Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Армени

Спорт
Чӑваш каччисемпе хӗрӗсем
Чӑваш каччисемпе хӗрӗсем

Ҫурла уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнче спортӑн тата вӑйӑсен наци енӗсемпе Никама Пӑхӑнман Ҫӗршывсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри ҫамрӑксем те хутшӑннӑ.

Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен пиҫиххипе кӗрешме, кире пуканӗ йӑтса, шашка выляса, самбо енпе, вӗрен туртса, ухӑран персе, чушкӑлла выляса тата мас-рестлинг енӗпе тупӑшма тивнӗ.

Ӑмӑртӑва Азербайджанран, Арменирен, Беларуҫран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Таджикистанран, Молдавинчен, Туркменистанран тата Раҫҫейрен пухӑннӑ 300 ытла ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Мас-рестлингпа Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне пирӗн республикӑран Роман Савинов, Екатерина Тришина, Надежда Осипова тата Алина Алексеева кӗнӗ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче ӑсталӑха илеҫҫӗ. Ҫак маттурсем кӗнӗ команда ыттисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

 

Тӗнчере
Олег Галущенко (Кишинёв) тат Эрбина Никитина (Шупашкар) Молдави Республикинчи конференци вӑхӑтӗнче
Олег Галущенко (Кишинёв) тат Эрбина Никитина (Шупашкар) Молдави Республикинчи конференци вӑхӑтӗнче

Ҫу уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче Молдави Республикинче «Этнологическое наследие: концепции, тенденции и подходы» (чӑв. Этнологи эткерлӗхӗ: концепци, тенденци тата ҫул-йӗрсем) ятпа пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна ҫав ҫӗршыври Ӑслӑлӑх академийӗн Культура эткерлӗхӗн институчӗ тата Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен гуманитари енчен килӗштерсе ӗҫлессипе ӗҫлекен фончӗ йӗркеленӗ.

Унта Арменири, Беларуҫри, Молдавинчи, Украинӑри тата Раҫҫейри 100 ытла ученӑй хутшӑннӑ. Ҫав шутра пирӗн Чӑваш Ен пайташӗ пулнӑ. Телейлӗ ҫав ҫын — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Шупашкарти кооператив институчӗн доценчӗ, редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина.

Кишиневри конференцие вӑл Молдавинчи Географсемпе этнологсен ассоциацийӗн президенчӗ, географи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Дорин Лозован йыхравланипе кайнӑ. Вӑл Чӑваш Енри ӗҫтешсемпе: Георгий Матвеевпа, Виталий Станьялпа, Атнер Хусанкайпа — туслӑ. Унтан та ытларах: Чӑваш Енри тавра пӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ют ҫӗршыври пайташӗ.

 

Республикӑра

Утӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ют ҫӗршыв гражданӗсене тата граджанлӑхсӑр ҫынсене вырӑс чӗлхине пӗлессине тӗрӗсленӗ. Ҫакна кура вӗсене вырӑс чӗлхиллӗ ҫын пулнипе пулманнине палӑртнӑ.

Экзамен виҫӗ пайран тӑнӑ: виҫҫӗшӗ — ҫыру вӗҫҫӗн, пӗри — сӑмах вӗҫҫӗн. Экзамена Украинӑри, Арменири, Таджикистанри тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ.

Украинӑри икӗ граждан тата Таджикистанри пӗр ҫын вырӑс чӗлхине пӗлнине палӑртнӑ. Армени ҫынни экзамена тытайман. Ӑна вӑл тепӗр ҫулталӑкран ҫеҫ тытма пултарӗ.

Чӑваш чӗлхине пӗлмеллине палӑртакан пӗр саккун та ҫуккине асӑрхаса хӑварас пулать. Ку япала ӗнтӗ ют ҫӗршывран килнисем чӑваш ҫыннисемпе тӗл пулмассине кӑтартса парать. Е саккун кӑларакансем вӗсем чӑвашсемпе вырӑсла калаҫасса шанаҫҫӗ пулинех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71800
 

1915 ҫулта Осман империйӗнче геноцида пула шар курнӑ 1,5 миллион эрмене Эрменсен апостол чиркӗвӗн Архиерей соборӗ канонизацилеме йышӑннӑ. Эрмен чиркӗвӗн епископӗсен пухӑвӗ тулли йышпа юлашки тӑватӑ ӗмӗр хушшинче пачах пухӑнманнине халӗ пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫапла вара эрмен чиркӗвӗ 1651 ҫултанпа канонизаци ирттермен.

Эрмени Президенчӗ Серж Саргсян капла тунине халь пурӑнакансен тивӗҫӗ тесе хакланӑ, ҫӗнӗрен геноцид пуласран сыхланмаллине палӑртнӑ.

Эрменсене чӗлхе тата раса енчен хӗсӗрленине 2011 ҫулта Франци официаллӑ майпа ҫирӗплетме пӑхнӑ. Анчах Анкарара, Турцин тӗп хулинче, ку пуҫарӑва ырламан кӑна мар, турккӑ ертӳҫисем апла йышӑнсан ик ҫӗршыв хушшинчи лару-тӑру ҫивӗчленесси пирки асӑрхаттарнӑ. Турцин премьерӗ Реджеп Тайип Эрдоган Францие тек каймассипе хӑратнӑ. Ҫапла вара хрантсуссен саккун проектне парламентарисем ырласа йышӑннӑ, Конституци канашӗ сивленӗ. Эрменсем 1915 ҫулта геноцида пула шар курни ҫинчен калакан резолюци проектне пӗлтӗр Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Конгресне илсе тухнӑ. Осман империйӗнче эрменсене йышлӑ пӗтернине йышӑннӑ пулин те АПШ правительстви геноцид сӑмаха усӑ курман.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c1/893683.html
 

Ереван хулинче «Чӑваш юмахӗсемпе халапӗсем» эрменле пичетленсе тухнӑ, кӑлараканӗ — «Цицернак» издательство.

Ку кӗнеке хӑйне евӗр хурав. 2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви «Патвар Назар» кӗнеке кӑларнӑччӗ — унта эрменсен юмахӗсем чӑвашла пичетленнӗччӗ. Ҫапла май эрменсем те парӑмлӑ юлас темен — пирӗн юмахсене хӑйсен чӗлхипе кӑларнӑ.

Ереванта тухнӑ кӗнекене ҫак халапсем кӗнӗ: «Улӑп ҫӗрӗ», «Сармантей», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Ылтӑн хутаҫ» тата ыттисем. Эрменле вӗсене Ованес Айвазян куҫарнӑ.

Икӗ халӑх хушшинчи хутшӑну малашне аталанса пырӗ кӑна — Чӑваш кӗнеке издательстви хальхи вӑхӑтра эрмен кулӑшӗсен пуххине хатӗрлет, Ереванра вара Юрий Скворцовӑн суйласа илнӗ хайлавӗсем пичете кӗтеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i793.html
 

Orphus

Баннерсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2018 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Иккĕлентермен ĕçсене кăна пуçăнăр. Васкавлă йышăнусем ан тăвăр, çынсене ан тиркĕр. Пуçа килнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртиччен тĕплĕ шухăшлăр – лайăх мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Маншăн пур-пĕрех
Çук, малалла ĕçлемелле
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org