Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аслӑ Пӑлхар

Чӑвашлӑх
Асӑну чулӗ. Сергей Щербаков тунӑ сӑн
Асӑну чулӗ. Сергей Щербаков тунӑ сӑн

Чунҫӳрев–2016 (кӑҫал вӑл 27-мӗш хут ҫула тухнӑ) ҫак кунсенче Краснодар тӑрӑхӗнчи Хӑнакур хула ларнӑ вырӑна ҫитнӗ. Кунта вӗсем чӑвашсен мӑн аслашшӗсене сума суса асӑну чулне лартнӑ. Унта «Ку тӑрӑхра VII ӗмӗрте Атӑлҫи палхар-чӑвашӗсемпе Дунай пӑлхарӗсен Аслӑ Пӑлхар патшалахӗн тӗп хули Фанагори пулнӑ» тесе ҫырнӑ.

Асӑну чулне ӗнер вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне унта Чӑваш Енӗн халӑх академикӗ Николай Кондрашкин кӳлепеҫӗ хатӗрленӗ барельеф та вырӑн тупнӑ. Ӑна чул тӑррине вырнаҫтарнӑ. Барьельеф ҫинче Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӑн патши Купрат тата унӑн тӑхӑмӗсем — Аспарухпа Кӑтра-паттӑр — сӑнланнӑ.

Аса илтеретпӗр, Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ 632–671 ҫулсенче палӑрса юлнӑ. Ӑна тӗрлӗ пӑлхар йӑхӗсене пӗрлештерсе йӗркеленӗ пулнӑ. Купрат вилнӗ хыҫҫӑн пӗр чӑмӑра пухӑннӑ йӑхсем каллех саланнӑ. Пӗр пайӗ Питпуянпа пӗрле вырӑнтах юлнӑ, тепӗр пайӗ Тан урлӑ каҫса вырнаҫнӑ. Каярах Кӑтра-паттӑр вӗсене Атӑл тӑрӑхне илсе кайнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ — Аспарух — хӑйӗн ҫыннисене Танай юханшывӗ патне илсе кайнӑ. Тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш ывӑлӗсем хӑйсен ҫыннисемпе хальхи Македони тата Итали ҫӗрӗсене илсе кайнӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Кӑҫал 26-мӗш хут пыракан Чунҫӳрев (паломничество), пӑлхар-чӑвашсен 7-мӗш ӗмӗрӗнчи Аслӑ патшалӑхӗн, Аслӑ Пӑлхарӑн тӗп хули пулнӑ вырӑна Хӑнакур (Фанагория) хулине пулать. Ку вырӑна чӑвашсем пӗрремӗш хут Чунҫӳрев тӑваҫҫӗ. Хӑнакур хули вырӑнӗ халӗ Краснодар крайӗнчи, Темрюк районне кӗрекен, Сенной (Утӑллӑ) ялӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ.

Хӑнакура каясси пирки мана Чунҫӳреве ертсе пыракан Ултияр Цыпленков, Юхма Мишши уявӗн каҫӗнче тӗл пулсан пӗлтернӗччӗ.

Хам эпӗ Хӑнакурта икӗ хут та пулнӑччӗ-ха. Хӑнакурта ялан хӗвел, ешӗл-симӗс иҫӗм ҫырлиллӗ уйсем, аякрах мар мӑнаҫлӑ курӑнса ларакан сӑртсем. Тинӗсӗ, пӗлетӗр-и? Иккӗ, пӗри Хура тинӗс, тепри Азов тинӗсӗ. Шӑп ҫак вырӑнсенче (Раҫҫей наукисен академийӗн официаллӑ ӑсчахӗсем энциклопедисенче ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх) пирӗн халӑхӑн пӗрремӗш патшалӑхӗ, Аслӑ Пӑлхар (Великая Болгария, пирӗн асаттесен патшалӑхӗ пирки кунта уҫса вулӑр) 630-мӗш ҫулсенче чӑмӑртаннӑ, тӗп хули пулнӑ ку вырӑнта. Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗнче икӗ чӗлхе пулнӑ-имӗш, пирӗн пӑлхар(чӑваш) чӗлхи тата грексен чӗлхи, грексем нумай пулнӑран пуль.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2018 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш-пĕр Сурăхăн таçанах тивĕçтермен, кирлĕ мар çыхăнусене татмалла, халĕ çакна тума шăпах меллĕ вăхăт. Вăхăта ытларах урамра ирттерме тăрăшăр – ку сывлăхшăн усăллă. Эмелсемпе асăрханăр: вĕсене тухтăр çырса памасăр ан ĕçĕр.

Ҫу, 23

1853
165
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ.
1967
51
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, малалла ĕçлемелле
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Маншăн пур-пĕрех
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org