Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Варнар районӗ

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкарта ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑркки ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Ҫимӗҫсене туянас килсен «Николаевски» суту-илӳ комлексне, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑна (унчченхи «Шупашкар» пасар), «Шупашкар» универмаг умӗнчи лапама пымалла.

Ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑрккинче аш-какай, пахча ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, кӑлпасси таврашӗ, вӑрӑсем, калчасем туянма май пур. Студентсем, нимеҫӗсем, тивӗҫлӗ канури ҫынсене сумкӑсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ.

Хула администрацийӗ сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех парӗ. Кӑҫал Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка тата ытти районти 10 ытла организаци ярмӑрккӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре виҫӗ сунарҫӑ вӑрманта хир сыснипе унӑн ҫурисене пенӗ. Вӗсем куншӑн йӗплӗ пралук леш енче 2 ҫул таран ларма пултарӗҫ.

ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-мӗшӗнче полицирен Муркаш районӗн ҫыннисем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем палламан сунарҫӑсене курнине пӗлтернӗ. Вӗсемех хир сыснипе ҫурисене пенӗ.

Официаллӑ информаци тӑрӑх, полицейскисем айӑплӑ тесе шухӑшлакан пӗр ҫынна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. 21 ҫулти арҫын ҫумӗнче хир сыснин тушкине тупнӑ.

Тепӗртакран унпа пӗр шухӑшлисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенчен. Халӗ вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1407040
 

Ӳнер

Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче картинӑсен «Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать» куравӗ уҫӑлнӑ. Авторӗ — Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Юрий Бурмистров.

Мероприятие Тавӑт шкулӗн вӗренекенӗсем, Элӗк районӗнчи культӗҫченсем хутшӑннӑ. Уява район администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Людмила Семенова тата районти музей директорӗ Светлана Железнова уҫнӑ. Курав авторӗ те тухса калаҫнӑ. Вӑл ӳкерме ачаранпах юратать-мӗн, ҫутҫанталӑка сӑнать.

Юрий Бурмистров ӳнер куравӗсене хутшӑнать, 2010 ҫулта Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче хӑйӗн куравне йӗркеленӗ. Вӑл чылай жанрпа ӗҫлет: пейзаж, натюрморт, портрет.

 

Пӑтӑрмахсем

Шӑрпӑк — вӑйӑ мар. Хамӑра та мӗн пӗчӗкрен ҫавӑн пек хӑратса ӳстернӗ. Ҫапах та пӗчӗккисем унпа вылянипе шар курнӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ.

Юлашки тӗслӗхсенчен пӗри ӗнер Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ялӗнче пулса иртнӗ. Ҫулӑм тухни пирки хыпар пушар хуралҫисем патне каҫхи сакӑр сехет 40 минутра ҫитнӗ. Вӑл вӑхӑтра кил хуҫи арҫынни килте пулман — инҫете ӗҫлеме тухса кайнӑ. Амӑшӗ кӳршӗсем патне, юмаха курӑнать, кайнӑ. Виҫӗ пӗчӗк ачине хӗрарӑм тӑванӗпе пӑрахса хӑварнӑ. Анчах шӑпӑрлансене пӑхма хӑварнӑ арҫын та вӗсен патӗнчех ларман. Ирӗке тухнӑ ачасем верандӑра шӑрпӑкпа выляма тытӑннӑ, хут чӗртсе янӑ. Ҫулӑма курсан хӑраса тарса пӗтнӗ. Ҫӑлавҫӑсене кӳршӗсем чӗнсе илнӗ. Шӑнкӑрав хыҫҫӑн 5 минутра вырӑна персе ҫитнӗ пушар сӳнтерекенсем ҫулӑма сӳнтернӗ, йывӑҫ пӳрте ҫӑлса хӑварнӑ. Анчах веранда тата ун ҫывӑхӗнчи тепӗр ҫурт кӗлленме ӗлкӗрнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2018 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш-пĕр Сурăхăн таçанах тивĕçтермен, кирлĕ мар çыхăнусене татмалла, халĕ çакна тума шăпах меллĕ вăхăт. Вăхăта ытларах урамра ирттерме тăрăшăр – ку сывлăхшăн усăллă. Эмелсемпе асăрханăр: вĕсене тухтăр çырса памасăр ан ĕçĕр.

Ҫу, 25

1957
61
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
46
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
37
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çук, малалла ĕçлемелле
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Маншăн пур-пĕрех
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org