Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшра ача-пӑча кӗнекин «Филиппок» театрӗ ӗҫлет-мӗн. Кӗҫех вӑл хупӑнмалла. Ҫук-ха. Яланлӑхах мар. Вӑхӑтлӑха. Унчен вара театр черетлӗ заняти ирттернӗ. Унта ачасем епле пьеса лартассине суйланӑ. Кӗҫӗннисем «Теремок» юмах лартӗҫ, аслӑраххисем А.Н. Нестерован «Вӑрман шкулӗ» пьесине суйланӑ. Юлашкинчен асӑннӑ хайлав туслӑх, килӗшӳпе ҫураҫу, тӗрӗс те тӑрӑшуллӑ пулма вӗрентет. Тӗп харкамӗсем — вӑрман чӗрчунӗсем.
«Филиппок» театра ҫӳрекенсем ҫапла вара ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ премьерӑпа савӑнтарӗҫ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Ромашка» ача-пӑча пахчине ҫӳрекенсем хӑйсен воспитателӗпе пӗрле нумаях пулмасть шӑматкунлӑха тухнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӑ лаптӑкне тирпейленӗ.
Пӗчӗкскерсенчен хӑшӗсем шӑпӑр тытса шӑлнӑ, теприсем кӗреплепе туранӑ, виҫҫӗмӗшсем типӗ туратсене пуҫтарнӑ. «Ӗҫсӗр никам та тӑман», — тесе пӗлтерет ача пахчи. Пӗрле ӗҫлени, воспитательсен шучӗпе, хӑй тӗллӗнлӗхе, яваплӑха, йӗркелӳллӗхе, дисциплинӑна хӑнӑхтарать.
Ҫапли ҫаплах пуль-ха. Анчах шӑпӑрлансене ӗҫлеттерме юрамасть тесе прокуратура тӑрӑнмасан юратчӗ ӗнтӗ вӗсене. Ара, халь саккунӗсем ӗлӗкхи мар вӗт. Урок вӑхӑтӗнче ӗҫлеттерни вӗренӳ процессне татни пулать-мӗн. Тата ҫула кура кӑна ӗҫлеттермелле. Пӗчӗкреххисене ашшӗ-амӑшӗ ирӗк памасӑр тар кӑларттарни йӗркеллӗ мар, опекӑпа попечитель органӗ ирӗк пани таранах кирлӗ теҫҫӗ те...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |