Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аҫӑмҫырми

Персона
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ прозаик, поэт, куҫаруҫӑ, редактор Галина Матвеева иртнӗ эрнере 65 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш наци вулавӑшӗнче унӑн бенефисӗ иртнӗ.

Галина Матвеева (Антонова) 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Урал университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ пулнӑ.

Вӑл – ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» кӗнекесен авторӗ.

Пултаруллӑ хӗрарӑм сӑвӑсем те ҫырать, ача-пӑча литературине чӑвашла куҫарать.

 

Политика
Михаил Игнатьевпа Юрий Акиньшин
Михаил Игнатьевпа Юрий Акиньшин

Паян ирпе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Юрий Акиньшин йышӑннӑ.

Полпред пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат вӑл агроном тата юрист пулнине хыпарланӑ. Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна унтан тӗрӗслев хыҫҫӑн хӑтарнӑ пулать.

Полпред тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫулларанпа Валерий Шакин пурнӑҫланӑччӗ. Тулли праваллӑ элчӗре талпӑнуллӑ тимленипе палӑрнӑ Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Шанса панӑ укҫапа тивӗҫлӗ усӑ курман тесе шухӑшланӑран пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, килтен тухмалла мар йышӑннӑччӗ. Леонид Волков ҫӗршыв Президенчӗ патне темиҫе хутчен ҫырчӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна ирӗке кӑларчӗҫ, пуҫиле ӗҫ, шел пулин те, вӗҫленмен — тӗпчев малалла пырать.

Малалла...

 

Персона
Леонид Волков
Леонид Волков

Паян — Леонид Волков ҫуралнӑ кунӗ, вӑл 42 тултарнӑ.

Леонид Валерьевич 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Шупашкарти кабель кӑларакан савутра, Перекет банкӗнче, «Эларӑра» ӗҫленӗ. Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен элчелӗхе 2012 ҫул пуҫламӑшӗнче ертсе пыма пуҫланӑ. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна шанса панӑ укҫапа тивӗҫлӗ усӑ курман тесе ӗҫрен хӑтарнӑ, килтен тухмалла мар йышӑннӑ. Юрать-ха ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна ирӗке кӑларнӑ. Айӑплав тӳрре тухассипе тухманни халь те паллӑ мар.

Усал сӑмах саракансем, сӑмах май, Леонид Волкова, ВТБ банкӑн консультаци канашӗн йышӗнчен тӳрех кӑларса пӑрахасси пирки сӑмахлатчӗҫ. Анчах та паян кун та вӑл ҫав йышра шутланать. Ҫав вӑхӑтрах, тӑван ял тӑрӑхӗнче унӑн ятне тӳрех хуратнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.vtb.ru/ir/sovet/consist/
 

Республикӑра

Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырминче пурӑнакан 16-ри Олегпа 14 ҫулти Максим Федоровсене ялта паттӑр тесе чӗнеҫҫӗ. Мӗн тунӑ-ха ҫак яшсем? Чӑннипех те паттар ӗҫ тунӑ. Олегпа Максим ҫӗртмен 5-мӗшӗнче пӗвере путма пуҫланӑ арҫынна вилӗмрен ҫӑлнӑ.

Ҫак ялтах пурӑнакан 43 ҫулти арҫын Олегпа Максим пулман тӑк пурнӑҫпа сывпуллашӑччӗ. Ҫав кун пӗве хӗрринче аслисем каннӑ. Унччен те пулмасть — ҫухӑрашма пуҫланӑ. Олег каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫав арҫын ишнине курнӑ. Кӑштахран, ҫыран хӗрринерех ҫитсен, хайхискер чӑмнӑ та ҫухалнӑ. Пӗр минут иртнӗ, иккӗ… Арҫын ҫаплах тухман. Олег малтанах ҫавскер шыв айӗнче сылӑшсӑр вӑрах вӑхӑт пулнинчен тӗлӗннӗ. Унтан ӑнланнӑ: арҫын тӑнне ҫухатнӑ та шыв айӗнчен тухайман-мӗн.

Максим та инкек сиксе тухнине ӑнланнӑ, тӳрех шыва чӑмнӑ. Малтанах вӑл путнӑскере шыраса тупайман. Иккӗмӗш хут чӑмсан арҫынна тупнӑ, пиччӗшне пулӑшма чӗннӗ. Кашни ҫеккунт хаклӑ пулнӑран арҫын ачасем хӑвӑрт ӗҫленӗ, арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унтан ӑна медиксем пулӑшу панӑ.

Федоровсем пӗверен инҫех мар пурӑнаҫҫӗ. Амӑшӗ Элеонора каланӑ тӑрӑх, утӑ ҫулнӑ хыҫҫӑн арҫын ачасем шыва кӗме пуҫтарӑннӑ.

Малалла...

 

Вӑрнар районӗнчи ярмушкасем ял уявне пухӑнни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра кун пек уявсене унта та кунта та ирттереҫҫӗ те, асӑннӑ районти аҫӑмҫырмисем те Ял кунне пуҫтарӑннӑ. Унта ялӑн хастарӗсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑнисене чысланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Горбунов вара ку тӑрӑхрисене район энциклопедине темиҫе штуках парнеленӗ.

Уява пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарма Вӑрнартан «Тивлет» ансамбль пырса ҫитнӗ. Чӑрӑшкас Хирлепри «Хӗлхем» ансамбль те халӑха савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Кунсӑр пуҫне тӑван ялсене ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ Клара Осокина та саламлама ҫитнӗ. Вӑл ертсе пыракан «Туслӑх» ансамбль Аҫӑм Ҫырма гимнне шӑрантарса панӑ. Ҫак мухтав юррине Валерий Смирнов (Вадим атте) ҫырнӑ иккен.

«Епле уяв шӳрпесӗр ирттӗр?» — теҫҫӗ аҫӑмҫырмасем. Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫимӗҫӗ шутланакан ҫак апата икӗ Валентина Иванова — пӗри Николаевна, тепри — Петровна тата Маргарита Герасимова хатӗрленӗ.

Малалла...

 

Аҫӑмҫырми ял клубӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Ҫул уявне хатӗрленеҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем 6-мӗш клас ачисемпе пӗрле «Ҫӗнӗ ҫул култармӑшӗсем» ятлӑ ӳкерчӗксен конкурсне йӗркелесе ирттерчӗҫ.

Ачасемех Ҫӗнӗ Ҫулпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксемпе клуб чӳречисене ерешлесе тухрӗҫ.

Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пур хутшӑнакана та пылак ҫимӗҫсем парнелерӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй