Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Архангельск

Персона
Александр Пылин поляр капитанӗ ҫинчен ҫырнӑ статья
Александр Пылин поляр капитанӗ ҫинчен ҫырнӑ статья

Мурманск тӑрӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ чӑвашпа паллаштаракан пысӑк статья пичетленнӗ. 2007 ҫултанпа тухса тӑракан «Мурманская миля» информаципе аналитика журналӗн кӑҫалхи 1-мӗш (38) номерӗнче «МАГЭ берет Высокие широты» (чӑв. МАГЭ ҫӳллӗ широтана тухать) статьян виҫҫӗмӗш сыпӑкӗнче Александр Пылин ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

«Тропический снимок при ноле градусов» (чӑв. Нуль градусри тропик сӑнӗ) статьяра «Николай Трубятчинский» ӑслӑлӑхпа тӗпчев карапӗн капитанӗ Александр Пылин пирки сӑмах пырать. Александр Альбертович 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ. Статья авторӗ Павел Вишневский пирӗн ентешпе пуҫласа 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче паллашнине пӗлтернӗ.

Александр Пылин журналиста каланӑ тӑрӑх, Пӑртас ялӗнче унччен моряк пулман. Салтакра чухне шӑпа ӑна Архангельск облаҫӗнчи Плесецк хулинчи вӑл вӑхӑтра вӑрттӑнлӑхра шутланнӑ космодрома илсе ҫитернӗ. Дембеле каяс умӗн А. Пылин Мурманскри аслӑ инженери ҫар училищине вӗренме пухни пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Вӗренме кӗмелли услови пирки училищерен ӑнлантарса ҫырса янине Вӑрнар чӑвашӗ паян та хаклӑ реликви вырӑнне упрать.

Малалла...

 

Экономика

Чӑваш Енри промышленность предприятийӗсем Архангельск облаҫе ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе тухса кайнӑ. Вӗсем вӑл тӑрӑхра паянтан пуҫласа раштавӑн 18-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Пирӗн тӑрӑхран кайнӑ йыша республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Михаил Резников, экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫула пысӑк промышленность организацийӗсен — «Ҫеҫпӗл» предприятин, «Технотрон» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ, «Элкон» обществӑн, «Техноприбор» предприятин, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн, «Яхтинг» обществӑн — ертӳҫисем кӗнӗ.

Чӑваш Ен делегацийӗ Архангельск облаҫӗн ертӳҫисемпе, унти тӳре-шарапа тӗл пулма, Северодвинскри «Севмаш» производство пӗрлешӗвне, карапсем юсакан «Звездочка» центра ҫитсе курма палӑртса хунӑ.

 

Раҫҫейре

Владивостокри ушкӑн РФ Тӗп банкӗ валли 2 пин тенкӗллӗ укҫа кӑларасси пирки петици хатӗрленӗ.

Ушкӑн петици валли алӑ пуснисене пухма тытӑннӑ ӗнтӗ. Пуҫаруҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мумий Тролль» ушкӑн тахҫан «Владивосток 2000» юрра шӑрантарни Владивосток халӑхӗн асӗнче «ҫырӑнса» юлнӑ-мӗн. Вӗсен шухӑшӗпе, кунашкал купюра тухни Раҫҫей ҫыннин кулленхи пурнӑҫне ҫӗршыв культурипе ҫыхӑнтарать.

Пуҫаруҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ хут укҫа Раҫҫей тенкишӗн те усса каять. Ку уйрӑмах хальхи лару-тӑрура пӗлтерӗшлӗ-мӗн.

Ку шухӑша Владивосток тӑрӑхӗнче кӑна мар, ытти хуласенче те ырланӑ. Чылайӑшӗ 2000 тенкӗллӗ укҫа меллӗ тесе шухӑшлать, мӗншӗн тесен 1000 тата 5000 тенкӗлӗххисен хушшинче урӑх купюра ҫук.

ЧР Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, петици официаллӑ статус илтӗр тесен сахалтан та 10 пин сасӑ пухмалла. Хальлӗхе 5 пин ытла сасӑ пухнӑ-мӗн.

Сӑмах май, халӗ РФ Тӗп банкӗ 6 банкнота кӑларать. 10 тенкӗлӗххи ҫине Красноярск хулине ӳкернӗ, 50 тенкӗлӗххи ҫинче — Питӗр, 100 тенкӗлӗххи ҫинче — Мускав, 500 тенкӗлӗххи ҫинче — Архангельск, 1000 тенкӗлӗххи ҫинче — Ярославль, 5000 тенкӗлӗххи ҫинче — Хабаровск хули.

Малалла...

 

Спорт Спортсмена Улатӑр хула пуҫлӑхӗ саламлать
Спортсмена Улатӑр хула пуҫлӑхӗ саламлать

Кире пуканӗ ҫӗклекен Улатӑрти Валерий Притуленкӑна спорта юратакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Чӑваш Ен ушкӑнӗпе вӑл Тӗнче тата Еврази чемпионачӗсене тата Гиннесӑн «300 спартанецӗ» рекорд номинацине хутшӑннӑ. Асӑннӑ ӑмӑрту иртнӗ уйӑхӑн 31 – чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗсенче Архангельск хулинче иртнӗ. Хӑйсен вӑйне виҫме ҫавӑн пекех Канашри Владимир Понихидкин, Шупашкарти Станислав Белков, Шӑмӑршӑри Влдимир Шуряковпа Константин Кусаинов виҫнӗ.

Асӑннӑ ӑмӑртура Валерий Притуленко Гиннес рекорчсӗен кӗнекине лекнӗ. Ҫӗнтерӳпе ӑна Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин саламланӑ. Валерий Иванович вырӑнти физкультурӑпа спорт комплексӗнче ачасене кире спорчӗ енӗпе ӑсталӑха хӑнӑхтарассипе тренер пулса тӑрӑшать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.11.2018 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Унччен сывлăхпа кăлтăксем пулнă-и? Халĕ вĕсем пирки манатăр. Тинех хăвăра лайах туйма пуçлатăр! Çывах çынсемпе хутшăнма вуçех вăхăт пулмĕ, çавăнпа ăнланманлăх сиксе тухас хăрушлăх пур. Канмалли кунсенче те пулин вăхăт тупма тăрăшăр.

Чӳк, 19

1942
76
Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1951
67
Ромашкин Валериан Фёдорович, «Канаш» (Чӗмпӗр) хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ ҫуралнӑ.
1988
30
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
1993
25
Упамса вӑрман хуҫалӑхне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Маншăн пур-пĕрех
Çук, малалла ĕçлемелле
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org