Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинче пурăнакан хисеплĕрен те хисеплĕ Николай Васильевич БОГДАНОВ учителе – 80 çул тултарнă ятпа
Пĕтĕм пурнăç – халăх умĕнче.
Пĕтĕм пурнăç – халăхшăн, çĕршывшăн...
Эсĕ пур та – çутăрах тĕнче,
Эп сана паян чунтан мухтасшăн.
Çын хыçне нихçан та пытанман
Куçунтан инкек-синкек пăхсассăн.
Эс ялан васканă пулăшма –
Пулăшу санран çынсем ыйтсассăн.
Ачасемшĕн панă пĕтĕмпех,
Пĕлнĕрен: пуласлăх çук вĕсемсĕр.
Ачасем чечексемпе пĕрех –
Пăхмалла ялан, куçа илмесĕр.
Ачасем чечексемпе пĕрех –
Мĕн тери вĕсем черченкĕ, çепĕç!
Вĕсенчен хакли çук тĕнчере!
Пурнăç Вучахне вĕсем çӳнтермĕç!..
Утса тухнă çулшăн намăс мар.
Пур пин-пин сăлтав мăнаçланмашкăн.
Пур-ха кăмăлу сан пурăнма,
Малашне те çăлтăр пек çунмашкăн.
Вĕрентме такам та пултарать,
Пулаймасть Вĕрентекен пур çын та.
Кур – мĕн чухлĕ çын сана савать!
Куншăн эпĕ питĕ савăнатăп.
Пĕтĕм пурнăç – халăх умĕнче...
Эс паян та халăхшăн пурнатăн.
Эсĕ пур та – çутăрах тĕнче,
Эп сан умăнта пуçа таятăп.
22.06.16