳç пайăрки — çаксем пурте Ритăн илемне кӳреççĕ.
Кун хыççăн кун иртет, госпитальти пурнăçа эпĕ çăмăлах хăнăхатăп, палатăри юлташсемпе паллашатăп — лайăх çынсем, маттур çынсем. Вăрçă пуçланнăранпа иккĕмĕш хут госпитале лекнисем те пур кунта. Анчах пуринчен ытла мана, темшĕн-çке, Рита, Рита медсестра канăç памасть.
Илемлĕхе, чеченлĕхе ачаранах чунпа туйса илме вĕреннĕскер, Рита пирĕн палатăна кĕмессерен эпĕ ăна сăнаса, киленсе пăхатăп. Унан кашни сăмахĕ, кашни хусканăвĕ, кашни утăмĕ ĕçĕн тĕллевĕпе, пĕлтерĕшĕпе çыхăннă, кашни сăмаха вăл чирлĕ çыннăн кăмăлне çĕклес, унăн суранне сиплес шутпа калать. Хăй вăл вунсакăр çулта кăна пулин те, чылай пурăнса пусăрăннă çын евĕр, сăмаха çăмăллăн персе ямасть кирлĕ-кирлĕ мар япалашăнах «хи-хи», «ха-ха» та унран илтеймĕн. Тен, ăнсăртран килсе тухнă асар-писер юнлă вăрçă çамрăклах ăна пусарса хунă, унăн кил-йышне, çывăх тăванĕсене шар кӳнĕ е урăх инкек килсе çапнă?
Вырăнпа выртакан çыннăн шухашĕ пĕр самантрах таçта-таçта çитсе çаврăнать. Нумай кунсем хушшинче манăн суран та туртса ыратма пăрахрĕ, халĕ вăл сăрăлтатса тĕлкĕшет, çан-çурăм та, пуç та малтанхи пек вĕриленмест, температура чаксах пырать, каç енне кăна вăл кăнтăрлахинчен çур градуса яхăн хăпарать. Çапла выртнă вăхăтсенче, ним тума аптранă енне — паллах ĕнтĕ! — кил çинчен те аса илетĕп, хамăрăн взвод, рота, батальон шăпи те мана канăç памасть, анчах темшĕн-çке пуринчен ытла эпĕ Рита çинчен шухăшлама, вăл халь тесен халех палатăна кĕрессе кĕтме пуçларăм. Вăл кĕрсенех манпа пĕр сăмах та калаçмасть-ха! — кун илемленнĕн, чун уçăлнăн туйăнать.
Акă, каç пулас умĕн, палатăна каллех Рита пырса кĕчĕ. Кĕçĕр унăн дежурстви. Вăл, яланхи пекех, пурне те сывлăх сунчĕ. Ытти чирлисем коридора уçăлма тухнăччĕ, палатăра эпĕ тата Виталий Синицын аслă лейтенант, ураран хытă аманнăскер, кăна юлнăччĕ. Виталий Синицынăн шăмми те ваннăран, унăн сулахай урине пĕçе кăкĕ таранах гипс хунăччĕ. Çавăнпа та вăл вырăнтан хăй тапранаймастчĕ, ăна кирек хăçан та санитарсем пулăшатчĕç.
Палатăна кĕрсенех Рита малтан Виталий Синицынпа пырса пуплерĕ, ăна градусник пачĕ, температурине тĕрĕслерĕ, сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ, эмел ĕçтерчĕ.
— Хавасрах пул, аслă лейтенант! — йăпатать ăна Рита. — Тепрер уйăхран шăмму сыпăнать. Паллах, пĕр вăхăт костыльпе çӳреме тивĕ, пур-пĕрех утакан пулатăн, хăвăн аннӳ те, арăму та аманнине пĕлеймĕç… Çапла, Синицын юлташ, — кула-кулах ăнлантарать ăна Рита.
— Тавтапуçах ыр сăмахусемшĕн, лайăх каччă тĕлне пул, пурнăçра яланах ырă кур, — тет чунтанах ăна Синицын.
Хĕр кулать.
— Лайăх каччăсем пĕтĕмпех фронтра.
Çак самантра вăл ман еннелле пăхнăнах туйăнчĕ. Унтан, чăнах та, ман ума çитсе тăрать. Вăл хăйĕн яланхи ĕçне тăвать, анчах эпĕ, вăл мĕн тунине асăрхамасăр, унăн сăн-питне çеç сăнатăп. Туятăп: унăн куçĕсем яланхи пекех ăшшăн кулса пăхаççĕ, анчах чĕрере темĕнле инкек пуррине пурпĕрех пытараймаççĕ.
— Рита Петровна, — тетĕп çакна сасартăк, — калăр-ха, ан пытарăр: мĕн пулнă сире?
Эпĕ сасартăк ыйту панăран, унăн шуранка питне кĕрен сăн çапать.
Пĕр авăк эпĕ те, вăл та чĕнместпĕр. Кашни çынах хăй хуйхи çинчен çынна калама пултарайманнине хамах пĕлетĕп. Анчах Рита маншăн урăхларах çын пек туйăнать. Кăшт тăхтасан, эпĕ ăна чунтан тилмĕрсе ыйтнине ăнланчĕ пулас.
— Ку вăхăтра, лейтенант юлташ, кашни çынăнах мĕнле те пулин хуйхă пур, хуйхăсăр çынна тупаймăн та — ăна хăвăрах ăнланатăр, — тавăрчĕ вăл пĕтĕмĕшле сăмахсемпе. Анчах мана ку çырлахтарма пултараймарĕ, мĕншĕн тесен вăл темиçе кун каялла пачах кун пек сăн-питлĕ марччĕ.
— Çук, Рита Петровна, сирĕн темле пысăк хуйхă пур: е килтисене, е фронтри аçăра (хăйĕн ашшĕ фронтра çапăçни çинчен кăштах пире каланăччĕ вăл) тем инкек пулнă. Çапла-и? — тилмĕретĕп эпĕ.
— Темех мар… — терĕ вăл тата салхуллăраххăн. Унтан, Синицынпа иксĕмĕр те хытах çине тăнине пула, çапла каласа пачĕ: унăн амăшĕ выçăпа шыçăнма тытăннă иккен, ури-алли тăртаннă, пӳлĕмре те аран çӳрет… — Хăвăрах пĕле-тĕр, — терĕ вăл малалла, — кунне 125 грам çăкăр. Çавă çеç. Хам кунта çикелетĕп те аптрасах каймастăп…
Хама çак самантра Рита умĕнче çав тери айăплă пек туйса илтĕм. Хама айăплама сăлтавĕ те пурччĕ: эпĕ, ачаран пăтă таврашне çăкăрсăр çиме вĕреннĕскер, манăн кашни кун хама панă паекран пĕр-икĕ çӳхе чĕлĕ çăкăр юлкалатчĕ. Вĕсене эпĕ хаçатпа чĕркесе тумбочкăна хураттăм, хăш-пĕр чух палатăри юлташсене параттăм. Çакна илтсенех тумбочкăна уçатăп та хутпа чĕркене тĕркене ăна тыттаратăп, унта — темиçе кун хушшинче пухăннă хура та шурă çăкăр чĕллисем.
Сестра малтанах илесшĕн марччĕ, анчах эпĕ çине тăрса ӳкĕтленине курсан, тата Виталий Синицын та: «Парсан — илмелле, çапсан — тармалла», — тенĕ хыççăн килĕшрĕ-килĕшрех. Синицын та, хăйĕн тумбочкинчен илсе, темиçе татăк çăкăр ăшшăн сĕнсе пачĕ.
— Хамшăн мар, аннене çăлассишĕн илетĕп. Сире куншăн, Алексей Петрович, сире те, Виталий Синицын, тем пекех тав, — терĕ те вăл, пуçне пĕксе, самантрах палатăран тухса кайрĕ.
Çак кунран пуçласа эпĕ çеç мар, палатăри чылай офицерсем те Рита амăшне мĕнпе пулăшма май килнĕ — пулăшма тытăнтăмăр. Юриех çу, сахăр, шурă çăкăр, тепĕр чух сосискăсем те хăварса, Ритăна парса яма тăрăшаттăмăр. Вăл, паллах, именетчĕ, илесшĕн марччĕ… Эпĕ вара, хăй сисмен хушăра, унăн халат кĕсйине сухарипе сахăр катăкĕсем хура-хура яраттăм. Анчах пĕррехинче пĕр капитан çулăхмаллипех çулăхрĕ. Негодин хушаматлăччĕ вăл.
— Ритăна ыр пуласшăн сахăр е çăкăр панине тепре курсан, асту, тӳрех госпиталь начальникне пĕлтеретĕп, — терĕ вăл мана сиввĕн пăхса. — Ăнланатăн-и? Эсĕ çамрăк-ха, нумайăшне чухлаймастăн…
Вăл мана тата тем-тем каласа вăрçрĕ, намăслантарма тăрăшрĕ.
— Эсĕ вăрçă çынни. Санăн: хăвăртрах фронта çитесчĕ, тесе васкамалла. Кам эсĕ, патриот-и, патриот мар-и? — терĕ вăл мана юлашкинчен.
Ку тарана çитсе, темшĕн-çке, эпĕ ăна асăрхаманпа пĕрех. Эпĕ çеç те мар. Анчах халĕ вăл мана самаях шухăша ячĕ. Мĕнлерех çын вăл? Пĕлетĕп: кадрти офицер. Финсене хирĕç çапăçнă. Çав компанирех ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕпе наградăланă. Ку вăрçăра та иккĕмĕш хут аманнă. Кунта та вăл хăйне çав тери паттăр тыткалать.
Чăннипех те, çиелтен пăхсан, Негодин калани тĕрĕс: Ленинградри госпитальте вăл вăхăтра чирлĕ çынна хăйне тивĕçлине кăна çитеретчĕç. Вăл енчен пăхсан, мана вăрçма, асăрхаттарма унăн сăлтавĕ пулнах-тăр.
Пирĕн калаçăва итлекен ытти аманнисем, темшĕн-çке, пачах хутшăнмарĕç, ман хута кĕмерĕç. Çакă мана пушшех тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Синицын та илтмĕш пулса пăрăнса выртрĕ.
Çак кунран пуçласа халь ĕнтĕ ирĕксĕрех эпĕ унăн, Негодинăн, кашни утăмне сăнама тытăнтăм.
Кăшт тăхтасан, палатăна Рита кĕчĕ. Унăн аллинче — темиçе çыру.
— Кам ташлать — çыру паратăп. Ну, Виталий Синицын, Алексей Петрович, ташлăр — çыру туянатăр, — тет.
Хальхинче эпĕ кулмарăм. Никам та кулмарĕ.
— Паян мар, кайран темиçе хут та ташласа парăп, Рита, — терĕм эпĕ, çыру патнелле кармашса.
Рита малтан Виталий Синицына пĕр çыру, унтан мана икĕ çыру тыттарать. Негодин тумбочки çине те пĕр çыру пырса хурать.
— Эх, Рита, Рита! Çав меммесенчен пархатар кĕтетне? — сиксе тăчĕ Негодин. — Эпĕ пур чухне хама çеç шан!
Вара вăл Ритăна çупăрласа илчĕ те пĕтем йыш умĕнчех, вăйпах, питĕнчен чуптуса илчĕ.
Эпĕ çавăнтах виçĕ кĕтеслĕ çырусен пичĕ çине пăхатăп: пĕрне — фронтран хамăн заместитель пулнă Гришин, тепĕрне — килтен шăллăм çырать. Малтан Гришин çырăвне уçатăп та пĕр сывламасăр вуласа тухатăп. Куç умне çакăн пек йĕркесем курăнса каяççĕ: «Сирĕн хыççăн эпир тăшмана пилĕк çухрăм хăваласа кайрăмăр, темиçе яла ирĕке кăлартăмăр, хамăр взводри Ковальчукпа Намангаев сержантсене çухатрăмăр, вунвиçĕ салтак ĕмĕрлĕхех куç хупрĕç… Халĕ эпир Пулковăран инçе мар тăратпăр, тăшман каллех çирĕпленсе ларчĕ, тапранасшăн та мар… Сана эпĕ те, хамăр взводри салтаксем те хăвăртрах тӳрленме сывлăх сунатпăр, каялла взвода таврăнасса тем пекех кĕтетпĕр».
Ăшă çыру, анчах Ковальчукпа Намангаев сержантсем вилни тата паттăр салтаксене çухатни хытах хурлантарчĕ мана.
Шăллăм хăй çырăвĕнче килти пурнăçа, ялти хыпар-хăнара кĕскен пĕлтерет. Вăрçă йывăрлăхĕ ялта та палăрнине каласа парать. Атте-аннерен, тăвансенчен салам калать. Эпĕ уншăн ача пекех савăнатăп.
Эпĕ çавăнтах, пĕр тăхтаса тăмасăрах, ответсем çырма лартăм.
* * *
Кунсем малалла шурĕç. Вăхăт çуркунне еннелле те кайрĕ. Кăнтăр хĕвелĕ, чӳречесенчен кĕрсе, пӳлĕме ăшăтать, унăн сипетлĕ хĕлхемĕ темле халран кайнă çынна та вăй-хал кĕртнĕн туйăнать. Эпир, ура çине тăрса çӳреме тытăннăскерсем, кун пек чухне чӳрече умĕнчен хăпма та пĕлместпĕр, хула урамне сăнатпăр. Анчах çӳллĕ çуртсем урлă инçе курăнмасть. Тимĕр витнĕ çуртсем çинче, кăнтăр енче, юр ирĕлсе пĕтнĕ ĕнтĕ, çурçĕр енче кана таса мар юр выртать, вăл та пусăрăннă, лапчăннă.
Хула урамĕнче çынсем йышлăланнă иккен. Вĕсем хушшинче, паллах, ытларах салтаксене, матроссене куратăн. Ладога кӳлли урлă тунă «Пурнăç çулĕ» хулана вилме памарĕ, «Пысăк çĕр» çинчен татти-сыпписĕр пулăшу килсе тăчĕ.
Кантăк витĕр çурхи çанталăкпа киленнĕ хыççăн эпĕ коридора утса çӳреме тухрăм. Кунта ман пек туяпа çӳрекенсем те, костыльпе çӳрекенсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем ытларах вестибюльти дивансем çинче лараççĕ. Эпĕ коридорти пĕр диван çине пырса вырнаçрăм. Кунта никам та çукчĕ. Алăри кĕнекене уçрăм та тимлесех вулама тытăнтăм. Хам та сисмен, ман пата Рита пырса тăнă-мĕн: — Сывлăхăр мĕнле, Алеша? — тет. хăй ман çине савăнăçлăн пăхать. — Ытла та интереслĕ кĕнеке вулатăр курăнать: çынсене те асăрхамастăр…
— Пите интереслĕ, — тетĕп эпĕ ăна, хам вулакан кĕнекен титульнăй листне кăтартатăп.
— Эпĕ виçĕ хут вуланă вăл кĕнекене, питĕ юрататăп, — текелет хĕр хавасланса. Унăн кăвак куçĕсем хĕлхем сапаççĕ.
«Питĕ юрататăп» тенĕ сăмахсем чĕренех пырса тиврĕç…
— Сире анне тем пекех тав тăвать. Вăл сире курасшăн, çавăнпа та сывалса çитсенех хамăр пата чĕнет. Эсир сывалса та çитетĕр ĕнтĕ. Кĕçех кунтан каятăр. Кайнă чух, Алеша, пирĕнпе тĕл пуласчĕ. Анне хăй çапла каларĕ. Эсир хирĕç мар-и? — тет Рита, мана куçран пăхса.
— Мĕнле хирĕç пулам? Ку чĕнĕве, Рита, хаваспах йышăнатăп, — тетĕп эпĕ. — Аннӳ мĕнле туять, сывлăхĕ мĕнле?
— Шыççи чакрĕ, сывлăхĕ самайланчĕ, халĕ майĕпен ĕçе те çӳрет. Уншăн тавах сире, Алеша, манран та тем пекех тав!
— Рита, малашне мана «эсир» тесе ан калăр — «эсĕ» кăна тейĕр. Унсăрăн çиленетĕп, — ăшшăн асăрхаттартăм хĕре.
— Эпĕ çынсене ниепле те «эсĕ» тесе калама хăнăхман, мана апла калама питĕ хĕн, уншăн мана каçарăрах.
Хамăр та сисмен, пирĕн ума Негодин пырса тăчĕ.
— Лейтенант, медсестрана мĕн пирки тилмĕретĕн-ха? Тыла юлма пулăшас пирки мар-и? — терĕ вăл, иксĕмĕр çине те елпĕрсе пăхса.
Вăл ăнсăртран çакăн пек ыйту пани чăтма çук тарăхтарса ячĕ мана, анчах юратнă хĕр умĕнче хама çирĕп тытма тăрăшнăран тӳрех нимĕн те тавăрса калаймарăм.
— А-а, чĕлхесĕр пултăр-и? — тет хайхискер каллех.
Рита манран вăйлăрах пулчĕ, вăл мана хӳтĕлеме тытăнчĕ:
— Эх, капитан!.. Эпле эсир… чăрсăр этем! Малтан мĕн çинчен калаçнине пĕлес пулать, унтан тин, — тивĕçлĕ пулсан, айăплăр! Эсир кашни шăтăках сăмсуна ан чикĕр, ăнлантăр-и? Утăрах хăвăр çулăрпа! — терĕ вăл ăна хаяррăн.
Рита сав тери хăюллă та татăклă калани мана савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те.
Негодин ăна хирĕç нимĕн те калаймарĕ, шăтарасла пăхрĕ те кулса ячĕ, вăрт кăна çаврăнса, коридор тăрăх утса кайрĕ.
— Хăйĕн хушаматне тивĕçлĕ этем! — терĕм эпĕ сасăпах. Негодина та илтĕнтĕр тесе.
— Офицерсем хушшинче те çавăн йышши киревсĕрсем пулни тĕлĕнтерет мана, — терĕ Рита. — Ниепле те ăнланаймастăп. Вăл çынна хĕрхенме те, ăнланма та пĕлмест, чурăс та чунсăр — пĕр хăйне çеç хисеплет.
Кăшт тăхтасан, Рита та кайрĕ. Эпĕ кĕнекери йĕркесем çинчен куçа илместĕп пулин те, мĕн çинчен çырнине, пĕлтерĕшне пачах ăнланмастăп: куçсем кĕнекери йĕркесем çине тĕлсĕр пăхаççĕ, пуçри шухăшсем пачах урăх çĕрте. Вара эпĕ те палатăна кĕрсе выртрăм.
Мĕн таран çапла выртнă-ши эпĕ, çавна калаймастăп, кĕçех аслă сестра пырса кĕчĕ: вăл пирĕн пата пит кирлĕ чухне çеç çӳрени пирĕншĕн паллăччĕ.
Пурне те сывлăх суннă хыççăн хайхи тӳрех ман пата пычĕ.
— Лейтенант юлташ, эсир костыльпе утма пултаратăр-и? Сире чĕнеççĕ, — терĕ.
— Пултаратăп. Халех-и?
— Халех манпа пыратăр.
Эпĕ çавăнтах пижама тăхăнтăм та, костыльсем çине уртăнса, аслă сестра хыççăн утрăм.
Вăрăм коридорпа чылай пынă хыççăн хура дермантин çапнă пысăк алăк умне çитсе тăтăмăр, пӳлĕме кĕтĕмĕр. Урлă сĕтел хушшинче вăтам çулсене çитнĕ пысăк кăвак куçлă аслă политрук ларать. Мана курсан, вăл ура çине тăчĕ те пире иксĕмĕре те стена çумĕнчи диван çине ларма сĕнчĕ.
Малтанах вăл манпа ăшшăн калаçма тăрăшрĕ, эпĕ ăçта тата хăçан çуралнине, вĕреннине тата килтисем çинчен ыйтса пĕлчĕ.
Унтан вăл мана фронтри салтаксен паттăрлăхĕ, вĕсем хастар çапăçни тата аманнисем те фронта таврăнса паттăрлăх кăтартни çинчен чылай каларĕ. «Ку мĕне пĕлтерет?» — тарăха пуçларăм эпĕ хам ăшăмра.
— Ку вăл сана яланах пĕлсе тăма! — терĕ вăл юлашкинчен.
Унтан сасартăк:
— Мĕн, сирĕн текех фронта таврăнас килмест-им? — ыйтрĕ вăл, шăтарасла куçран пăхса.
Эпĕ, ку йышши ыйтăва кĕтменскер, шалтах тĕлĕнсе кайрăм. Çавăнпа малтанах политрука хирĕç ним хуравлама та пултараймарăм.
— Мĕншĕн шарламастăр? Чĕлхӳ çĕтрĕ-им? Чăнлăх вăл çапла: тӳрех пыра ларать. Эсĕ сывалса фронта каясшăн марри те — факт!
Эпĕ, хам та асăрхаймарăм, йăшшăм-пăшшăмпа ура çине сиксе тăтăм.
— Акă мĕн, аслă политрук юлташ. Сирĕн мана ун пек чыссăрлама нимĕнле сăлтав та çук! Ăçта, мĕнле факт?
— Ну-ну! Начар сăмавар пек ан кĕмсĕртеттер. Чĕлхӳ уçăлчĕ пулсан, фактне те калама пултаратпăр. Эсир хăвăра панă паёка мĕншĕн Рита Кольцовăна паратăр? Ну, калăр: мĕншĕн? Кунсăр пуçне, сире кашни кунах эмел параççĕ, эсир ăна ĕçместĕр, урнăна кайса пăрахатăр. Ку мĕне пĕлтерет? Куна эсир ăспа хăтланатăр! Эсир часрах сывалса фронта таврăнасшăн мар — çапла мар-и?!
«Э-э, авă мĕн иккен! — лăштах пулчĕ манăн чĕре. — Негодин!»
— Акă мĕн, — терĕм эпĕ, хама лăпкăрах тытма тăрăшса. — Кун пирки çав элекçĕ капитан урлă мар, хамах йĕркипе каласа парам.
Эпĕ ĕç мĕнле пулса иртнине калама пуçларăм, йĕркипе — пĕр пытармасăр. Ку ĕçшĕн Рита Кольцова медсестра айăпĕ çуккине çиеле кăларма тăрăшрăм.
— Çук, лейтенант юлташ, Рита Кольцовăна ан хӳтĕлĕр, ăна эпир урăх палатăна куçартăмăр тата хытă асăрхаттартăмăр. Ăнлантăр-и?
— Ăнлантăм. Анчах ку пачах тĕрĕс мар. Чунсăрлăх! — каласа хутăм мĕнпур тарăхупа.
Эпĕ çавăнтах костыльсене илтĕм те аслă политрук патĕнчен тухса утрăм. Унччен костыльпе шикленерех утаканскер, халĕ хăюллăн, çирĕп пусса хам палатăна пырса кĕтĕм. Эпĕ куçпа тӳрех Негодина шырарăм, анчах вăл палатăра çукчĕ. Пулнă пулсан, костыльпе ун пуçĕнчен туртса çапма та хатĕрччĕ…
Эпĕ çавăнтах хам кравать çине пырса тăрăнтăм та минтере ыталаса илтĕм…
— Мĕн унта, Алеша? — пăшăрханса ыйтрĕ Виталий Синицын.
— Путсĕр Негодин! — терĕм те, урăх сăмах чĕнме кăмăл пулмарĕ.
— Каларăм-çке: вăл часах элеклесе пама пултарать. Халĕ те пĕр-пĕр элек çыру çырса ларать пулĕ-ха?!
— Çапла, элек, чăтма çук суя, элек!..
* * *
Урăх палатăна куçарнă пулин те, Ритăпа эпир çав-çавах тĕл пулма май тупкалатпăр. Тĕлпулусенче сывлăх çинчен, госпитальти ĕçсемпе фронтри хыпарсем çинчен калаçатпăр. Сайра-хутра путсĕр Негодина та аса илкелетпĕр (вăл Ритăна пĕрмай хӳптĕрлет иккен, пĕр канăç та памасть), анчах эпир ун çинчен часах манса каятпăр. Хамăрăн куçсем пĕр-пĕрин çине ытараймасăр пăхаççĕ, пĕр-пĕрин çине пăхса тăранаймастпăр пулсан та, иккĕн те хамăрăн туйăм-туртăм, ĕмĕт-шухăш çинчен пĕр сăмах та тапратаймастпăр.
Çамрăк чĕрери хĕмленсе, çулăмланса тăракан иксĕлми туйăма сăмахпа ăçтан каласа парăн?!
Çапла вара госпитальтен юсанса тухас умĕн эпĕ çĕрле йĕркеллĕ çывăрайми пултăм, пĕрмай Рита çинчен шухăшлаттăм, уйрăмах мана унпа уйрăласси шиклентеретчĕ. Кунтан кайсан ăна çухатма пултарасси та канăç памастчĕ. Шухă пуçра ăна хампа пĕрле фронта илсе каяс ĕмĕт те çуралнăччĕ. Анчах вăрçăра каллех ăна çухатасси хăратать. Унсăр пуçне вăл, чирлĕ амăшне пăрахса, ман хыççăн фронта каяс çукки те паллă.
Анчах Негодин… Мĕншĕн вăл халĕ те сывалса çитмест-ха? Пăхма чиперех хăй. Вăт «патриот»!
Пĕр ирхине врачсем, чирлисене пăхса çӳренĕ май, ман тĕлте те чарăнса тăчĕç. Аслă хирург урари сурана пăхрĕ (вăл ӳт илсе çитнĕччĕ), малтан туяпа, унтан туясăр утма хушрĕ, куклентерчĕ. Эпĕ кукленнĕ чух аманнă ура шăнăрĕсем ыратаççĕ пулсан та, кăтартмарăм, хама чăн-чăн салтакла çирĕп тытрăм. Негодинран малтан фронта таврăнма васкарăм.
— Сывалнă, аван, — терĕç врачсем.
Çав кунах госпитальти медкомиссире пултăм. Эпĕ хама унта та сывалса çитнине кăтартма тăрăшрăм.
Часах хам госпитальте выртни çинчен справка тата медкомисси панă «Чирлесе ирттерни çинчен пĕлтерекен свидетельство» илтĕм.
«Ăçта-ши Рита?»
Госпитальти тума хывса, хамăн гимнастеркăна, брюкине, кăçата, çĕлĕке, шинеле тăхăнтăм. Унтан, канцелярие кĕрсе, ытти документсене илтĕм те, палатăрисемпе сывпуллашса, вестибюле тухрăм. «Ăçта-ши Рита?» Паян вăл дежурствăра мар иккен, çакă мана пăшăрханмаллипех пăшăрхантарчĕ. Унпа калаçмасăр епле тухса каяс-ха? Унăн килти адресне пĕлетĕп пулин те, хăйсĕр кайма сăпайлă мар пек. «Эх, мĕншĕн паянах тухмалла пулчĕ-ши? Негодин… Негодин, авă, юлать».
Вара эпĕ, ним тума пĕлмен енне, сĕтел умне ларса, Рита валли пысăк мар çыру çыртăм.
«Асран тухми Рита!
Эпĕ паян фронта тухса каятăп (хам та кĕтмен çĕртенех çапла пулса тухрĕ). Сана хама тăрăшса сипленĕшĕн, йывăр чухне çĕрĕпе ман умран каймасăр пăхнишĕн, ура çине тăмалла тунишĕн ĕмĕр-ĕмĕр тав!
Санăн, Ленинград хĕрĕн, пархатарлă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех ман чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ.
Эпĕ хамăн çулăмлă юратăва Сана парнелетĕп. Хам сывă-чĕрĕ чух сана çĕр тĕпĕнчен те шыраса тупăп. Эсĕ пысăк юратава тивĕçлĕ хĕр. Сан пата фронтран яланах çырса тăрăп. Эсĕ те ответ парасса шансах тăратăп. Юлашки хут тĕл пулманнишĕн ӳкĕнетĕп, анчах пĕрре те кӳренместĕп. Сывă юл, çывăх тусăмçăм.
Санпа пĕрле пулма çунса ĕмĕтленекен
Алексей».
Çырăва çавăнтах ватăрах швейцаркăна тыттартăм та Ритăна пама хушса хăвартăм.
Хула урамĕсенче те юр йăлтах ирĕлсе пĕтнĕ-мĕн! Ырă, лайăх. Кăнтăрлахи ăшă хĕвел ялкăшса çутатать. Унăн çутинче пысăк чӳречеллĕ капмар çуртсем йăлтăр-ялтăр хĕлхем сапса лараççĕ.
Çурхи ырă çанталăкпа савăнса киленме хула çыннисем те нумайăн тухнă. Паллах, вĕсем вăрçă умĕнхи пек шавлă мар, анчах хула чĕрĕ пурнăçпа пурăнни, ирсĕр тăшман умĕнче харсăр тăма хатĕрри пĕрре пăхсах паллă.
Хула урамĕпе — ку Мăн Охта урамĕччĕ — трамвайсемпе автобуссем те çӳреççĕ, акă ман умранах трамвай чăнкăртатса иртрĕ.
Акă стройпа шинеллĕ салтаксем иртсе пыраççĕ, автомачĕсене хулпуççи урлă çакнă. Вĕсем йышлăн, çирĕппĕн пусса утаççĕ. Вĕсем, çак сăрă шинеллĕ çамрăксем, Гитлер çарĕсене мухтавла хулана кĕме памарĕç, халĕ ун патĕнчен каялла хăвалама тытăнаççĕ, çине тăрса кĕрешеççĕ. Эпĕ Колпинона каймалли пункт еннелле уттартăм, анчах сасартăк мана ятран чĕннине илтех кайрăм:
— Алексей Петрович!.. Алексей Петрович, Алеша, тăхтăр-ха!
Рита ку, Рита! Вăл паян уява тухнă пекех тумланнă. Çине пиçсе çитнĕ чие çырли тĕслĕ çурхи пальто тăхăннă, шурă мăйне утмăлтурат чечекĕ евĕрлĕ шарф çыхнă, лĕпĕш çунаттиллĕ косынки айĕнчен сарă кăтра çӳç вĕçĕсем вĕлкĕшсе пыраççĕ.
Ăна çак тумпа курсан, пĕрре тĕлĕнтĕм, тепре кăштах вăтантăм. Вăл маншăнах çакăн пек тумланса тухнине те, ман умра тата илемлĕрех курăнма тăрăшнине те лайăх ăнланса илтĕм.
Эпир, алла-аллăн тытăнса, асфальтлă сарлака урампа савăнăçлăн калаçса пытăмăр.
Рита ман алла пăчăртаса тытрĕ.
Мĕн-мĕн калаçса пытăмăр-ши, ăна калама та хĕн ĕнте — савăнăç хамăрăн чĕремĕрте, çава çеç — кĕçех пĕр пысăк çурт умне çитсе тăтăмăр.
— Ак çак çуртра пуранатпăр. Иккĕмĕш хутра. Тархасшăн, Алеша, пирĕн хваттере, — терĕ те мана Рита пĕр подъезда çавăтса кĕчĕ. Гранит пусма тăрăх хăпарса, «25-мĕш хваттер» тесе çырнă алăк патне çитсе тăтăмăр.
Рита пĕчĕк кнопка çине виçĕ хутчен пусрĕ, анчах хирĕç тухаканни, алăка уçаканни никам та пулмарĕ.
— Анне тухса та кайнă-шим? — терĕ вăл темĕнле айăплăн. Вара сумкинчен çăраççи кăларчĕ те, алăка уçса, хваттерне кĕтĕмĕр.
— Хваттерĕ пысăк та, сивĕ пирки пĕр пӳлĕмре кăна пуранатпăр, — терĕ хĕр, пĕр кантăклă пĕчĕк пӳлĕме кĕнĕ май.
— Шел, анне ĕçе тухса кайнă, вăл сире çав тери курасшăнччĕ, — терĕ те Рита, мана ларма сĕнсе, васкасах таçта тухрĕ.
Пӳлемĕнче пĕр кравать, ăна хирĕç — кивĕрех диван, пĕр сĕтел, икĕ пукан. Пӳлĕм варринче — «буржуйка» текен тимĕр кăмака, мăрйине форточка витĕр кăларнă.
Рита çатма йăтса таврăнчĕ. Çатма тулли — ăшаланă сухари.
— Маргаринпа кăна ăшаларăм та, ан тиркĕр ĕнтĕ, — терĕ вăл именерех.
«Вăт айван!» — ятласа илтĕм хама хам. — Манăн пĕр кунлăх пайёк пур вĕт-ха!» Самантрах салтак кутамккине салтрăм та, салă татки, пĕр çавра кăлпасси — мĕн пурне йăлтах сĕтел çине кăларса хутăм.
— Ай-уй, кунта туй тумалăх та пур! — çунатланса илчĕ Рита. Манăн çимĕçсене те ăшаласшăнччĕ вăл, эпĕ çаплипех çиме сĕнтĕм. Унтан вăл мана диван çинчен тăратрĕ те, ун айĕнче кăшт ухтарнă хыççăн, пĕр çур литр виçĕ çăлтăрлă коньяк туртса кăларчĕ. — Анне ăна аттене ăсатнăранпах усрать, — терĕ Рита, пăккине уçма кĕленчине хама тыттарса.
Вара вăл ашшĕ çинчен калама тытăнчĕ. Унăн ашшĕ вырăс чĕлхипе литература преподавателĕ пулнă иккен, вăрçă пуçлансанах хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă.
Юлашки çырăвне Луга патĕнче фашистсемпе çапăçнă чух июль уйăхĕн вĕçнелле çырнă. Унтан вара пĕр çыру та пулман: вилни çинчен те хыпар çук.
— Мĕнле шутлатăр эсир: вăл партизансем патне кайман-ши? — ыйтрĕ Рита.
— Вăл та пулма пултарать, Луга таврашĕнче совет партизанĕсем тăшмансене пысăк сиен кӳреççĕ, — ăнлантартăм ăна.
Эп ун-кун пăхкаланăран-ши:
— Литература преподавателĕн библиотека пулмалла тесе шутлатăр пуль-ха, — терĕ Рита салхуллăн, — ан шырăр, ăна йăлтах çак «буржуйка» çăтса ячĕ. Хĕлĕ сивĕ пулчĕ. — Вара çавăнтах вăл икĕ черккене коньяк тултарчĕ.
— Сирĕн сывлăхăршăн, вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăнассишĕн черкке çĕклетĕп, тĕппипе!
Малтанхи черккесене тĕппипех ĕçрĕмĕр, тепрер тултарма мана хама хушрĕ. Кăштах ларсан, манăн та, Ритăн та пуçсем хĕрчĕç пулас: вăрçăчченхи тăнăç та телейлĕ пурнăçа аса илсе, темиçе юрă юрларăмăр.
Унăн шăранса тухакан уçă сасси, манан шалти туйам хĕлĕхĕсене пырса сĕртĕнсе, чунра нихçан туйман кĕвĕллĕ çемĕ, хавхалану вăратрĕ. Çак самантра эпĕ унăн кĕмĕл сассипе, пултарулăхĕпе килентĕм, хĕпĕртерĕм, хама никамран та телейлĕ тесе шутларăм, хам та сисмесĕрех ăна ыталаса илтĕм.
Хĕрĕн вĕри чĕри хавассăн та хăвăрт тапнине, вăл мана чăннипех савнине пĕр иккĕленмесĕр туйса илтĕм. Анчах мана, вăтанчăк чăваш каччине, пуçласа Ленинград хĕрне чуптăвасси фашистсене хирĕç атакăна тухассинчен йывăр пулчĕ. Рита хăйĕн сăрă кăтра пуçне ман хулпуççи сине хучĕ те хама çурăмран тытса çупăрларĕ.
Унтан вăл мана мăйран ыталаса илчĕ — пирĕн тутасем тĕлме-тĕл пулчĕç…
Ир çитсен, Рита мана хуларан тухичченех ăсатса ячĕ.
— Хăюсăр каччă эсир, — терĕ вăл мана, алă парса. Унтан кăшт тем шухăшларĕ те çапла хушса хучĕ: — Маттур. Мухтамалла сире.
Эпĕ çав кунах, каç пулас умĕн, Колпинăна çитрĕм. Рита патне ăшă салам çырса ятăм. Тепĕр кунне, ирхине, хамăр чаçе тухса кайрăм.
Мана хам ертсе пынă взводах куçарчĕç. Взвод каллех оборонăра тăратчĕ. Мана пĕлекен салтаксем хаваслансах кĕтсе илчĕç. Хам вырăна юлнă Гришин пĕр эрне каялла йывăр аманнă та, ăна та госпитале ăсатнă.
Пуçланса кайрĕ фронтри пурнăç. Анчах хальхинче мана хавхалантарса тăраканĕ, çĕнĕ çĕнтерӳсем патне йыхăраканĕ — Ритăччĕ. Эпĕ ун сăнӳкерчĕкне çумри планшетран кăлара-кăлара пăхаттăм, унпа ĕмĕрлĕхе тĕлпуласси çинчен ĕмĕтленеттĕм.
Малтанхи вăхăтра унран кашни кунах хаваслă çырусем илеттĕм. Илнĕ-мĕн çырăва икĕ-виçĕ хутчен, шерпет ĕçнĕ пек тутанса, киленсе вулаттăм. Унтан, темшĕн-çке, çырусем килми пулчĕç. Ритăран çыру илменни уйăха яхăн çитеспе манăн взвода Негодин капитан пырса тухрĕ.
«Каллех Негодин!» — сăрăлтатса кайрĕ пĕтĕм ӳт-пӳ.
Эпĕ ăна çар йăлипе взвода «смирно» тăратса чыс патăм. Вăл мана, çар йăлипе чыслас вырăнне, салтаксем умĕнчех çапла лаплаттарса хучĕ:
— Салам, хăюсăр каччă! Рита мана та пит лайăх ăсатса ячĕ. Икĕ каç унта пултăм. Ничево! Малашне туссем пулăпăр. Халĕ эпĕ — сирĕн батальон командирĕ. А эсĕ… — мана хулран лăпканă пек турĕ Негодин, — маттур, таса этем. Ничево… Санран эп офицер тăватăпах.
Халех каласа хăпарам: пĕр çапăçура кăна мар пулма тиврĕ Негодинпа пĕрле, тӳрех калатăп — маттур офицерччĕ, чăннипех те паттăрла çапăçатчĕ. Анчах чунĕпе…
«Мĕнле япала вăл — этем тени?» — ыйтаттăм хамран хам. Çак ыйтăва хирĕç эпĕ халь те хама ответ паман-ха.