Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аслӑ Ӑнӑ

Афиша

Юпан 21-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче Тутар Республикинчи ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш писательсен пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Сорокинӑн виҫӗ томлӑ «Вечная Волга» романӗн хӑтлавӗ пулать. Сумлӑ мероприяти умӗн «Сувар» вулаканӗсене автор хӑйӗнпе те, романпа та ҫывӑхрах паллаштарасшӑн.

Николай Сорокин Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хусанта 8 ҫул «Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ, унтан 37 ҫул ытла ИТАР-ТАСС-ра, халичченех ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хусанти радиора «Атте-анне сассисем» ятлӑ чӑваш кӑларӑмӗсене пуҫарса янӑ, унтан «Сувар» хаҫата, «Шурӑмпуҫ» журнала уҫса 6 ҫул тӗп редактор пулса ӗҫленӗ. Хусан историйӗнче пирвайхи хут чӑваш чиркӗвне Параскева Пятница ятлине уҫнӑ.

Ҫав хушӑрах, укҫа ҫитменнипе-тӗр, кӗнекесем ҫырма тытӑннӑ. Малтан очерк пуххисем — «Рабочие династии», «Нижнекамский репортаж», «Над шишкинским бором рассвет» — тухнӑ, унтан повеҫсем: «Колесо жизни», «Купец с КАМАЗа», «Купцы новой России». Пӗлтӗр ӑна тата Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫине суйланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5818.html
 

Алексей Наумов ертсе пыракан “Хусан чӑвашӗсем” ушкӑн юлашки вӑхӑтра концертсемпе районсене тухса ҫӳременнине вӗсен пултарулӑхне кӑмӑллакансем асӑрхаса пӑшӑрхана пуҫларӗҫ: ҫулталӑк ытла ӗнтӗ вӗсене сцена ҫинче курман. Саланса кайман-и вӗсем?..

- Кунта нимех те пӑшӑрханмалли ҫук, тет Алексей Наумов. - Пирӗн ушкӑнри пӗр-ик солистка ҫӗршыври демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пикеннине шута илмесен, йыш улшӑнман темелле. Сцена ҫине ҫулталӑк тухманни – эпир ҫӗнӗ альбом хатӗрленипе ҫыхӑннӑ. Кунта халӗ тытӑм самаях улшӑннӑ: юрӑсем рок кӗвӗпе кӑна мар, “айр-н-би”, “хип-хоп” юхӑмсене те шута илнӗ.

Тутарстанри чӑваш сӑвӑҫӗсемпе композиторӗсен юррисене альбома кӗртес йӑлана “Хусан чӑвашӗсем” халь те пӑхӑнса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тӗпчевпе шырав ӗҫӗсене те вӗҫлемен. Авалхи чӑваш юррисен кӗввине улӑштармасӑр хальхи сӗм кӗртсе-пуянлатса вӗсене иккӗмӗш пурнӑҫ панипе танах. Ҫакнашкал юрӑсен шутне эпосра сыхланса юлнӑ “Ҫӗлен” те кӗрет. Ӑна ҫыртарнӑ чухне чӑн халӑх инструменчӗсемпе (тумра, купӑс, сӑрнай) усӑ курнине музыкансем пысӑк ҫитӗнӳ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш халӑх юррисене стилизацилени ҫамрӑксене уйрӑмах килӗшет.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.11.2018 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере укçа-тенкĕ енчен лару-тăру лайăхланĕ. Юратнă çынпа пĕр чĕлхе тупма, ыйтусене татса пама, ăнланманлăхсене сирме тăрашăр. ЗАГСа кайма, пĕрле пурăнма тытăнма, хваттер илме ăнăçлă вахăт.

Чӳк, 15

1982
36
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
2002
16
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Маншăн пур-пĕрех
Çук, малалла ĕçлемелле
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org