Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Бригантина

«Вӗренни пӑсмасть» ҫак каларӑша тӗпе хурса республикӑри инкекрен хӑтаракансем ҫуллахи кунсем пуҫланнӑранпа сывлӑха ҫирӗплетекен ача-пӑча уйлӑхсенче профилактика кунӗсене ирттереҫҫӗ. ИӖМ ӗҫченӗсем кашни ӑстрӑмра вӗренӳ ӗҫӗсене йӗркелеҫҫӗ. Шӑматкун вара, утӑн 19-мӗшӗнче, вӗсем «Бригантина» уйлӑхра Хӑрушсӑрлӑх кунне хутшӑннӑ. Ку тӗлпулӑва сыхлав ӗҫӗн управленийӗн инспекторӗсем Александр Андриянов тата Ольга Реброва йӗркеленнӗ. Ведомствӑ ӗҫченӗсем ача-пӑчасене пушара асӑрхасан тата шыва кӗрсессӗн мӗнле тыткаламалли ҫинчен каласа панӑ.

ИӖМ ӗҫченӗсем шӑпӑрлансемпе тӗрлӗрен конкурссемпе викторинӑсем ирттернӗ, ачасем тупмалли юмахсем ҫине тупсӑмсем шыранӑ. Унсӑр пуҫне инкекрен хӑтаракансем хӑйсен вӗрентӗвне сӑмахпа кӑна мар куҫӑмлӑ та ҫирӗплетнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсен тумне арҫын ачасемпе пӗр тан хӗрачасем те тӑхӑнса пӑхма кӑмӑлланӑ.

Хыҫҫӑн ИӖМ ӗҫченӗсем шӑпӑрлансене савӑнмалӑх шыв тумламӗсенчен фейерверк тунӑ.

Тӗлпулу вӗҫнелле ҫулӑмпа кӗрешекенсем уйлӑхра вӗренӳллӗ эвакуаци ирттернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2019 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кĕтĕр: савни юратнине пĕлтерет, хутшăнусене çĕнĕ варкăш кĕрĕ. Укçа енчен вара питех ăнмасть. Кивçен илме е тахçанах туянма ĕмĕтленнĕ япалана кайран илме тивĕ.

Ака, 19

1936
83
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
62
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org