Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Бельги

Спорт
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш теннисистки Анастасия Иванова Бельгире иртнӗ ӑмӑртура бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Чаваш Енӗн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Спа хулинче иртнӗ уҫӑ тупӑшура ҫамрӑк спортсменсем пӗчченшерӗн, икшерӗн, ушкӑнпа выляса ӑмӑртнӑ. Раҫҫейӗн чи вӑйлӑ 15 спортсменӗн йышӗнче республикӑри сӗтелҫи теннисӗн спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакан Максим Кабуркин, Анастасия Иванова тата Юлия Пуговкина пулнӑ. Вӗсене тупӑшусене Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Артем Уточкин тата Ирина Кириллова тренер хатӗрлеҫҫӗ. Палӑртар, Настя бронза медале 13 ҫула ҫитменнисен йышӗнче вӑй виҫсе выляса ҫӗнсе илнӗ.

Унсӑр пуҫне ҫакна та каласа хӑвармалла, Чӑваш Енӗн ҫамрӑк теннисисчӗсем Кубань ҫинчи Славянск хулинче ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен иртекен Раҫҫей первенствине хутшӑнӗҫ.

 

Тӗнчере

Нидерландпа Бельгинче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Вӑл пилӗк ҫын пурнӑҫне татнӑ. Иккӗшӗ — Оверейссел (нидер. Oaveriessel) провинцире йывӑҫ айне пулса вилнӗ, тепри Гелдерланд (нидер. Gelderland) провинцийӗнче вилӗм тупнӑ — ун ҫине кантӑкран тунӑ хуралнӑ йӑтӑнса аннӑ. Бельгири «Soir» (хрантсусларан чӑвашла куҫарсан Каҫ пулать) хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйлӑ ҫиле пула Брюссельтен инҫе мар тепӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Машинпа пынӑскер ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Германире те пӗр ҫын пӑтӑрмаха лексе вилнӗ — 59 ҫулхи те йывӑҫ айӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ҫанталӑк сӑнавҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйлӑ ҫил каҫччен тытӑнса тӑрӗ. Вӑл анӑҫран анӑҫ-ҫурҫӗрелле куҫӗ. Сӑмах май унччен, кӑрлач пуҫламӑшӗнче, Европӑра «Элеонор» ятли алхаснӑччӗ. Вӑл та ҫын пурнӑҫӗсене татнӑччӗ — тӗрлӗ ҫӗршывра виҫӗ ҫын вилнӗччӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Француз писателӗн Антуан де Сент-Экзюперин «Пӗчӗк принц» аллегорилле юмах-повеҫне француз чӗлхинчен Юрий Артемьев профессор, паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ чӑвашла куҫарнине чӑваш халӑх сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке ют ҫӗршыв ҫыннисене те кӑсӑклантарнӑ. Австрири Герхард Вольц кӗнекен 5—10 экземплярне туянас кӑмӑллине палӑртнӑ. «…Эпӗ ют чӗлхесене вӗренме кӑмӑллатӑп, «Маленький принц» кӗнеке питӗ килӗшет. Ман ӑна питӗ туянас килет», — ҫырнӑ Бельгире пурӑнакан Патрик Баерт. Кӗнекешӗн вӑл акӑлчанла, вырӑсла тата чӑвашла тав тунӑ.

Испанири Хосеп Гонзалес Николас вӗренекенсемпе пӗрле Антуан де Сент-Экзюпери пултарулӑхне тӗпчет. Ҫавна май «Маленький принц» кӗнекене тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнине пухать. Испание 20 экземпляр ярса пама ыйтнӑ.

 

Культура
Курав тата тӑсӑлӗ
Курав тата тӑсӑлӗ

Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ. Курав Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Малтанласа кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех ӗҫлессине хыпарланӑччӗ те анчах Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче курав ҫитес уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑна вӗҫленессине пӗлтернӗ. Унӑн вӑхӑтне тӑсма куракансем ыйтнӑ-мӗн.

Аса илтерер, Ирина Андреева ӑста кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала та ӑсталать. Вӗсем чӑннисем пекех пысӑк. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать.

 

Ӳнер
Ирина Андреева ӳнерҫӗ хӑйӗн ӗҫӗпе
Ирина Андреева ӳнерҫӗ хӑйӗн ӗҫӗпе

Ҫак кунсенче Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван куравӗ ӗҫлет. Кӗҫҫерен тӗрлӗ скульптура ӑсталаканскерӗн «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех уҫӑ пулӗ.

Автор кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала ӑсталанӑ. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать. Автор пултарулӑхне хаклама пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, Ирина Андреева ӗҫӗсенче хурапа сӑрӑ тӗссем станок графикипе, офортпа (хрантсусларан куҫарсан азот йӳҫекӗ пулать), литографипе (чултан касса ӑсталани) ҫывӑхлатаҫҫӗ.

 

Республикӑра

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Бельги преподавателӗпе тӗл пулнӑ. Жан-Франсуа Тири Шупашкара Василий Паскье архимандритпа тӗл пулма килнӗ. Хӑнана итлеме вара студентсемпе филологсем те пухӑннӑ.

Жан-Франсуа Тири Раҫҫее 25 ҫул каялла куҫса килнӗ. Студент чухне пирӗн ҫӗршыв пирки вӑл нимӗн те пӗлмен. Вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑл Раҫҫейре ӗҫлеме ирӗк илнӗ.

Жан-Франсуа Тири вырӑс, акӑлчан, хрантсус, итальян, фламанд чӗлхисене пӗлет. Унӑн шӑпипе Мускаври режиссер кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл Раҫҫее куҫса килнӗ ҫынсем пирки документлӑ фильм ӳкерет.

 

Тӗнчере

Евросоюзри ҫӗршывсене илсен пуринчен аван Данире тӳлеҫҫӗ иккен. Унта тар тӑкакансен шалӑвӗ сехетре вӑтамран 40,3 евро ларать. Хӑш ҫӗршывра мӗн чухлӗ тӳленине Британире эрнесерен тухса тӑракан «The Independent» хаҫат Евросоюзӑн статистика служби иртнӗ ҫулхи пирки хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.

Евросоюзри чи пӗчӗк ӗҫ укҫи — Болгаринче. Унта сехетре вӑтамран 3,8 евро тӳлеҫҫӗ. Европӑра вӑтамран ку цифра 24,6 европа танлашать пулсан, Болгари ҫыннисен шалӑвӗ 6,5 хут пӗчӗкреххи сисӗнет.

Тӳленине кура ӗҫлес килсе тӑмалли ҫӗршывсен шутне ҫавӑн пекех Бельгие (39,1 евро), Швецине (37,4 евро), Люксембурга (35,9 евро), Хрантсие (34,6 евро) кӗртмелле. Чи пӗчӗк шалупа ҫырлахтаракан ҫӗршывсен йышӗнче — 4,6 евро тӳлекен Румыни, 6,5 евроллӑ Литва, 6,6 евроллӑ Латви, 7,3 евроллӑ Венгри.

Раҫҫее Евросоюзри ҫӗршывсемпе танлаштарма хӗнрех-мӗн. Мӗншӗн тесен Евросоюзӑн статистика служби тата Росстат шалу виҫине урӑхларах хаклаҫҫӗ. Макроэкономика тата кӗске вӑхӑтлӑха тишкерес енӗпе ӗҫлекен центрӑн экономисчӗн Игорь Поляковӑн шучӗпе пирӗн ҫӗршывра шалу сехетре вӑтамран 8,4 еврона ларать теме пулать.

 

Вӗренӳ

Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те рабочисем ҫитменни пирки юлашки вӑхӑтра самай калаҫаҫҫӗ. Ҫавна май тӳре-шара рабочи профессин сумне ӳстерме тӑрӑшать.

Акӑ нумаях пулмасть Чӑваш Республикине Бельгири пӗр техника организацийӗнчен делегаци килнӗ.

Делегаци Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пулса курнӑ. Унта программлӑ управленипе ӗҫлекен станоксен операторӗсене хатӗрлекен центр ӗҫлет.

«HAAS» компани Европӑри чылай ҫӗршывра пур. Раҫҫейре вара вӑл — пӗртен пӗрре. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче. «HAAS» компани маркетинг енӗпе ӗҫлекен директорӗ Берт Маес ку центр лайӑх пулнине палӑртнӑ.

Халӗ Раҫҫейре техника специальноҫӗпе кадрсем хатӗрлекен 28 центр уҫнӑ. Бертс Маес палӑртнӑ тӑрӑх, малашне, тен, студентсем ют ҫӗршыв предприятийӗсенче практика тухма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех электромеханика колледжӗнче халӑхсен хушшинче ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76057
 

Orphus

Баннерсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.08.2018 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Иккĕлентермен ĕçсене кăна пуçăнăр. Васкавлă йышăнусем ан тăвăр, çынсене ан тиркĕр. Пуçа килнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртиччен тĕплĕ шухăшлăр – лайăх мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

Ҫурла, 18

1936
82
Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1953
65
Иванщиков Юрий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1960
58
Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, малалла ĕçлемелле
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Маншăн пур-пĕрех
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org