Çанталăк паян ытла та аван: варкăш çил вĕрет, тӳпе янкăр уçă, пĕр пĕлĕт татки те çук. Хĕвелĕ хĕртет пулин те, вĕри мар. Кун пек вăхăтра килте пĕрре те ларас килмест — урам тăрăх уçăлса çӳрес килет. Уйрăмах çак вырăнти симĕс урамсем тăрăх. Çурчĕсем йĕри-тавра çӳллĕ мар, кашни тĕлте йывăç ӳсет: пилешĕ, çăки. Хутран-ситрен американ вĕрени те тĕл пулать-ха, анчах ăна та тирпей кĕртнĕ, йĕри-тавра курăка çăлса кайнă, тайлăк тураттисене каснă. Пĕр сăмахпа каласан — илемлĕ.
Ывăнсан — сак пур. Лар та кан. Йывăç-тĕмĕ сулхăн парĕ. Машшинсем те кунта урамсем тăрăх вĕçтерсе иртмеççĕ — ĕçпе васкамалла пулин те мотора кĕрлеттерсе никам та шавласа иртмест. Ара кашни пĕр-пĕрне паллать-çке. Ав, çамрăк Шура пĕчĕк папкине ача кӳммипе уçăлтарса çӳрет. Тепĕр енче сак çинче Тарас канать. Аллине кĕнеке тытнă та темскер вуласа ларать. Урамăн тепĕр енче ачасем пухăнса темскер хăйсен смартфонĕсем çинче тишкереççĕ.
Чăн та рехетлĕ вырăнта пурăнать Ахваниç.
Ахваниç çул тăваткалĕ патне çитрĕ те тăп! чарăнчĕ. Пуçне хыçа пуçларĕ. Пĕр енне пăхрĕ, тепĕр еннелле сăнарĕ.
Ахваниç пĕр вырăнта самай вăхăт тăратчĕ пуль, анчах пуçра явăнакан шухăшсене хыçалтан хуса çитнĕ Михаля сирсе ячĕ:
— Мĕн пуçна хыçса тăратăн? — сывлăх сунмасăрах кăнттаммăн ыйтрĕ вăл.
— Э? — пуçне çавăрчĕ те Ахваниç, Михаляна палласа илчĕ. — А, эсĕ-иç ку! Мĕн хăратса çӳретĕн? Чĕресĕр хăварăттăн-çке!
— Ара чипер утнă май, тăрук чарăнса тăтăн та пуçна хыçа пуçларăн… Çур литр е иккĕ илесси пирки пуçа ватан пулсан — тӳрех калатăп, пĕрре сахал пулĕ. Çавах иккĕмĕш патне утма тивĕ...
— Хăвăн çур литррусемпе уттар хăв çулупа. Пурне те хăван виçепе ан виç!
— Ара, пуçна хыçатăн та, пулăшас терĕм… Шӳте те ăнланмастăн. Каласа пар хуйхуна, тен, пулăшăп?
— Сан пек пулăшакансем сансăр та пайтах! — тарăхса илчĕ Ахваниç.
Михаля алă сулса çул урлă каçма урине ярса пусрĕ кăна Ахваниç ăна чарчĕ:
— Тăхта. Каçар, ахалех кӳрентертĕм. Тепĕр тесен, тен, сан канашу пулăшма та пултарĕ.
— Мĕнле ыйту вара сиксе тухрĕ? — пулăшма юратакан Михаля тӳрех таврăнчĕ те Ахваниç тавра утса çӳреме тытăнчĕ.
— Арăм çăкăр, сĕт, çăмарта илме ячĕ.
— Ним йывăрлăхне те курмастăп. Йĕри-тавралла çаврăнса пăх — пирĕн кунта сакăр лавкка! Хуть те хăшĕнче туянма пулать! Е укçу çитмест? Кун пекки сан пулкаламанччĕ-ха...
— Итлесе пĕтер, — татрĕ сăмахлама юратакан Михаляна Ахваниç. — Эс пĕлетĕн вĕт, эпĕ принципиаллă çын. Тавар туянакан яланах тĕрĕс тăвать теççĕ. Эп те, çав принциппа пурăнатăп. Анчах… ку мана кăшт йывăрлăх кăларса тăратрĕ.
— Мĕн тата сиксе тухрĕ?
— Хăш лавккана каймалла-ши тетĕп.
— Ара, хут те хăшне суйла. Халь совет самани мар, пирĕн кунта кашни кĕтесре апат-çимĕç лавкки. Укçу кăна пултăр...
— Хуть те хăшне суйла тет. Суйлаймастăп çав. Кашни лавккара мана кӳрентерчĕç, улталарĕç. Халь вара нихăшне те каяс кăмăл çук.
— Мĕнле вара? Пуринче те-им? «Тутлă» лавккара та-им? Унта ман кумма ĕçлет. Вăл тата мĕнле сана кӳрентернĕ.
— Аха, кашнинче. «Тутлă» лавккара та. Ан пăх ман çине ун пек. Сан кумушку кӳрентермен. Лару-тăру икĕ çул каяллах сиксе тухсаччĕ. Çавăн хыççăн тек ура ярса пусмастăп тесе хама сăмах патăм. Ун чухне Нинка ĕçлетчĕ... тавлашу сиксе тухсан лавкка хуçи те мана майлă пулмарĕ, хăйĕн сутăçне хӳтĕлерĕ.
— Ытти лавккасенче вара?
— Пĕринче улталарĕç, тепринче юрăхсăр тавар сутса ячĕç. Хăйсен йăнăшне ăнлансан юрĕччĕ — çук вĕт, хăйсенех тӳрре кăларма тăрăшаççĕ. Вăт, паянхи кунта илсен кашни лавккана ура ярса пусмастăп тесе сăмах панă. Арăм çăкăр илме ячĕ те, тахăшне уттармалла халь...
— Кунта çук-тăк — ара леш урам вĕçĕнче пĕчĕк павильон пур, нумай пулмасть уçрĕç, уйăх каялла.
— Пĕлмест тесе ман пирки ан кала. Пĕлетĕп. Ĕнер кăна вĕсемпе çур сехет вăрçăнтăм. Хăйĕн йăнăшне так-и йышăнмарĕ. Питех те кирлĕ-и вăл? Çĕр тĕнĕлĕ ун тавра çаврăнать тесе шутлать пуль. Çук, урăх ура ярса пусмастăп вĕсем патне! — хаяррăн каласа хучĕ Ахваниç. Ĕнерхи тавлашу уншăн паян та вĕçленменни сисĕнчĕ.
— Тепĕр урам вĕçĕнчи «Пылак» лавкка? — сĕнме тăрăшрĕ Михаля.
— Çулталăк çурă каялла юлашки хут пулса, — алă сулчĕ Ахваниç. — Мĕншĕн вĕсенчен сивĕннине те астумастăп... А! Вĕсен умĕнче пăр çинче шуса ӳкнĕччĕ. Пăра таккама вăхăт тупайман...
— Чăн та пуçа хыçмалăх ыйту... — тутине тăсрĕ Михаля. — Тупрăм!
— Мĕн тупрăн?
— Сан хулана каймалла!
— Хулана? Унта пĕр вĕçне кăна çур сехет. Унта кайса киличчен арăм мана çухатĕ, кайран тепĕр тăватă сехет хушши ăçта çӳрени пирки «çиме» тытăнĕ.
— Вара урăх май. Сĕт кирлĕ-тĕк, Çинахви инкерен кайса туян. Вăл ĕне тытать. Чăххисем те пур…
— Çăкăр та пĕçерет-им? Канихвет туса кăларать-им?
— Çăкăр пирки тĕплĕ калаймастăп, Çинахви тем тума та пĕлет... Канахвечĕ пирки каласан, ку япала ун чăн та çук.
— Çук пулсан мĕн ухмахла шухăш сĕнетĕн? Сĕтпе çăмартасăр пуçне ыттине те туянмалла ман.
— Аптрушки санпа… Тен, çавах та «Тутлă» лавккана каятăн? Сăмах паратăп, ман кумма питĕ тӳрĕ çын, улталакан йышши мар. Нинкине те вĕт икĕ çул каялла кăларса ячĕç, вара ман кумма вырнаçрĕ. Тен, сана пулах ку ĕç-пуç пулса иртнĕ?
— М... Тепĕр тесен тĕрĕсне калатăн. Юрĕ, атя сан кумушку патне.
Ахваниçпе Михаля çул тăваткалĕ урлă каçса «Тутлă» лавкка енне çул тытрĕç.