Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Анат Тимӗрчкасси

Персона
Л. Пэленичӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Л. Пэленичӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче истори ӑслӑлӑхсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, «Хыпар» издательство ҫуртне чылай ҫул ертсе пынӑ Алексей Леонтьев 65 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Чӑваш Республикинчи Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче, Раҫҫейӗн социаллӑ политика институтӗнче вӗреннӗ.

Алексей Петрович — 60 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Ҫав шутра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен историйӗпе этнографине тӗпченӗ Николай Никольский пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне, вӑл «Хыпар» хаҫат кун-ҫулӗнче епле йӗр хӑварнине тӗпченине уйрӑммӑн асӑнса хӑврма пулать.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Паян ҫур ҫӗр иртсен Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫулӑм икӗ пӳрте тӗп тунӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнине ҫур ҫӗр иртни 3 сехет тӗлӗнче курнӑ. Ҫунса кайнӑ пӗр ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗрарӑм пушартан ҫӑлӑнас тесе иккӗмӗш хутран сикнӗ. Ҫапла вӑл аллине амантнӑ, ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.

Паян ирхине Муркаш районӗнчи «Хӗвеллӗ» сад юлташлӑхӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуралтӑ таврашӗсем кӗле ҫаврӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри шкулсем пӗлӗве объективлӑ хакламан. Вӗсен списокне Вӗренӳ пахалӑхне хаклакан федераци институчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Тӗрӗслев пахалӑхне Рособрнадзор пӗтӗмлетнӗ.

Тӳрех палӑртар: список вӑрӑм. Унта Чӑваш Енри шкулсем ҫеҫ мар, Раҫҫейри 3 пине яхӑн вӗренӳ учрежденийӗ пур. Пирӗн тӑрӑхрисенчен ҫакӑнта 21 шкул ҫакланнӑ.

Хулари шкулсенчен унта пӗр вӗренӳ учрежденийӗ кӑна. Вӑл — Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкул. Ыттисем — районсенчисем. Элӗк районӗнчен Чӑваш Сурӑм, Елчӗк районӗнчен Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗмӗрле районӗнчен Кӗҫӗн Тӑван, Комсомольски районӗнчен Анат Тимӗрчкасси, Вӑрнар районӗнчен Малти Ишек шкулӗсем лекнӗ. Унсӑр пуҫне — Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Шупашкар, Етӗрне районӗнсенчи икшер, Вӑрмар районӗнчи пилӗк шкул.

 

НАР
16

Каҫал тӑрӑхӗнче — «Янра, чӑваш сӑмахӗ» фестиваль-конкурс
 Владимирова Лидия Николаевна | 16.02.2017 09:55 |

Вӗренӳ

Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Каҫалти 2-мӗш вӑтам шкулта район шайӗнчи «Янра, чӑваш сӑмахӗ» республика фестиваль-конкурсӗ пулса иртрӗ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ ку районти чӑваш чӑлхипе литературине вӗрентекенсемшӗн тата вӗренекенсемшӗн.

Уява районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫрӗ. Вӑл чӑваш сӑмахне юратакансене уяв ячӗпе саламларӗ. Районти чи маттур та пултаруллӑ ачасем пуҫтарӑннӑшӑн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. Пурне те конкурсра ӑнӑҫу сунчӗ.

Хӑнасене Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул директорӗ Е.Н.Савельев уяв ячӗпе саламларӗ, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палӑртрӗ.

Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашни, тӗрлӗрен конкурссенче ӑмӑртни мӗн тери паха. Эпир чӑваш ҫӗрӗ ҫинче чӑваш пулса ҫуралнишӗн мухтанма тивӗҫ. Мӗн тери пуян пирӗн чӗлхе! Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта усӑллӑ пулнӑ, тенӗ ваттисем. Сирӗн хамӑр ҫӗр-шыва усӑллӑ ҫынсем пулмалла пултӑр тата тӑнӑҫлӑх пултӑр.

Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина пухӑннисене, уява хутшӑнакансене пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа саламласа ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Вӗренӳ

Раҫҫей Федерацийӗнче икҫӗре яхӑн тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Вӗсем ҫӗршывӑн нумай-нумай хулисемпе ялӗсенче час-часах ҫывӑх хутшӑнса пурӑнни те куҫ кӗрет. Нумай чӗлхеллӗ халӑха пӗр-пӗрне ӑнланса пыма РФ Конституцийӗ «патшалӑх» статусне панӑ вырӑс чӗлхи пулӑшать. Апла пулсан та кашни халӑх хӑйӗн пуян культурине, хӑйнеевӗрлӗхне, несӗлӗсенчен ламран лама куҫса пырса атӑланакан чӗлхине упраса сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшать. Ҫакна шута илсе ӗнтӗ шӑп та лӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла пирӗн Чӑваш республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан шкулсен программине «Тӑван ен историпе культури» (История и культура родного края) ҫӗнӗ предмет кӗртрӗҫ.

«Кӗртнӗ» сӑмаха калама ҫӑмӑл та, чӑннипе ӗҫе кӗртме вара питех те нумай тар юхтарма тиврӗ ун чухне: вӗренӱ программисем ҫеҫ мар, кӗнекисем те ҫук! Халиччен шкулсенче пулман-илтмен ҫӗнӗ предмета вӗрентме учительсем те ҫук! Ҫӗнӗ вӗренӱ ҫулӗ пуҫланнӑ-пуҫланман республикӑри ялсемпе хуласенчи вырнаҫнӑ шкулсенчи тӗрлӗ предметсене вӗрентекенсем Шупашкарти вӗрентӱ институтне пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче чӑваш чӗлхипе литератури, истори, музыка, рисовани тат ытти предметсене ертсе пыракансем пулчӗҫ.

Малалла...

 

Культура

Паян, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 17:00 сехетре Наци вулавӑшӗн кинозалӗнче — вӑл 213-меш пӳлӗмре вырнаҫнӑ — «Нарспи» илемлӗ фильм пӗрле ларса пӑхӗҫ. Кинкурава Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ йӗркеленӗ.

«Нарспи» илемлӗ фильма Михаил Луков юрӑҫ тата композитор 2013-мӗш ҫулта режиссер пулса ӳкернӗ. Рольсенче: Арина Андреева (Нарспи), Давид Александров (Сетнер), Илья Ананьев (Михетер), Галина Чернова (Михетер карчӑкӗ), Петр Григорьев (Тӑхтаман), Мария Григорьева (Сетнер амӑшӗ) тата ыттисем. Фильмра Чӑваш Республикинчи паллӑ фольклор ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ: «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем» фольклор ушкӑнӗ, Патӑрьел районӗн Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи «Шуҫӑм» халӑх фольклор ушкӑнӗ. Фильма Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ӳкернӗ. Унӑн тӑршшӗ 110 минут.

Аса илтеретпӗр, кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/47.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем