Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.0 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: Вӑрманкас Ухман

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Вӑрманкас Ухман ялӗнче пурӑнакан Даниловсем кайӑк-кӗшӗк ӗрчетме юратаҫҫӗ. Тӑватӑ ҫулта вӗсем кайӑкӑн 20 тӗсне пухнӑ. Фазан, турткӑш, кӑркка, кӑвакарчӑн… - темӗнле кайӑк та пур вӗсен.

Ку ӗҫ путенерен пуҫланнӑ. Вӑл ҫӑмарта тусан инкубаторпа чӗпӗ кӑларнӑ. Ҫапла ҫемье выльӑх-чӗрлӗх вырӑнне кайӑк-кӗшӗк усрама тытӑннӑ.

Ытларах чухне вӗсене ывӑлӗ Валентин пӑхать. Вӑл тӑватӑ ҫулта кашни кайӑка лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Мини-фермӑна тӑрантарас тесе Даниловсем ҫулталӑкра 5 тонна тырӑ илеҫҫӗ.

Ҫемье кайӑк-кӗшӗке пусас тӗллевпе усрамасть. Ҫӑмартисене инкубатора хурса чӗпӗ кӑлараҫҫӗ, кайран сутаҫҫӗ. Паллах, кайӑк-кӗшӗке пӑхасси ҫӑмӑл мар. Даниловсем патне кашни ҫулах Мускавран клиентсем килеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=15743
 

Персона

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх выпускниксене чыслани пирки маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑнни ӗнерхи студентсемшӗн пысӑк чыс пулнӑ.

Канаш районӗнчи Вӑрманкас Ухман ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ольга Семенова та ҫав кун питӗ саваннӑ. Канаш пики те чи лайах 100 выпускниксен йышне кӗме пултарнӑ-ҫке-ха.

Ольга Семенова вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл университетра ӑс пухнӑ чухне хастарлӑхӗпе палӑрнӑ, мероприятисене хутшӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче маттур пулнӑ. Ольга ЧР Элтеперӗн стипендине икӗ хутчен тивӗҫнӗ. Вӑл РФ Президенчӗн стипендине те илме тивӗҫ пулнӑ.

 

Виталий Енӗш
Виталий Енӗш

Юпан 19-мӗшӗнче Вӑрманкас Ухман (Канаш районӗ) ялти тӗслӗх вулавӑшӗнче вулакансемпе кӑсӑклӑ та информаципе пуян калаҫу-тишкерӳ иртрӗ. Ӑна библиотека ӗҫченӗсем Виталий Енӗш 70 ҫул тултарнине халалласа хатӗрлерӗҫ, ҫавӑнпа ячӗ те ҫак куна ҫывӑхччӗ — «Виталий Енӗш — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата тӑлмач».

Мероприятине пухӑннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ, ҫыравҫӑ пирки тем те пӗр кӑсӑкли пӗлчӗҫ — калаҫӑва ирттерекен ун пурнӑҫне, пултарулӑхне тӗплӗн сӑнласа пачӗ. Виталий Григорьевичӑн тӗп хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ — ку тӗлӗшӗнчен вара ҫыравҫӑн «Ҫӗр тӗрекӗ», «Чун кӑварӗ», «Пурҫӑн йӑлмак» кӗнекисем пулӑшрӗҫ.

Виталий Енӗш 1941 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра токарь, слесарь, Пушкартстанри Авӑркас район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Пултарулӑх анине «Ялан халӑхпа пӗрле» очеркпа кӗнӗ.

Малалла...

 

Orphus

Радио (26.02.2018)

05:20
 
Чунра юрă шарансан (12+)
06:20
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
08:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
09:20
 
Ялтан яла (12+)
10:00
 
Хыпарсем (12+)
10:10
 
Юрă вăчăри (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:10
 
Юрă вăчăри (12+)
11:40
 
Шăпăрлан (12+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:20
 
Литература вулавĕ (12+)
15:40
 
Приключения тети Моти и Софии Прекрасной (0+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Янра, юрă! (хит-парад) (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:20
 
Трибуна Уполномоченного (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:20
 
Çĕр сум (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Кĕрекене пуçтарăнсан (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Пĕррехинче (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2018 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -22 - -24 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çанталăк çуркунне еннĕ сулăннă май сирĕн çивĕч ыйтусенчен тарас килĕ. Чи кирли - ертÿлĕх хушнă ĕçсем пирки манмалла мар. Ан макăрăр, ертÿлĕхе ан ятлăр. Ара, куç хăрать те алă тăвать вĕт. Ытларикун ĕç тĕлĕшĕнчен уйрăмах пуян пулĕ: ĕçтешсене сирĕнтен пулăшу кирлĕ. Опытпа паллаштарăр, календаре пăхкалăр - кĕçнерникун лару-тăру лăпкăрах пулĕ, çавна май канма та вăхăт тупатăр.

Нарӑс, 26

1906
112
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ.
1950
68
Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
62
Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш Республикин тӗп хули:
Ҫӗмӗрле
Чӗмпӗр
Хусан
Ҫӗрпӳ
Улатӑр
Канаш
Шупашкар
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org