Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.2 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аслӑ Чак

Культура

Вӑрнар районӗнче «Литература юбилейӗ» конкурс иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ пирки чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене ачасем хушшинче сарасси, вӗсене чӑвашла вулаттарасси тата чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхӗпе кӑсӑклантарасси пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Конкурса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем 5 тӗрлӗ номинаципе хӑйсем хатӗрленӗ ӗҫӗсене тӑратнӑ. Аслӑ категориллӗ вӗрентекенсенчен тӑракан жюри кашни номинацире ӗҫе 4 енчен хакланӑ.

«Буклет» номинацире Аслӑ Чакри Р.С. Теплова 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Вӑрмар шкулӗнчи Г.Н. Васильева — 2-мӗш вырӑна, Ҫӗнӗ Кинчерти И.Ф. Краснова тата Энӗшпуҫӗнчи О.Н. Васильева — 3-мӗш вырӑна.

«Видеролик» номинацире Чупайӗнчи Л.А. Цыфаркина тата Кавалти Н.Ю. Авакова — 1-мӗш, Кӗтеснерти Л.Ю. Николаева 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑрмарти В.Г. Антонова, Чулкасри А.В. Михайлова, Кӗтеснерти Г.Н. Николаева, Тикашри Е.И. Платонова, Вӑрнарти Р.М. Иванова Р.М. «Викторина» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. «Презентаци» номинацире И.

Малалла...

 

Культура

Вӑрмарти центрӑн 18 ҫул тултарман ачасен диагностика тата социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн воспитанникӗсем каникул вӑхӑтӗнче вырӑс халӑх юмахӗн инсцинировкине хатӗрленӗ. Вӑл «Йӑвача — ҫӗнӗлле» ятлӑ пулнӑ.

Ачасем рольсене хӑйсемех суйланӑ. Юлташӗсемпе хутшӑнма юратакан Ангелина карчӑк рольне калӑпланӑ. Шӑпӑл-шапӑл мар Максим старик пулнӑ. Чи хаваслӑ Павлик мулкач ролне суйланӑ. Ӑслӑ Камилла тӑмана рольне вылянӑ. Чее тата сӑн ӳкерӗнме кӑмӑллакан Ирина тилӗ пулнӑ. Базилио кушак аҫипе йӑвачана Дима калӑпланӑ. Ачасем юмах репетицине кӑна хутшӑнман. Вӗсем хӑйсен сӑнарӗсем валли маскӑсем те хатӗрленӗ.

Юмах инсцинировки пысӑк шайра иртнӗ. Ыттисем те кӑмӑллӑ юлнӑ. Пӗчӗк артистсем «Йӑвача — ҫӗнӗлле» юмаха Аслӑ Чак ачисене кӑтартма тӗв тунӑ.

Сӑнсем (9)

 

Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче кашни районтах Акатуй иртӗ. Хӑш-пӗр районти ялсенче вара ӑна ирттерме те ӗлкӗрнӗ. Сӑмахран, юрӑпа ӗҫ тата спорт уявне ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Аслӑ Чакри (Вӑрмар районӗ) стадионра уявларӗҫ. Тӗрлӗ тӗслӗ шарсем, транспарантсем, ялавсем ҫакӑнса тӑнӑран тата динамиксенчен хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янранӑран вӑл кунхи ҫумӑрлӑ та пӗлӗтлӗ тӑракан ҫанталӑк халӑх кӑмӑлне пӗрре те пӑсмарӗ, хавасланма чармарӗ.

Ялти Акатуй тата та хаваслӑрах ирттӗр тесе Шупашкартан ятарласа артистсене чӗннӗ. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен юрри никама та тунсӑхлама памарӗ — халӑх вӗсемпе пӗрле юрларӗ, ташларӗ.

Спорт пайне илес пулсан футбол та пулчӗ, кире пуканне йӑтасси те пулчӗ, «Кӗрешӳ» те, вӗрен туртасси те, ҫӑмӑл атлетикӑ та. Тӗп парнене «Кӗрешӳре» Аслӑ Чак ял ҫынни Валерий Григорьев ҫӗнсе илчӗ.

Уяв тутлӑ апатсӑр иртмерӗ — чӑваш шӳрпи кашнине лекрӗ.

 

Orphus

Радио (20.02.2018)

20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.02.2018 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере малти вырӑнта сирӗн хӑвӑр ӗҫсем тӑмалла — ыттисене пулӑшма ытла ан васкӑр. Тунтикун пысӑк пуҫлӑхпа паллашма май пулӗ — уҫӑ кӑмӑлпа калаҫсан сирӗн сӑмахӑрсене ӑша хывма ту пултарӗҫ.

Нарӑс, 20

1909
109
Нестор Янкас, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1922
96
Нестер Янкас, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш Республикин тӗп хули:
Ҫӗмӗрле
Хусан
Канаш
Улатӑр
Ҫӗрпӳ
Чӗмпӗр
Шупашкар
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org