Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: CӑvashLat Kanashӗ ЧӑвашЛат ҫырулӑхӗ валли ансат сарӑм туса кӑларчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
reflejo 26.06.2007 02:23 | 2528 хут пӑхнӑ

ЧӑвашЛат Канашӗ Windows валли ятарлӑ ансат сарӑм (раскладкӑ) туса кӑларчӗ. Ӑна кашни ансаттӑн лартса усӑ курма пултарать. Компьюттӑрпа чӑвашла ҫырасси татах ҫӑмалланать. Сарӑма ҫакӑнтан уҫлӑр: http://cavashlat.googlepages.com/cvlatalfavic%C4%955

 

XIX ӗмӗрте чӑвашлӑх чӗрӗлса аталанма, чӑвашла хаҫатсем, кӗнекесем тухма пуҫланӑ вӑхӑтранпах чӑвашла сас паллисене пичетлес ыйту тӑрать. Ни Константин Иванов вӑхӑтӗнче, ни совет вӑхӑтӗнче, ни 90-мӗш ҫулсенче кашни чӑваш ҫынни чӑвашла ирӗклӗ канлӗ ҫырса-пичетлессине тивӗҫтерекен хатӗр пулман, ҫуккӑ та. Ҫав ыйтӑва татса парассишӗн ҫунсах ӗнтӗ ылтӑн алӑллӑ Константин Иванов хӑех пичетлемелли хатӗр шутласа кӑларать, унпа усӑ курма ҫӑмӑлах мар пирки халӑхра ҫав хатӗр сарӑлмасть.

 

Совет революцийӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхин хӳреллӗ-шлепкеллӗ сас палли йышне реформӑлаҫҫӗ—чӑваш чӗлхине самай вырӑслатаҫҫӗ, ытлашши сас паллисене катаҫҫӗ, вырӑсран урӑх сас паллисем кӗртеҫҫӗ, хаҫат-кӗнеке пичетлес ӗҫе майлаштараҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче вырӑсран расна 4 шлепкеллӗ-хӳреллӗ сас палли кӑна юлать: «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ». Уйрӑмлӑхӗ шлепке тата хӳре пулнине пула чӑваш совет влаҫӗ чӑваш чӗлхи валли ятарлӑ пичет машини кӑларассипе малӗмӗтленмест—вӑл халӗ те ҫук. Чӑваш интеллигенцийӗ стантартлӑ вырӑс машинккисемпе ҫапса чӑваш шлепкисене алӑ вӗҫҫӗн кӑна лартаҫҫӗ.

 

90-мӗш ҫулсенче Раҫҫее анӑҫран харпӑр компьютерсем килме пуҫласан халӑх машинкӑпа ҫапма пӑрахать, малалла пурте копьютерпа ҫыраҫҫӗ. Самана чӑвашла пичетлессине реформӑлама ыйтать. Чӑваш чӗлхине саккун тӑрӑх аталантарма тивӗҫ Чӑваш правительстви урлӑ выртана тӑрӑх та ҫавӑрмасть, чӑваш наци конгресӗ чӑваш сас паллийӗсенчен тунса вырӑслипе кӑна усӑ курма сӗнет. «Чӑваш чӗлхин кӗпи тӑвӑрланать», чӑвашлӑх хӑйӗн ӗнчине, тӑван чӗлхине ҫухатас синкере кӗрет.

 

21 ӗмӗрте Чуваш.орг чӑваш сас паллийӗсене интернетра, компьютерта пӗрпек ҫырассипе ӗҫ тапратать. Чуваш.оргпа пӗрле чӑвашла латин сас паллисемпе ҫырма май шыракан ЧӑвашЛат ушкӑнӗ тӗвӗленет, ЧӑвашЛат ҫырулӑхӗ пулса каять. Латинҫӑсем хӑйсен чӑвашлатнӑ роман ҫырулӑхӗ тавра Канаш йӗркелесе, тӗллевӗсене, задачичене палӑртаҫҫӗ. ЧӑвашЛат валли ятарлӑ сарӑм кӑларни Канашӑн малтанхи ӗҫӗсенчен пӗри. Малтанах канашҫӑсем “Ubuntu” системине чӑвашлатаҫҫӗ, халӗ “Windows”a та.

 

Малалла кашни ҫын чӑвашла хӗн-асап тӳсмесӗр ҫырайӗ, пичетлейӗ.

 

Ҫак самантрах CVLat Kanashӗ “Bulgarian (CVLat)”ран та лайӑх сарӑм кӑларассипе ӗҫлет. Хальхи сарӑма та ҫитес вӑхӑтра аванлатӗҫ, ҫӗнетӗҫ.

 

Bulgarian (CVLat) сарӑмне ҫак адреспа уҫласа илӗр:

http://cavashlat.googlepages.com/mercen1c.rar

Ӑна вырнаҫтарасси питӗ ансат. Уҫласа илнӗ хыҫҫӑн “setup.exe” файла тапратӑр. Ларту вӗҫленсен чӗлхе хӑмине (языковая панель) пӑлхар чӗлхи хушӑр, ҫавна хушнӑ чухне системӑ сире сарӑм суйлама ыйтӗ, - «Чувашская (CVLat)» суйлӑр. Малалла ЧӑвашЛат ҫырулӑхӗпе ҫырмашкӑн Пӑлхар чӗлхине суйламалла. Чӑваш сас паллийӗсем «Cылтӑм Alt» пускӑчӗпе харӑс «A», «E», «S», «U» тӳмисене пуссан тухаҫҫӗ.

Bulgarian (CVLat) сарӑмӗ Windows ӗҫне чӑрмантармасть, унпа усӑ курма ниепле хӑрушлӑх та ҫук. Асӑрхаттару: Сарӑм «Unicode» пур кашни программӑра ӗҫлеме тивӗҫ. Юникод кодировки ҫук ҫӗрте чӑваш сас паллисем кирлӗ пек тухмасан пултараҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#CVLat

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем