Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ

Юлашки ҫулсенче ял кунне уявлас йӑла кашни районта ҫирӗпленсе пырать. Шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи «Культура тата вулавӑшри ӗҫӗ-хӗлӗн аталану центрӗн» директорӗ Ю.Н. Николаева пуҫарӑвӗпе Канаш районӗнчи Кӗлтеҫулӗ ялӗнче те «пӗчӗк ялӑн» уявӗ иртнӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе каҫхи апат панӑ хыҫҫӑн ялти ватти-вӗтти та пуҫтарӑннӑ.

Ял халӑхӗ умӗнче чи малтан сӑмаха Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ илнӗ. Вӑл уява пуҫтарӑннӑ халӑха саламланӑ, ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине Раиса Гавриловна Григорьевӑна, ҫемьеленнӗ мӑшӑра — Павел Осиповича тата Зинаида Гавриловнӑна Козловсене, нумай ачаллӑ кил-йыша — Георгия Павловичпа Валентина Николаевна Козловсене тата ҫак эрнере ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫынсене асӑнмаллӑх парне панӑ.

Кӗлтеҫулӗ ялӑн ҫыннисене чи малтан «Хаваслӑ картиш» ача-пӑча ансамбле хӑйӗн юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыҫҫӑн хӑйсен концерт программипе Александр тата Любовь Макаровсем сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем пахча ҫимӗҫӗ, улма-ҫимӗҫӗ тата килти сӑрана илсе тухса пӗр-пӗрне хӑналанӑ.

Малалла...

 

Ӗнер, акан 13-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики — 2012» ӑмӑрту иртрӗ.

Тавҫарулӑхпа ӑсталӑх, ӑспа илем ӑмӑртӑвне кӑҫал 15 пике хутшӑнчӗ, «чи-чи» пулас ӗмӗтпе ӑнтӑлса кашни хӑйне тавҫӑруллӑрах, ӑслӑрах, ӑстарах кӑтартма тӑрӑшрӗ. Пилӗк пайра тупӑшма тиврӗ — «Паллашу», «Ӑс-тӑн ӑмӑртӑвӗ», «Пултаруллӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Пахалавҫӑсем хӑйсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫак паллӑ пулчӗ:

Канаш ен пики – 2012И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Лариса Яковлева (Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял тӑрӑхӗ);

Хӳхӗм пике — Ирина Михайлова (Атнаш ял тӑрӑхӗ);

Ҫепӗҫ пике — Марина Иванов (Ухман ял тӑрӑхӗ);

Ӑс пике — Алиса Сергеев (Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ);

Куракансем кӑмӑлланӑ пике — Диана Григорьева (Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ).

Малалла...

 

Ӗҫ вӑхӑтӗнче
Ӗҫ вӑхӑтӗнче

Анаткас Уҫырма ялӗнчи (Канаш районӗ) Уй урамӗнче (ул. Полевая) нумай пулмасть, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, пӗве юсарӗҫ. Ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ йӗркеленӗ — ҫӗр турттарма «Агат» ТМЯО-ран экскаваторпа самосвал ыйтса илнӗ. Пархатарлӑ ӗҫе Анаткас Уҫырма ялӗнче пурӑнакан Виталий Николаев та хутшӑннӑ — хӑйӗн тиев машинипе ҫӗр турттарнӑ.

Ку пӗве пысӑках мар пулин те, ҫурхи шыв ӑна татса каяс хӑрушлӑх пурччӗ. Халӗ вара, пӗве пуҫне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн, вӑл сирӗпех тӑрасса шанӑҫ пур.

 

Сӑнсем

 

Orphus

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2018 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш-пĕр Сурăхăн таçанах тивĕçтермен, кирлĕ мар çыхăнусене татмалла, халĕ çакна тума шăпах меллĕ вăхăт. Вăхăта ытларах урамра ирттерме тăрăшăр – ку сывлăхшăн усăллă. Эмелсемпе асăрханăр: вĕсене тухтăр çырса памасăр ан ĕçĕр.

Ҫу, 23

1853
165
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ.
1967
51
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Маншăн пур-пĕрех
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çук, малалла ĕçлемелле
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org