Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ашмарин вулавӗ

Хусан патшалӑх университечӗн профессорӗ Х.Ю.Миннегулов "Мэдэни пюмга" хаҫатра (2.01.2009) ҫырнинчен: "Ашмарин — паллӑ тюрколог. Вӑл тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхине, литературине, сӑмахлӑхне тата йӑли-йӗркине тӗпченӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче чӑваш чӗлхине тата халӑх сӑмахлӑхне тӗпчесси пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Вӑл хатӗрленӗ 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен пуххи» словарь питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех Ашмарин аслӑ вӗренӳ шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ программӑсем тӑвакан пуҫаруҫӑ пулнине те палӑртмалла.

Паянхи вӑхӑтра ЧПУ ректорӗ Л.П.Кураков ертсе пынипе чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем чӑваш чӗлхипе литератури тата культури аталантӑр тесе пӗтӗм чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗ те паянхи кун чӑваш чӗлхипе литературин специалисчӗсене хатӗрлекен тӗп вырӑн шутланать. Кунта ҫавӑн пекех диссертаци канашӗ те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. ЧПУри ӑсчахсен ӗҫӗсене Раҫҫейпе Тӗрӗк тӗнчинче аван пӗлеҫҫӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ ӑслӑлӑха аталантарас тесе чылай ӗҫсем тӑвать.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхин 17 томлӑ словарӗн авторне, тӑван чӗлхе пӗлӗвӗн ӑслӑлӑх никӗсне хывнӑ Н.И. Ашмарина (1870 – 1933) халалласа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче VΙ хут «Ашмарин вулавӗ» иртрӗ. Маларах вӑл ҫулленех пулатчӗ, халӗ ӑна икӗ ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ. Шайӗ сумлӑ — Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ. Чӑнах та, республика тулашӗнчен килнӗ ӑсчахсем вулавра сахал мар пулчӗҫ. Пӗрлехи лару хыҫҫӑн ҫакӑн пек секцисемпе ҫум секцисене пайланса

ӗҫлерӗҫ:

- «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен литература теорийӗпе историйӗ»;

- «Пӗтӗмӗшле чӗлхе пӗлӗвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем»;

- «Чӗлхепе литературӑна вӗрентмелли меслетлӗх»;

- «Философин, культурологин тата общество историйӗн ыйтӑвӗсем» т.ыт.те.

Студентсемпе шкул ачисен доклачӗ-хыпарне итлеме ятарлӑ секци йӗркеленӗ.

 

Конференцире интересли, усӑлли, чуна пӑлхатаканни сахал мар пулчӗ. «Ашмарин вулавӗн» черетлӗ VΙΙ конференцийӗ 2010 ҫулхи юпара пулӗ. Унта сирӗн доклада та хапӑл тӑвӗҫ.

Малалла...

 

ПУШ
18

Ашмарин вулавӗсем
 lukina | 18.03.2008 14:45 |

Чӑваш патшалӑх университечӗн типографийӗнчен «Ашмарин вулавӗсем» ӑслӑлӑх статйисен пуххи пичетленсе тухрӗ. Ӑна унверситет 40 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӗнекене пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттернӗ «Ашмарин вулавӗсем–5» ӑслӑлӑх конференцийӗн (2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсем) материалӗсем кӗнӗ.

Авторсем хушшинче: Р.Ш. Бердалиева (Х.А. Ясауи ячӗллӗ МКТУ , Туркестан х.), Ф.Г. Галлямов (Елабуга патшалӑх педагогика университечӗ, Елабуга х.), Ф.Ф. Гаффарова (ТР ӐА Г. Ибрагимов ячӗллӗ ИЯЛИ, Хусан х.), Й. Луутонен (Турку х. университет, Финлянди), А.С.Мельников (Ял хуҫалӑх машинисене кӑларма хатӗрлекен Ростов академийӗ, Дон-ҫинчи-Ростов х.), Г.Ф. Имаметдинова (Тӗмен патшалӑх университечӗ, Тӗмен х.), Ф.И. Тагирова (ТР ӐА Г. Ибрагимов ячӗллӗ ИЯЛИ, Хусан х.), Э.Н. Федорова (ХПУ, Хусан х.), В.С. Чураков (УрО РӐА Удмурти историпе чӗлхе тата литература институчӗ, Ижевск х.), Л.А. Янсаева (ХПУ, Хусан х.), Г.Н. Бояринова (Мари эл патшалӑх университечӗ, Йошкар-Ола х.), С.П. Манаева-Чеснокова (Н.К. Крупская ячӗллӗ МГПИ, Йошкар-Ола х.), Гото Масанори (Кобэ университечӗ, Япони), Т.И. Зайцева (Удмурти патшалӑх университечӗ, Ижевск х.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.08.2018 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Иккĕлентермен ĕçсене кăна пуçăнăр. Васкавлă йышăнусем ан тăвăр, çынсене ан тиркĕр. Пуçа килнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртиччен тĕплĕ шухăшлăр – лайăх мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

Ҫурла, 18

1936
82
Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1953
65
Иванщиков Юрий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1960
58
Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, малалла ĕçлемелле
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Маншăн пур-пĕрех
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org